Шырав
Шырав ĕçĕ:
Липа сӑлтавсӑрах хӗрелсе кайрӗ, пӗр вӑхӑт ни Укахви ҫине пӑхма, ни тирӗкрен яшка ӑсса илме аптраса тӑчӗ.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эп халӗ сана хам звено ӗҫ планӗпе тинкӳне илме тытӑнатӑп.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кун хыҫҫӑн вӗсем пӗр вӑхӑт хушши калаҫмасӑр пычӗҫ, вӑрҫӑ хӑрушлӑхне кашниех хӑй пӗлнӗ пек тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗ пулмалла.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫапах та ҫак вӑхӑтра ун пит-куҫӗ савӑнӑҫлӑн ҫутӑлса тӑрать, ҫакӑнтан тата йӗри-тавралӑха пит пӑхкаласа пынинчен вӑл хӑйӗн тӑван уй-хирӗ тӑрӑх пынине чухласа илме пулать.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑйӗн заместителӗн калаҫу мехелне пӗлсе ҫитнӗ тата вӑл мӗнле пӑхкаланинченех ун шухӑш-кӑмӑлне йӑнӑшмасӑр тавҫӑракан пулнӑ Левентей Михала тем каласшӑн иккенне сисрӗ те картусне илме тӑнӑ ҫӗртен хӑйӗн вырӑнне ларчӗ.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Нихҫан та ҫӑмӑл ӗҫ ан шырӑр, хӑвӑр ҫине йывӑр ӗҫ илме тӑрӑшӑр.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Райпо ӗҫченӗсен алӑ усса ларма вӑхӑт ҫук, самана таппине кура ҫӗнӗлӗхсене алла илме, ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртме тӑрӑшмалла.
Тӗллев – туянакансен кӑмӑлне тивӗҫтересси, паха продукци сӗнесси // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%82e%d0% ... %81%d1%81/
Иртнӗ ҫул «Г.Н.Волков хайлавӗсен чи лайӑх иллюстрацийӗ» номинацийӗн дипломне илме пултарнӑччӗ.
«Хавхалану» хавхалантарать // Н.Плеткина. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/
Ҫак укҫа-тенкӗ мобилизаципе кайнӑ ҫамрӑксем валли хушма снаряжени илме каять: тепловизорсем, квадрокоптерсем, оптика тата ытти те.
Мобилизаци йӗркеллӗ иртнӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%bc%d0%b ... 82%d0%bde/
Хӑвӑра меллӗ вӑхӑт тата кун суйласа илме май пур.
Тухтӑр патне вӑхӑтпа ҫырӑнмалла // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%82%d1%8 ... %bb%d0%b0/
Иккӗшӗнчен хӑшӗ пӗлтерӗшлӗрех — ҫавна суйласа илме тивет.
Хусанушкӑньпе Тури Ҫӗрпӳкасси хушшинчи ҫула ҫитес ҫул юсӗҫ // Николай Коновалов. http://hypar.ru/cv/news/husanushkanpe-tu ... -cul-yusec
Вӗсем хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен статусне илсен ӗҫре кирлӗ хатӗрсем туянма кайнӑ тӑкаксен 40 проценчӗшӗн субсиди илме пултараҫҫӗ.
Хӑв тӗллӗн ӗҫлетӗн – патшалӑхран пулӑшу илетӗн // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%85a%d0% ... b5%d1%82e/
Хӑйсен ҫӗр лаптӑкӗнче купӑста, кишӗр, хӗрлӗ чӗкӗнтӗр, хӑяр, помидор, сухан, ыхра туса илме кайнӑ тӑкаксен 30 процентне саплаштарма, сутӑннӑ кашни тонна пахча ҫимӗҫшӗн 2000-шер тенкӗ укҫа илме пултараҫҫӗ.
Хӑв тӗллӗн ӗҫлетӗн – патшалӑхран пулӑшу илетӗн // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%85a%d0% ... b5%d1%82e/
Енчен те ҫын хӑй тӗллӗн ӗҫлеме килӗшсе регистрациленнӗ пулсан вӑл федераллӑ пулӑшусем илме пултарать.
Хӑв тӗллӗн ӗҫлетӗн – патшалӑхран пулӑшу илетӗн // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%85a%d0% ... b5%d1%82e/
Ҫак стенда кӗнӗ ҫынсем — пурте орден илме тивӗҫлӗ пулнисем, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем.
Ӗҫченлӗх хисепре ялан // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/18/c%d1%87%d0% ... %b0%d0%bd/
Вӗсем тӗрлӗ сферӑра ӗҫлесе патшалӑхӑн сумлӑ наградисене илме тивӗҫлӗ пулнӑ.
Ӗҫченлӗх хисепре ялан // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/18/c%d1%87%d0% ... %b0%d0%bd/
Хитре чечексем ҫитӗнтернӗшӗн 6-мӗш класра вӗренекен Надя Петрова медаль илме те тивӗҫнӗччӗ.
Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/
Вырнаҫса ларатчӗ те ҫӳхе ача-пӑча кӗнекисене пӗрин хыҫҫӑн теприне вуласа тухатчӗ, кирлӗ шухӑшсене ун чухнех тетрадь ҫине ҫырса илме пӗлетчӗ.
Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/
Ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама хатӗр яшсен водитель правинчи «С» категорине илме пулать, ҫак тӗллевпе вырӑнти ҫар комиссариатне каймалла.
Кӗрхи призыв мӗнле пулӗ? // Бахтиер ХОЛИКОВ. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d1 ... 83%d0%bbe/
Ҫавна май кӗрхи призыв пуҫлансанах ҫар комиссариатне килекен яшсен ҫар чаҫӗсене суйласа илме ирӗк пур.
Кӗрхи призыв мӗнле пулӗ? // Бахтиер ХОЛИКОВ. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d1 ... 83%d0%bbe/