Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухма (тĕпĕ: тух) more information about the word form can be found here.
Шыв пӗрре те лӑпкӑн юхмасть, вӗренӗ пек явӑнса ҫӳрет, сасартӑк темӗнле тӗксӗмрех сарӑ тӗслӗ япала ҫӗкленсе тухма пуҫлать.

Вода вовсе не течет спокойно, а ходит кругами, будто закипает, и снизу поднимается что-то мутно-желтое.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костьӑпа Нюра ӑна ятарласа хушнӑ ӗҫ ҫинчен каласа параҫҫӗ, анчах вӑл ун ҫинчен маларахах пӗлнӗ иккен: ӗнер, вӑл ялта пулнӑ чух, колхоз председателӗ хулла йӗркеллӗн касас енӗпе сӑнама тата ачасемпе каснӑ хуллине ҫыран хӗрне илсе тухма калаҫса килӗшнӗ унпа.

Костя и Нюра рассказали ему о специальном задании, но он, оказывается, знал о нем еще раньше: накануне он был в селе, и председатель колхоза договорился с ним, чтобы он присмотрел за рубкой и обеспечил перевозку ребят и лозы.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Линейка патне тухма хушакан командӑна илтсен, вӑл кӑштах тӳрленет те ҫарти пек ҫирӗппӗн утма пуҫлать.

Услышав команду на линейку, он подтягивается и шагает четко, по-военному.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Эпӗ вӗсене чӗнмен-ҫке, вӗсем хӑйсем ыйтрӗҫ, — тет Костя, ырӑ мар пулнӑран тӳрре тухма хӑтланса.

— Я же их не звал, они сами напросились, — неловко оправдывается Костя.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫук ӗнтӗ, кунта тухма юрамасть пулсан, каютӑна каяс та ларас!

Нет уж, если здесь все запрещается, лучше сидеть в каюте!

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Ҫак лайӑх тытса тӑракан республикӑра, — терӗ кӳреннӗ Катилина, — пӗчӗк чунлӑ та айван ӑслӑ ҫыншӑн асла тухма та хисеплӗх илме те аслӑ ҫул уҫӑ.

— Вот каким образом в нашей столь хорошо управляемой республике, — сказал с горечью Катилина, — для человека с низменной душой и с посредственным умом оказывается открытой широкая дорога к величию и к почестям.

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унта вӑл пӗр каҫрах вуникӗ пин ҫынна, арҫынне-хӗрарӑмне, ватти-вӗттине пӑхмасӑр, хӑй хӑнара ларнӑ кил хуҫисӗр пуҫне, пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ.

Там он за одну ночь, не щадя ни пола, ни возраста, перебил все злосчастное население города — двенадцать тысяч человек!

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Гладиатор ҫине, тетелне лайӑх тыткалама пӗлмесӗрех цирка тухма хӑйнӑшӑн, халӑх ытла кӳренчӗ.

Толпа считала себя оскорбленной тем, что гладиатор осмелился выступать в цирке, не умея в совершенстве владеть сетью.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Гладиаторсем тӗрмесенчен арена ҫине тухма сигнал парасса кӗтсе тӑратчӗҫ.

Гладиаторы приготовились к выходу из камер, они ждали только сигнала.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл чурасене, Альпы тӑвӗсем урлӑ каҫарса, тӑван ҫӗршывӗсене (Греципе Галлие) илсе тухма ӗмӗтленнӗ.

Help to translate

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Ҫавӑнтан кайран пӗтӗм ҫӗнӗ истори тӑршшӗнче гладиаторсен чаплӑ ҫулпуҫӗн Спартакӑн сӑнарӗ пусмӑрлӑхра пурӑнакан халӑхӑн хӑйне пусмӑрта тытакансене хирӗҫ пынӑ паттӑр кӗрешӗвӗнче ирӗклӗхе тухма ӗмӗтлентерекен ялав пулса тӑнӑ.

Help to translate

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Тӑшмансен чеелӗхне шутласа тухма тытӑнчӗ: ҫул ҫине минӑсем лартнӑ — пӗрре, пуҫ ҫине йывӑҫсем йӑвантарасшӑн пулнӑ — иккӗ, канав — виҫҫӗ, кӗпер патне пыма чарас тесе пӳртрен пӑшалпа пеме пуҫларӗҫ — тӑваттӑ…

Стал перебирать вражеские уловки: мины на дороге ставили — раз, деревья хотели на голову повалить — два, ров был — три, домик стрелять начал, чтобы к мосту путь преградить, — четыре…

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

— Юрӗ тарӑн, ҫӑматӑпа унтан ишсе тухма та ҫук, танк кӗмсӗртетнӗ сасӑ ӗнтӗ ҫывӑхрах илтӗнет.

Снег глубокий, валенки в него проваливаются, а грохот танка уже за плечами.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Доктор ӑна тепӗр эрнерен ӗҫе тухма пултаратӑн тет.

Еще неделя, сказал врач, и он вернется на работу.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Тӑхӑр ҫула ҫитсен Джонни шатра чирӗпе чирленӗ те вара ирӗксӗрех фабрикӑран тухма тивнӗ.

Но когда ему исполнилось девять, он потерял эту работу. Виною была корь.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Хӗллехи тӗксӗм каҫ, пӑрпа витӗннӗ ҫӗр тӑрӑх вӑйлӑ ҫил-тӑман варкӑшнӑ чухне, тӑмана пула никам та килтен тухма хӑяйман чухне, чухӑн пурӑнакан Киш мӗнле майпа ҫӗкленсе кайни ҫинчен, епле вӑл пуринчен те иртсе кайса пуҫлӑх пулни ҫинчен каласа пама питӗ лайӑх вӑхӑт пулнӑ.

А слушать эту повесть о Кише — о том, как он поднялся к власти и почему из самой бедной хижины в деревне, — лучше всего тогда, когда проносятся над ледяными полями северные метели, когда в воздухе кружатся снежные вихри и ни один человек не смеет высунуться из дома.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Гусев тӗрӗслев экранӗсен умне (Правительство вӗсемпе хулари куҫӑма сӑнаса тӑрать) хӗрарӑмсемпе ачасене тӑратса тухма хушрӗ: вӗсен Тускуба сӳрӗккӗн ятламалла.

Гусев распорядился поставить у всех контрольных экранов, по которым правительство следило за движением в городе, женщин и детей и велел им вяло, совсем вяло ругать Тускуба.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах акӑ кӗтӳҫ пулассине пӗлсе калани чӑна тухма тытӑнать.

И вот, настал час исполнения пророчества.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Иртнӗлӗхри пин ҫуллӑхсем тата пуласлӑхри пин ҫуллӑхсем — ку арӑш-пирӗшлӗхрен ҫӑлӑнса тухма ӑнтӑлакан пӗр кӗлеткен-ӳтӗн татти-сыпписӗр пурнӑҫӗ мар-и-ха?

Тысячелетия прошлого и тысячелетия грядущего — не одна ли это непрерывная жизнь одного тела, освобождающегося от хаоса?

Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев маузерне пиҫиххинчен ҫакса ячӗ (темӗн те сиксе тухма пултарать), елпӗрсе кулчӗ те люка яриех уҫрӗ.

Гусев прицепил маузер к поясу (на всякий случай), усмехнулся и распахнул люк.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed