Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Ҫӳлхуҫа пире асӗнче тытать, [пире] пиллӗх парать, Израиль килне пиллӗх парать, Аарон килне пиллӗх парать; 21. Ҫӳлхуҫаран хӑракансене — кӗҫӗннине те, аслине те — пиллӗх парать.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл Хӑйӗн [Иакова] кӑтартас ырӑлӑхне, Израиль килне пӗлтерес тӳрӗлӗхне асне илчӗ.3. Вспомнил Он милость Свою [к Иакову] и верность Свою к дому Израилеву.
Пс 97 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Акӑ Ҫӳлхуҫа ыйхӑран вӑраннӑ пек вӑраннӑ, эрехпе ӳсӗрӗлнӗ улӑп евӗр тӑнӑ та 66. унӑн тӑшманӗсене каялла хӑваласа янӑ, вӗсене ӗмӗрлӗхе намӑса хӑварнӑ; 67. Иосиф килне пӑрахнӑ, Ефрем йӑхне те суйласа илмен, 68. Вӑл Иуда йӑхне, Хӑй кӑмӑлланӑ Сион тӑвне суйласа илнӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Турӑ илтнӗ те — ҫилли вутла хыпса илнӗ, Израильрен пачах та сивӗннӗ; 60. вара Вӑл Силомри кӗлӗ чатӑрне, этемсем хушшинче пурӑнакан килне, пӑрахнӑ; 61. Хӑйӗн тӗреклӗ вырӑнне, Хӑйӗн мухтавлӑхне тӑшман аллине тыткӑна панӑ, 62. Хӑйӗн халӑхне хӗҫ айне ӳкернӗ, Хӑйӗн еткерне ҫилленсе ҫитнӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Доик — Идумея ҫынни — Саул патне пырса ӑна Давид ҫинчен элеклесе, вӑл Ахимелех килне пынӑ тесе пӗлтернӗ хыҫҫӑн.
Пс 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Турӑ хулине, Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ килне, юхса выртан шывсем савӑнтараҫҫӗ.5. Речные потоки веселят град Божий, святое жилище Всевышнего.
Пс 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫутӑ килне каймалли ҫул ӑҫтарах, сӗмлӗхӗн вырӑнӗ хӑш тӗлерех?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мардохей каялла патша хапхи патне таврӑннӑ, Аман вара пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа, пуҫне хупласа, килне васканӑ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл халӑх патне чупса тухнӑ та кӑшкӑрса янӑ: 18. пире чурасем улталарӗҫ; пӗр еврей арӑмӗ Навуходоносор патшанӑн килне мӑшкӑл турӗ, акӑ ӗнтӗ Олоферн урайӗнче выртать, унӑн пуҫне касса илнӗ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Анчах та ҫакна тӑвиччен малтан ман патӑма Аммон ҫыннине Ахиора чӗнсе килӗр: вӑл Израиль килне хурланӑ ҫынна, хӑйне пирӗн патӑмӑра вилме тесе янӑ ҫынна куртӑр, палласа илтӗр, тенӗ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Навуходоносор, пӗтӗм ҫӗр патши, сывӑ пултӑр, унӑн патшалӑхӗ те сывӑ пултӑр, вӑл сана пур чуна та сыватма янӑ, мӗншӗн тесессӗн сан урлӑ ӑна ҫынсем ҫеҫ мар пӑхӑнса тӑрӗҫ, сан вӑю урлӑ хирти тискер кайӑксем те, выльӑх-чӗрлӗх те, тӳпери кайӑксем те Навуходоносорпа унӑн килне парӑнса пурӑнӗҫ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ун хыҫҫӑн Озия ӑна пухуран хӑй килне илсе кайнӑ та аслӑ ҫыннисем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ — вӗсем ҫав каҫ ҫӗрӗпе Израиль Туррине кӗлтунӑ, хӑйсене пулӑшма тархасланӑ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тумӗсем ҫине вӗсем кӗл сапнӑ, пӗтӗм Израиль килне хӗрхенме йӑлӑнса, пур чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана тилмӗрнӗ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫапла вара, Товия хӑйӗн ҫулне ӑнтарнӑшӑн Турра тав туса, Рагуилпа унӑн арӑмне Еднӑна тав туса килне кайма тухнӑ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав туй ӗҫки иртиччен Рагуил Товияна тупа тутарсах каланӑ: ҫак вунтӑватӑ куна пыракан туй ӗҫки иртиччен ан кай эсӗ; 21. кайран вара ҫур пурлӑхӑма илсе ыррӑн-сыввӑн аҫу килне тухса кайӑн; юлашки пурлӑхӑма арӑмпа иксӗмӗр вилсен илӗн, тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан Рагуил килне кӗнӗ те 12. хӑй арӑмне Еднӑна каланӑ: пӗр тарҫуна ярса пӑхтар-ха, чӗрӗ-ши вӑл; вилнӗ пулсан пытарӑпӑр, никам та сисмӗ, тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ездра вара Турӑ Ҫурчӗ умӗнчен Елиасив ывӑлӗ Ионан килне кайнӑ, 2. унта вӑл, халӑх ытла та йӗркесӗр пурӑннишӗн кулянса, ҫӑкӑр та ҫимен, шыв та ӗҫмен.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ездра вара Турӑ Ҫурчӗ патӗнчен Елияшив ывӑлӗн Иохананӑн килне кайнӑ, вӑл ҫавӑнтах ҫӗр каҫнӑ.6. И встал Ездра и пошел от дома Божия в жилище Иоханана, сына Елияшивова, и пришел туда.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: Израиль килне Хам умӑмран сирнӗ пек, Иудӑна та Хам умӑмран сирӗп, Хам суйласа илнӗ Иерусалим хулине те, Эпӗ: «унта Манӑн ятӑм пулӗ» тесе каланӑ Ҫурта та, сирсе пӑрахӑп, тенӗ.]
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун хыҫҫӑн израильсем кашниех хӑйӗн килне, хӑйӗн хулине таврӑннӑ.И потом возвратились все сыны Израилевы, каждый во владение свое, в города свои.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.