Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав хырсем ҫумӗнчех, радиаторӗпе вӗсене тирӗнсе, клоун евӗрлӗ броневик тӑрать.Возле самых этих сосен, уткнувшись в них радиатором, стоял похожий на колун броневик.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сестра ҫумӗнчех СС ҫарӗнчи хура тумтирлӗ нимӗҫ тата пуҫне юнлӑ марлӗпе ҫыхнӑ красноармеец, пӗр-пӗрне карланкӑран ярса илнипех, хытса выртнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пуҫӗсене шлемсем тӑхӑнса, хӗҫпӑшала хӑйсем ҫумӗнчех тытса, кашни хӑй вырӑнӗнчех пулса, ҫӗр ҫинчех ҫывӑрнӑ.В шлемах и при оружии, спали прямо на земле, каждый на своём месте.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫумӗнчех кирпӗчрен ытла пысӑках мар, анчах тӑпӑл-тӑпӑл ҫурт купаласа лартнӑ, унӑн тӑррине витмен-ха.Рядом стоит не большой, но аккратный кирпичный дом, сверху он ещё не покрыт.
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пӗри ҫумӗнчех, анчах ҫухалать, унтан тепри ҫывӑхне ҫывхарать пек, анчах кунта чӗкӗнтӗр король таҫта ҫухалать, тепӗр дама — чӗкӗнтӗр дама, дама пик — ҫывхарать-ха чӗкӗнтӗр король патне, анчах малаллахи тӗтреллӗ, паллӑ мар пек кӑтартаҫҫӗ картсем…
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Тӑкӑнса кайнӑ миххи те ҫумӗнчех выртать.
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив
Вӑл Гека стена ҫумӗнчех тӑм купи ҫинче юлнӑ ҫурта тӗпне кӑтартрӗ, сӳнсе пыракан ҫурта ҫутине хӑйсем Беккипе иккӗшӗ епле астуса ларни ҫинчен те каласа пачӗ.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вырӑнӗ хӑй пӗлекен вырӑнах пулчӗ: вӑл тӑлӑх арӑм Дугласӑн килкарти ҫумӗнчех, ҫав карта урлӑ каҫмалли вырӑнтан пилӗк утӑмрах, тӑрать иккен.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тепӗр свидетелӗ: «Эпӗ ҫӗҫҫине вӗлернӗ ҫыннӑн ӳчӗ ҫумӗнчех тупрӑм», — тесе каларӗ.
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хӑй тӑванӗ аташса выртнӑ чухне пӑт-пат каласа яракан сӑмахсем тӑрӑх Сид мӗн те пулни шухӑшланӑ пулсан та, вӑл ҫав шухӑшсене хӑйӗн ҫумӗнчех хӑварчӗ.Если Сид что-нибудь и понял из бессвязного бормотанья Тома, то держал это про себя.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Краснояр ялӗнче пурӑнакансене вара чӗнмен, ферма вӗсен ҫумӗнчех пулассине те шута илмен.Жителей Красноярской деревни не позвали, не учли даже то, что ферма рядом с ними будет.
Чӑваш Меккин экологийӗ хрушлӑхра // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... rushlakhra
Ун ҫумӗнчех ҫутӑ ҫӑлтӑр ялкӑшать.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Ҫурт ҫумӗнчех, ҫурҫӗр енче, таврари вӑрмансенче пулман питӗ ҫӳллӗ йывӑҫ — уртӑш — ӳссе ларнӑ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Танк ҫумӗнчех йывӑр снарядсем ӳксе алтнӑ икӗ шӑтӑк...
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Симӗс сухан, кинза, укроп-петрушка стена ҫумӗнчех ӳсӗҫ.Лук на зелень, кинза, укроп и петрушка могут расти прямо у стен.
Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№
9. Ӗнтӗ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать: ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа, кирек хӑшне те, касса вута пӑрахаҫҫӗ, тенӗ.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ӗнтӗ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать: ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа, кирек хӑшне те, касса вута пӑрахаҫҫӗ.
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл хӑйӗн ҫӳллӗшӗпе, турачӗсем вӑрӑммипе мӑнаҫланатчӗ: ара, унӑн тымарӗ аслӑ шыв ҫумӗнчех ӳсетчӗ.7. Он красовался высотою роста своего, длиною ветвей своих, ибо корень его был у великих вод.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Халдейсем вара вӗсен яш ачисене хӑйсенӗн сӑваплӑ Ҫурчӗ ҫумӗнчех хӗҫпе чиксе пӑрахнӑ, яш ачана та, хӗре те, ваттине те, ҫамрӑккине те хӗрхенмен — пурне те ҫавсен аллине ӳкернӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗрӗ питӗ илемлӗ пулнӑ; вӑл патша ҫумӗнчех пулнӑ, ӑна пӑхсах тӑнӑ, анчах патша унпа хутшӑнман.4. Девица была очень красива, и ходила она за царем и прислуживала ему; но царь не познал ее.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.