Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫу the word is in our database.
ҫапӑҫу (тĕпĕ: ҫапӑҫу) more information about the word form can be found here.
15. Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ӑҫта чи вирлӗ ҫапӑҫу пулать, Урияна ҫавӑнта тӑрат, хӑвӑр унран пӑрӑнӑр, вӑл вилмелли вырӑнта тӑтӑр, вилтӗр» тенӗ.

15. В письме он написал так: поставьте Урию там, где будет самое сильное сражение, и отступите от него, чтоб он был поражен и умер.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Иоав какӑр кӑшкӑртса янӑ та, пӗтӗм халӑх чарӑнса тӑнӑ, вара Израиль ҫыннисене малалла хӑвалама пӑрахнӑ; ҫапӑҫу чарӑннӑ.

28. И затрубил Иоав трубою, и остановился весь народ, и не преследовали более Израильтян; сражение прекратилось.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫав кун питех те хаяр ҫапӑҫу пулса иртнӗ, Давид тарҫисем Авенира, унпа пӗрле пулнӑ Израиль ҫыннисене ҫапса аркатнӑ.

17. И произошло в тот день жесточайшее сражение, и Авенир с людьми Израильскими был поражен слугами Давида.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ каланӑ: халӑх ҫапӑҫу хирӗнчен тарса саланчӗ, нумай ҫын пӗтрӗ, Саулпа унӑн ывӑлӗ Ионафан та вилчӗҫ, тенӗ.

И тот сказал: народ побежал со сражения, и множество из народа пало и умерло, и умерли и Саул и сын его Ионафан.

2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Саулпа вунӑ пин чухлӗ ҫын пулнӑ, ҫапӑҫу Ефрем тӑвӗ ҫинчи хулара талккӑшпех пынӑ.]

[Всех людей было с Саулом до десяти тысяч, и битва происходила по всему городу на горе Ефремовой.]

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫӳлхуҫа ҫав кун Израиле ҫӑлса хӑварнӑ; ҫапӑҫу Беф-Авен патне ҫитиех тӑсӑлнӑ.

23. И спас Господь в тот день Израиля; битва же простерлась даже до Беф-Авена.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вара Саул тата унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та ҫапӑҫу вырӑнне ҫитсе тухнӑ, унта хӑрушла шуйхану пулса иртнӗ иккен: ҫывӑх ҫынсем пӗр-пӗрне хӗҫпе чике-чике пӑрахнӑ.

20. И воскликнул Саул и весь народ, бывший с ним, и пришли к месту сражения, и вот, там меч каждого обращен был против ближнего своего; смятение было очень великое.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫав ҫын Илие каланӑ: эпӗ тапӑртан килтӗм, ҫапӑҫу хирӗнчен паян тартӑм, тенӗ.

16. И сказал тот человек Илию: я пришел из стана, сегодня же бежал я с места сражения.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вениамин йӑхӗн пӗр ҫынни ҫапӑҫу хирӗнчен тарса тухнӑ та ҫав кунах Силома ҫитнӗ; ҫийӗнчи тумтирне вӑл ҫуркаласа пӗтернӗ пулнӑ, пуҫӗ ҫине вӑл тусан сапнӑ пулнӑ.

12. И побежал один Вениамитянин с места сражения и пришел в Силом в тот же день; одежда на нем была разодрана и прах на голове его.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Филистимсем Израиль ҫыннисене хирӗҫ тӑрса тухнӑ та, ҫапӑҫу пулса иртнӗ, филистимсем Израиль халӑхне парӑнтарнӑ, вӗсем вӑрҫӑ хирӗнче тӑватӑ пине яхӑн ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ.

2. И выстроились Филистимляне против Израильтян, и произошла битва, и были поражены Израильтяне Филистимлянами, которые побили на поле сражения около четырех тысяч человек.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Ӗнтӗ Гива умне пӗтӗм Израиль хушшинчен суйласа илнӗ вунӑ пин ҫын ҫитнӗ те, хаяр ҫапӑҫу пуҫланнӑ; анчах Вениамин ывӑлӗсем хӑйсене инкек кӗтсе тӑнине пӗлмен.

34. И пришли пред Гиву десять тысяч человек отборных из всего Израиля, и началось жестокое сражение; но сыны Вениамина не знали, что предстоит им беда.

Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вӑл Пенуэл ҫыннисене каланӑ: ҫапӑҫу хыҫҫӑн таврӑнсан, ҫак пашнене тӗппипе аркатӑп, тенӗ.

9. Он сказал и жителям Пенуэла: когда я возвращусь в мире, разрушу башню сию.

Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫапӑҫу тытӑнаспа священник пырса халӑхпа калаҫтӑр, 3. вӑл халӑха ҫапла калатӑр: эй Израиль, итле! эсир паян хӑвӑр тӑшманӑрсене хирӗҫ вӑрҫа кӗретӗр, чӗрӗрсем шуйханса ан ӳкчӗр сирӗн, ан хӑрӑр, ан шикленӗр, сехӗрленсе ан тӑрӑр вӗсенчен: 4. сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫма [тата] сире ҫӑлса хӑварма сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа Туррӑр пырать, тетӗр.

2. Когда же приступаете к сражению, тогда пусть подойдет священник, и говорит народу, 3. и скажет ему: слушай, Израиль! вы сегодня вступаете в сражение с врагами вашими, да не ослабеет сердце ваше, не бойтесь, не смущайтесь и не ужасайтесь их, 4. ибо Господь Бог ваш идет с вами, чтобы сразиться за вас с врагами вашими [и] спасти вас.

Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

III степень Мухтав орденӗ ҫине пӑхатӑп та халӗ — ҫав ҫапӑҫу аса килет.

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫак ҫапӑҫу хыҫҫӑн командир мана: «Я тебя за это представлю к награде!» — терӗ.

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӗсенчен ҫурри ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнӑ.

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ кашни салтака, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ кашни ветерана асра тытса пӗр минут шӑп тӑрас-тӑк, тӗнче аллӑ ҫуллӑха шӑпланӗччӗ», — ҫакӑн пек шухӑша вуланӑччӗ эпӗ нумаях пулмасть социаллӑ сетьре.

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унта пӗтӗмпех ҫак тӑрӑхри паллӑ ентешсен, ҫапӑҫу хирӗнче тата мирлӗ пурнӑҫра ҫӗршыв наградисене тивӗҫнӗ ҫынсен портречӗсем вырӑн тупнӑ.

Help to translate

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Пӗр-пӗрне ҫапӑҫу хирӗнчен сӗтӗрсе те тухнӑ, вилӗмрен те ҫӑлнӑ.

Друг друга вытаскивали из поля боя, спасали от смерти.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Десантниксемшӗн аманнӑ е вилнӗ юлташа ҫапӑҫу хирӗнче пӑрахса хӑварнинчен, тӑшмана хӗҫ-пӑшал панинчен чыссӑртарах ӗҫ пулман.

Help to translate

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed