Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайнине (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Тепӗр минутран ункине ҫӗмӗрсе кӑларнӑ ҫӑра арча ҫине пырса выртрӗ, Аркашка Менок, хӑй ҫав тери тӗлӗнсе кайнине пытармасӑр Молчун ҫине пӑхса, ытла та савӑнса кайнипе кӑшкӑрса ячӗ:

Через минуту замок со сломанной шейкой лежал на сундуке, а Аркашка Менок, с нескрываемым изумлением оглядывая Молчуна, восхищенно воскликнул:

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Титок хир урлӑ тӳрех Войсковой хуторнелле каҫса кайнине чухласа илчӗ вӑл.

Он сообразил, что Титок направился через бугор прямиком в хутор Войсковой.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах пике ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ та хӗрлӗхне хӗрхенме кирли пирки куҫҫуль тӑксах тархаслама тапратнӑ, хураха хӑйпе мӗн пулса иртнине, ют хулана мӗншӗн кайнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.

Но девица упала перед ним на колени и в слезах молила пощадить ее целомудрие, и рассказала она разбойнику все, что произошло с ней, и зачем идет она в чужой город.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫӗр тип ҫырмасен ҫав тери пысӑк тӑмлӑ-хӑйӑрлӑ куҫӗсемпе кӑна тӗнче ҫине пӑхса выртать; ҫил вӗҫтере-вӗҫтере кайнине пула, ҫав вырӑнсенче юр тытӑнса тӑрайман; анчах ун вырӑнне тип ҫырмасемпе варсене хытса ларнӑ кӗртсем хӳсе кайнӑ.

Лишь со склонов балок суглинистыми глазищами глядит на мир земля; снег не задержался там, сдуваемый ветром, зато теклины балок и логов доверху завалены плотно осевшими сугробами.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав хушӑра хӑй лашана мӗнле йӗнерленине хыпашласа пӑхрӗ, кӗҫҫе урлӑ янӑ хырӑмсалӑхне епле туртса ҫыхнине, ура пускӑчисен чӗнӗсене ҫыхӑнтаракан пӑяв вӗҫне ҫитичченех пушанса кайнине курчӗ» вара ку хӑна инҫетрен килнине тата ҫак кун вӑрӑм ҫул тунине чухласа илчӗ.

А сам, ощупав седловку, уже успел определить по тому, как была затянута чересподушечная подпруга, как до отказу свободно распущена соединяющая стременные ремни скошевка, что гость приехал издалека и за этот день сделал немалый пробег.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ хам Энрикона кӑмӑла кайнине куратӑп, — тенӗ Нина, — эсӗ пур, унпа вылятӑн, ку вара, ӑна ҫӑмӑл шухӑшлӑ тӑвать те, мана кансӗрлени пулать…

— Я вижу, что нравлюсь Энрико, — говорила Нина, — а ты с ним играешь, и это, делая его легкомысленным, мешает мне.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Эпӗ хӑраса ӳкрӗм, тинӗс ҫавӑн пек урса кайнине малтанхи хут курнӑскер, унпа кӗрешме халӑм ҫитес ҫуккине туйрӑм.

Мне было страшно, я первый раз видел море таким бешеным и чувствовал себя столь бессильным в нем.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Вӗсем ун умӗнче хапхине уҫнӑ та ӑна хуларан кӑларса янӑ, вара вӑл хӑй ывӑлӗ пирки юхтарнӑ юнпа шӑвӑннӑ тӑван ҫӗр тӑрӑх утса кайнине стена ҫинчен вӑрахчен пӑхса тӑнӑ: вӑл ҫав ҫӗр ҫинчен урине аран-аран илсе, ерипен утса пынӑ, хулана сыхласа вилнисем умӗнчен пуҫ тайса иртнӗ, хуҫӑк хӗҫпӑшалсене, тӗренсе, урипе тапса хӑварнӑ — пӗр пӗрин ҫине тапӑнма кирлӗ хӗҫпӑшала аннесем кураймаҫҫӗ, вӗсем пурнӑҫа сыхлама кирлине кӑна сума сӑваҫҫӗ.

Они открыли ворота пред нею, выпустили ее из города и долго смотрели со стены, как она шла по родной земле, густо насыщенной кровью, пролитой ее сыном: шла она медленно, с великим трудом отрывая ноги от этой земли, кланяясь трупам защитников города, брезгливо отталкивая ногою поломанное оружие, — матери ненавидят оружие нападения, признавая только то, которым защищается жизнь.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Ҫав тӑвӑн эпир касса ҫурнӑ пысӑк ҫӑварне, ирхине, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, пӗчӗк ҫынсем кӗре-кӗре кайнине, ҫӗр айне кӗрекенсем хыҫӗнчен хӗвел салхуллӑн пӑхса юлнине курас пулать, — унта машинӑсем, тӑвӑн тӗксӗм сӑнарӗ, ҫав тарӑн шӑтӑкра шӑв-шав кӗрлесе янӑраса тӑрать, ҫӗре кисрентернӗ сасӑ, ӑссӑр ҫын ахӑлтатнӑ евӗр, ахӑрса каять.

Надо видеть черный зев, прорезанный нами, маленьких людей, входящих в него утром, на восходе солнца, а солнце смотрит печально вслед уходящим в недра земли, — надо видеть машины, угрюмое лицо горы, слышать темный гул глубоко в ней и эхо взрывов, точно хохот безумного.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Шухӑшлӑр-ха, эсир хӑвӑра хирӗҫ кайнине ӑнланмастӑр-им вара?

Подумайте, разве вы не понимаете, что против себя идёте?

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Хӳме патӗнче тӑракансем хӑмасем чӗтресе кайнине илтнӗ, — тахӑшӗн курӑнман шӑлӗсем хӑмасене ҫилленсе ҫыртнӑ пек пулнӑ.

Стоявшие у забора слышали, как дрогнули доски, — точно чьи-то невидимые зубы злобно кусали их.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Вӑл, хӑйне апла йышӑннӑран пулас, тӗлӗнчӗ пулмалла: эпир сасартӑк ун пичӗ-куҫӗ шуралса, пӑшӑрханса кайнине куртӑмӑр; вӑл темле пӗр вырӑнтах сӑтӑрӑнкаларӗ те пӑвӑннӑ сасӑпа шӑппӑн ыйтрӗ: — Ма вара эсир… темӗнскерле? — терӗ.

Она, видимо, удивилась непривычной для нее встрече, — и вдруг мы увидели, что она побледнела, забеспокоилась, как-то завозилась на месте и сдавленным голосом спросила: — Что это вы… какие?

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Саплӑк ҫине саплӑк лартса та шӑтӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ шалпар сӑрӑ халачӗпе лайӑхрах чӗркенесшӗн пулса, вӑл ҫӗр ҫинче йӑваланать, тертленни харама кайнине кура, питӗ те тӑварлӑ сӑмахсемпе вӑрҫа-вӑрҫа илет, хӑй ҫапах та чӗркенмех тӑрӑшать.

Он катался по земле, стараясь плотнее закутаться в серый балахон, сшитый из одних дыр, и очень образно ругался, видя, что все его усилия тщетны, ругался и все-таки продолжал кутаться.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Пӗлтӗр мӗн пирки поезд рельсӑсенчен тухса кайнине халь ӑнланмалла, тетӗп.

— Теперь, говорю, понятно, отчего в прошлом году сошел поезд с рельсов…

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

Ку ҫав тери хӑвӑрт пулса иртрӗ, Гаврила ҫак мӑйӑхлӑ, хытанка вӑрӑ умӗнче чухне туйса тӑнӑ йывӑрлӑхпа сехӗрленни сирӗлсе кайнине сисрӗ.

Это вышло так быстро, он почувствовал, как с него сваливается, сползает та проклятая тяжесть и страх, который он чувствовал при этом усатом, худом воре…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Курмастӑн-им мӗнле вӑйлӑ ҫил тухса кайнине?

— Не видишь, как сильный ветер поднялся?

Кӑштах кулса илмелӗх // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-ilmelkh

Маша, Тимкӑн йӑлкӑшса тӑран питкуҫне курсанах, пурте йӗркеллӗ иртсе кайнине туйса илчӗ.

По сияющему лицу Тимки Маша сразу поняла, что все обошлось благополучно.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Санӑн кутамккана пӑхсан, мӗнле тарӑхса кайнине пӗлетӗн-и?

— Знаешь, как она расстроилась, когда мешок твой разбирала!

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫулҫӑ витӗр ӑна хӑй ҫинелле пӑхаҫҫӗ пек, Векшин хуҫалӑхне кам кӗрсе кайнине, пиллӗкмӗш участокри тулла кам тӗшӗрсе тухнине пурте пӗлнӗ пек туйӑнать ӑна.

Ему казалось, что все смотрят на него сквозь листву и понимают, кто именно забрался на векшинский участок, помял пшеницу на пятой клетке.

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫава ҫӳхе те ҫӑмӑл, ҫавапа ашшӗ улӑха тухсан, кашни ҫыннах хуса ҫитсе иртсе кайнине Санька лайӑх астӑвать-ха.

Коса была тонкая, легкая, и мальчик хорошо помнил, как отец, выходя с ней на луг, перегонял всех других косарей.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed