Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун шучӗпе, туй тума тӑхтамалла иккен — кӗлпе кӑмрӑк ҫинех качча кайса вутпа ҫулӑм ӑшне кӗмелле мар.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Выльӑхсем валли ӗҫме ҫӗр ӑшне чавса лартнӑ валашкана пӗррех ӳкнӗ ача.
Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504
Ара, эпӗ вӑл ҫара уранах вут ӑшне сикнине хам куртӑм! — ыйтрӗ вӑл аптӑранӑ енне Укаслуран.
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Килтеш пуянӗ хӑй вырӑнӗнчех, шухӑш ӑшне путса, тӑрса юлчӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унтан каллех шухӑш ӑшне путрӗ:
Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Малтан уя тухса кӑвайт чӗртмеллеччӗ, кайран пуяна хампа пӗрле чӗнсе тухса, вут ӑшне сик! темеллеччӗ мар пуль те?
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ман тымарсем типеҫҫӗ те эмел пулаҫҫӗ, ҫынсем ӑшне кӗрсе ларма юратакан чирсене хӑвала-хӑвала кӑлара пуҫлӗҫ.
Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Драгунсен отрячӗ тем тӗрлӗ ҫирӗплетнӗ крепость пек, ун ӑшне шӑтарса кӗме ҫук: хусахсен ҫарӗ — пурне те хӑра-такан ҫӗлен пек, вӑл кӗтмен ҫӗртен тапӑнма пултарнипе вӑйлӑ.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫапах та Йӑлӑм ӑшне Емелен Чакма хушать патша ҫарӗ хӗснӗрен.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Авалхисен йӑлипе, Ӗмӗрленӗ йӗркепе, Пӗчӗк пичке пыл-сӑра Кӳмми ӑшне ларттарчӗҫ.
III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Сурхури вӑхӑтӗнче пухӑнсан, Таш ташлама пӑрахсан, Тытӑнаҫҫӗ ҫӗр яма, Такмакласа юрлама: Пулас пурнӑҫ хисепне Ҫӗррисене чӳлмеке Пӑрахаҫҫӗ шыв ӑшне, Пӑтратаҫҫӗ йӗкепе.
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Алтнӑ тӑпри ан курӑнтӑр тесе, пур ҫӗрелле курӑк ӑшне сирпӗтсе ятӑмӑр та окоп анине патаксем хутӑмӑр, ун ҫине курӑк татса витрӗмӗр.
Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.
Хам, ҫӳҫе тӗмине сирсе, ун ӑшне кӗрсе выртрӑм та кӗпер ҫине сӑнама тытӑнтӑм.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Пӗр ҫӳҫе тӗме хыҫне хама валли окоп алтрӑм, алтнӑ тӑпрана пур еннелле аяккалла сапаларӑм, алтӑнчӑкӗ вӑрӑм курӑк ӑшне ӳксе путрӗ.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Фашистсен енче йӑлтӑрр! тусанах, эпӗ улӑхри курӑк ӑшне тӑсӑлса выртатӑп та ракетӑсем тавралӑха ҫутатнӑ самантра нимӗн те хускалмастӑп.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
— Ҫын ӑшне те кӗрсе курма ҫук.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
— Ҫапла, — терӗ вӑл, тарӑннӑн сывласа илсе, — йывӑҫӑнне анчах мар, ҫавнашкалах ҫын ӑшне те курма ҫук.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Партизансем, ҫул хӗрринчен пӗр ҫирӗм метр вӑрман ӑшне кӗрсе, хӑйсене валли пытанмалли вырӑн шыраҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Автоматсене Кузьма Васильч курӑк ӑшне майласа чикрӗ, Санюка ҫӳле ҫӗклесе лартрӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Ну юрать, ачасем, ку «вылямалли» япаласене эпир курӑк ӑшне тӑвӑпӑр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.