Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлекен the word is in our database.
ӗҫлекен (тĕпĕ: ӗҫлекен) more information about the word form can be found here.
Хӑй хыҫӗнче ӗҫлекен Ираида енне ҫаврӑнса: — Сире кунта хӑпартмалла та марччӗ пуль, — терӗ.

Повернувшись сзади себя работавшей Ираиде сказала: - Может вас и не надо было сюда поднимать.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Паянхи презентаци шӑпах ҫакна ҫирӗплетет те, - палӑртрӗ Брилев. - Халӗ эп Тутарстан Республикин пӗрремӗш президентне, ку чухне патшалӑх советникӗ пулса ӗҫлекен Минтимер Шарипович Шаймиева сӑмах паратӑп.

И сегодняшняя презентация - прямое тому доказательство, - отметил Брилев. - Хочу представить вам первого президента Республики Татарстана, а ныне государственного советника Минтимера Шариповича Шаймиева.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Чӑваш Енри лару-тӑру аплах ҫивӗч мар пулас та - пирӗн полици ертӳҫисене сӑмах памарӗҫ, анчах конференцин Шупашкарти студийӗнче пухӑннӑ журналистсене республикӑри ӗҫ-пуҫпа ЧР шалти ӗҫсен министрӗн заместителӗ - полици пуҫлӑхӗ Андрей Тимофеев тата унӑн йӗркелӗхе сыхлас енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Валерий Жуковец паллаштарчӗҫ.

Help to translate

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вадим Иванович хӑй ФК Агропромышленноҫ политики тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе усӑ курас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн йышӗнче-мӗн.

Help to translate

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссисем тата ҫул ҫитменнисен общество воспитателӗсем ҫинчен калакан саккунсене кӗртме сӗннӗ улшӑнусем те тавлаштармарӗҫ.

Help to translate

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Дояркӑра ӗҫлекен ҫамрӑксем /ун чухне яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хальхипе танлаштарсан яла ытларах юлнӑ/ ҫав ҫулсенче ӑмӑртса ӗне сунӑ.

Help to translate

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ку хуҫалӑх иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенче пысӑк кӑтартусемпе ӗҫлекен вӑйлӑ аталаннӑ, хамӑр республикӑра та, ҫӗршывра та малта пыракансен шутӗнче пулнӑ.

Help to translate

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Сана ӑна кӑҫалхи ҫулшӑн кӑна памаҫҫӗ вӗт!» - лӑплантарнӑччӗ ЧР ялхуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче ӗҫлекен Евлалия Васильева.

Help to translate

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Пахчаҫимӗҫпе ӗҫлекен ятарлӑ бригада пулнӑ пирӗн.

Help to translate

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Йӗрке хуралӗнче пуҫлӑхра ӗҫлекен тӑван патне шӑнкӑравларӑм, хуйхӑ пирки ӑнлантартӑм.

Help to translate

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Вӑл та — хӑй тӗллӗн ӗҫлекен предприниматель.

Help to translate

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

— Пурин валли те ҫитеҫҫӗ, — пӗлтерчӗ хула администрацийӗн потребительсен рынокне аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Фасиха Солдатова. — Ялсенчен пахчаҫимӗҫ сутма килекенсене ырӑ сунса кӗтетпӗр.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вӗренӗве Максим Вишневский иерей, Улатӑр епархийӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн председателӗ, ертсе пырать.

Игру проводит иерей Максим Вишневский, председатель по работе с молодежью Алатырьской епархии.

Тӗллев — лайӑхрах пуласси // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн заместителӗ Алена Аршинова, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Татьяна Богданова, экономика аталанӑвӗн министрӗн заместителӗ Виталий Емельянов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Елена Николаевӑпа Александр Никаноров тӗп доклада сӳтсе явма хутшӑнчӗҫ.

Заместитель председателя комитета по делам образования Алена Аршинова, уполномоченный обязанности министра культуры Константин Яковлев, первый заместитель министра здравоохранения Татьяна Богданова, заместитель министра экономического развития Виталий Емельянов, депутаты государственного совета Елена Николаева и Александр Никаноров приняли участие в обсуждении основного доклада.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Хаклӑ хӑнасене, жюри председательне, республикӑри культура училищин преподавательне Е. Матлаевана, жюри членӗсене — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗччен юрламалли кафедра преподавателӗнче вӑй хуракан, Карайра ҫуралса ӳснӗ В. Егорова, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи кафедрин аслӑ преподавательне, республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Р. Андреевана, Чӑваш енти тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Н. Андреева, райадминистрацин культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне А. Лебедева, районти искусство шкулӗн директорне Н. Никонорова алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ.

Help to translate

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Кун пирки хӑй сӑмахӗнче тепӗр хут аса илтерчӗ зоотехника ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тӗп специалист-эксперт Г. Матвеев.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн зоотехника ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тӗп спецалист-эксперчӗ Г. Н. Матвеев пирваях выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен 2009 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ, кӑҫалхи тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Юлашкинчен нумай ҫул аварисӗр ӗҫлекен водительсен пӗр ушкӑнне ЧР Шалти ӗҫсен министерствин ГИБДД управленийӗн, районти шалти ӗҫсен пайӗн ГИБДД уйрӑмӗн Хисеп грамотисемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.

В завершении группу водителей с многолетним стажем, без аварийи правонарушений наградили почетными грамотами отдела вунутренних дел ГИБДД района, министерства управления внутренних дел ГИБДД ЧР и ценными призами.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн ӗҫ сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен аслӑ специалисчӗ В. А. Егоров водительсен вӑхӑчӗпе медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухмалли, юсав ӗҫӗсенче ӗҫ сыхлавӗн правилисене пӑхӑнса вӑй хумалли, медаптечкӑсене юлашки вӑхӑтра палӑртнӑ пек хушма эмелсемпе пуянлатмалли, транспорт хатӗрӗсем ҫинче огнетушитель пулмалли пирки каларӗ.

Главный специалист района социальной защиты в области здоровья В. А. Егоров сообщил об обязательном прохождении своевременного медосмотра водителей,о выполнении ремонтных работ по правилам защиты труда, оснастить аптеки необходимыми дополнительными лекарствами, как было принято в последнее время, о необходимости огнетушителя в транспортных средствах.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Водительсен пухӑвӗнче районти ҫул-йӗр хӑрушсӑр-лӑхӗн комиссийӗн секретарӗ, ял хуҫалӑх пайӗн техника ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тӗп специалист-эксперчӗ В. Чаховский райцентрти Ленин урамӗ ҫул-йӗр инкекӗн чӑн-чӑн вучахӗ пулнине палӑртрӗ.

На водительском собрании секретарь комиссии дорожной безопасности района, главный специалист-эксперт сельскохозяйственной части по техническим вопросам В. Чаховский отметил, что настоящим очагом дорожных происшествий является улица Ленина в центре района.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed