Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манса (тĕпĕ: ман) more information about the word form can be found here.
«Хм… манса кайнӑ-им ҫак эсӗ?

«Гм… а ты позабыл?

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Эсир, астӑвӑр, пире манса ан тӑрӑр.

— Вы, смотрите, не забывайте нас.

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Сасартӑк вара вӑл мӗне пӗлтернине пач манса каяттӑм, унтан аса илме тӑраттӑм — ниепле те аса илейместӗмччӗ.

И вдруг — совсем позабывала, что оно значит, потом старалась — и не могла вспомнить.

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ сиксе тӑтӑм та пӗр самантрах тумлантӑм, хӳме урлӑ каҫрӑм, унтан, хӑрассине-мӗнне манса, вӑрмана чупса тухрӑм (ман вӑрман, сӑмах май каласан ку вӑхӑт тӗлне ытла та вӑйлӑ ӳссе кайрӗ).

Я вскочил, мигом оделся, перелез через ограду и выбежал в рощу (которая, к слову сказать, так разрослась, что в ту пору ее можно было, скорее, назвать лесом).

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах ку мӗнле числора тата хӑш ҫулта пулнине кӑтартса пама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ пӗррехинче кунсемпе эрнесен шутне манса кайнӑччӗ те тепӗр хут астуса илеймерӗм.

К сожалению, я не могу указать более точную дату, так как, потеряв однажды верный счет дней и недель, я уже не мог восстановить его.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫавӑн чухне эпӗ ҫав испанецсен перо та, чернил та пулманнине темӗнле майпа пачах манса кайнӑ.

В ту минуту я как-то забыл, что у испанцев, потерпевших крушение, не было ни перьев, ни чернил.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Таракан тискер этемсене хӑваласси ҫинчен эпир шухӑшлама та манса кайрӑмӑр; ҫав вӑхӑтра вӗсен кимми инҫе ишсе кайнӑ, курӑнми пулчӗ.

О преследовании беглецов мы, конечно, забыли и думать; их лодка за это время ушла так далеко, что почти скрылась из виду.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Халӗ вӑл лӑпкӑ та кунӗ, мана пӑхӑнса пурӑнать, анчах, тискер этемсем хушшине лексенех, эпӗ ӑна вилӗмрен ҫӑлнине ҫийӗнчех манса кайӗ, ман ҫинчен хӑйсен йӑхӗн ҫыннисене каласа парӗ, вӗсене ман утрав ҫине ертсе килӗ.

«Теперь он покорен и кроток, — думал я, — но стоит ему только очутиться среди других дикарей, он, конечно, сейчас же забудет, что я спас ему жизнь, и выдаст меня своим соплеменникам, он приведет их сюда, на мой остров.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пурӑна киле манӑн тӳсӗмлӗх пӗтме пуҫларӗ, эпӗ сыхланса пурӑнассине те манса кайрӑм, темшӗн вара ҫакӑн пек шухӑшлакан пултӑм: тискер этемсене тӗл пулма тӳрӗ килсен, эпӗ пӗрне ҫеҫ мар, иккӗшне те, виҫҫӗшне те ҫӑмӑллӑнах ҫӗнсе пӑрахӑп! — теттӗм.

В конце концов нетерпение мое стало так велико, что я забыл о всякой осторожности и вообразил почему-то, что, доведись мне повстречаться с дикарями, я легко справился бы не то что с одним, но с двумя или даже с тремя!

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав ирсӗр вырӑна курсан, манӑн ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑчӗ, малтанхи самантра эпӗ ҫак ҫыранра тӑма мӗн тери хӑрушӑ пулнине те манса кайрӑм.

Ужасное зрелище до того поразило меня, что я в первую минуту позабыл об опасности, которой подвергался, оставаясь на этом берегу.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Карап тинӗсе путнӑ чухне тӳссе ирттернӗ асапсене эпӗ майӗпенех манса пытӑм.

Воспоминания о бедствиях, испытанных мною во время кораблекрушения, мало-помалу изгладились.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Манса кайнӑ пуль ун ҫинчен, хуть те мӗн пултӑр тесе пӑрахнӑ пуль ӑна текен чӑтма ҫук хӑрушӑ та тискер шухӑша чӑтаймасӑр, вӑл темиҫе хутчен те лав ҫинчен сиксе анса пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр ҫулпа каялла ыткӑнас патнех ҫитрӗ, анчах ҫул хӗрринчи тӗксӗм те чӗмсӗр хӗрессене аса илни — вӗсене вӑл, шутламалли те ҫук, тӗл пулатех — тата аякра ҫиҫӗм ялтӑртатни кашнинчех ӑна ҫапла тумашкӑн чарса тӑчӗҫ…

От мысли, что он забыт и брошен на произвол судьбы, ему становилось холодно и так жутко, что он несколько раз порывался спрыгнуть с тюка и опрометью, без оглядки побежать назад по дороге, но воспоминание о темных, угрюмых крестах, которые непременно встретятся ему на пути, и сверкавшая вдали молния останавливали его…

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Манса кайман-ши вӗсем ун ҫинчен?

Не забыли ли они о нем?

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Акӑ вӑл шывран тухрӗ те, витрине икӗ аллипе те тытса, кӗпине антарма манса, лавсем патнелле чупрӗ.

Вот он вылез из воды и, держа ведро обеими руками, забывая опустить рубаху, побежал к подводам.

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Йывӑр мар, анчах эп юлашки пульӑна хӑвармарӑм… манса кайнӑ…

— Нет, но я выпустил последний патрон… забыл…

XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах, турӑҫӑм, ҫавна ҫийӗнчех калама та манса кайнӑ…

Ах, боже, я и позабыла сказать об этом сразу…

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эп сире калама та манса кайнӑ… тарӑр…

Я и забыла сказать вам… бегите!..

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пурте чупаҫҫӗ, пурте ҫаплах малалла ыткӑнаҫҫӗ, хыҫалтан такам йӗрлесе чупнӑ пек хӑйсем ҫын иккенне манса васкаҫҫӗ.

Все бежали, все неслись вперед, задыхаясь и не помня себя, как люди, за которыми кто-то гонится по пятам.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унта сӗтел ҫинче пӑлхавҫӑсем манса хӑварнӑ тар миххи пурччӗ.

Там на столе лежал мешок пороха, забытый повстанцами.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кайса хуллен кӑна хӑлхинчен пӗлтерӗп, эсӗ унтах тӑр, алӑк пирки те манса ан кай.

— Пойду шепну ему на ухо, а ты стой тут и не забывай про дверцу.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed