Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитичченех (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
Ҫак асапланӑва Трумов вӗҫне ҫитичченех, чул пек хытса чӑтса ирттерчӗ.

И эту пытку, окаменев, Трумов выдержал до конца.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Ҫак самантран пуҫласа мӗн вӗҫне ҫитичченех Рене пуҫӗнче хӑй тӳссе ирттерме тивӗҫлӗ сехӗрленӳ сӑнарланчӗ; ҫапах та хӑйӗн шикленӗвӗ чӑн-чӑн хӑрушлӑха сире-сире тарать, драма пынӑ тапхӑрта ҫак сехӗрленӗвӗн ӗмӗлки кӑна куҫать.

С этого момента до конца Рене не покидало некоторое представление об ужасе, какой следовало бы испытывать; однако ее личная опасность рассеивала настоящий ужас, и только его тень следовала за нею, пока длилась драма.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Пуҫ тӳпинчен ури тупанне ҫитичченех.

С головы до ног.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Шыв ай юхӑмӗсемпе, ҫӗр ай ӗҫӗсемпе тата шторм хумӗсен сирпӗнӗвӗпе, — вӗсем тарӑн авӑра никӗсне ҫитичченех чӗтретнӗ, — сусӑрланса пӗтнӗ пыр тӗпӗ вӑйӑ хӗрсе ҫитнӗ чухне кӗлеткесем лартса тултарнӑ шахмат хӑмине аса илтерет.

Дно пролива, истерзанное подводными течениями, работой подземных сил и взрывами штормовых волн, колебавших пучину до основания, напоминало шахматную доску, уставленную фигурами в разгаре игры.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Каялла таврӑннӑ чухне мӗн разъезда ҫитичченех вӗсем вакунра шӑпӑрт пычӗҫ, унтан пирвай вӑрман хӗррипе, кайран уйпа килелле утнӑ чух та, куҫ ҫӗрлехи тӗттӗме кӑшт хӑнӑхиччен ытахальтен пӗр-ик сӑмах перкелешсе илнине шутламасан, пач пуплешмерӗҫ, ӗнерхи ҫумӑр хыҫҫӑн урапасем иртсе кӑтрашкалантарнӑ хытӑ ҫулпа тӑнкки-танкки пускаласа пычӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла карап хуҫи те, капитанӗ те пулса Артур Грэй тепӗр тӑватӑ ҫул, ӑраскалӗ кӑтартса пынипе Лисс хулине ҫитичченех, ишсе ҫӳрерӗ.

Так, капитаном и собственником корабля Артур Грэй плавал еще четыре года, пока судьба не привела его в Лисе.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Анчах ют ҫын вӑрман тӗлӗнтермӗшне ҫав тери киленсе тишкерет, ҫавӑнпах Ассоль ӑна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитичченех пӑхса тухма ӗлкӗрчӗ, палламан ҫак арҫын евӗрлӗ ҫынсене хӑй халиччен пӗрре те курманнине тӗшмӗртрӗ.

Но неизвестный так погрузился в созерцание лесного сюрприза, что девочка успела рассмотреть его с головы до ног, установив, что людей, подобных этому незнакомцу, ей видеть еще ни разу не приходилось.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Аллисене ҫӗклетчӗ те — вӗсемпе халь-халь вӗҫсе хӑпарасла сулкалашса Лонгрена хирӗҫ сывлӑшӗ пӳлӗнсе ҫитичченех чупатчӗ.

Она еще издали всплескивала руками, а затем бежала навстречу Лонгрену до потери дыхания.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ара, пирӗн ял ҫӗрӗ Шӑмашар тӑрӑх Ҫӗрпел–Ҫӗнӗ Чурачӑк патне ҫитичченех, хальхи асфальт ҫула каҫса каичченех тӑсӑлнӑ пулнӑ-ҫке-ха.

Ведь земли нашей деревни расстилались по Шумажару до Сюрбель–Новых Чурачиков, до пересечения того места, где в нынешнее время проходит асфальтная дорога.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Сехӗрленсе ӳкнӗ йытӑсем лагерь еннелле ҫавӑрӑннӑ та, лагере ҫитичченех чарӑнман.

Испуганные псы обратились в бегство и бежали, не останавливаясь, до самого лагеря.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Эпӗ туятӑп, ҫак ача аслӑ ҫар ҫынни пулать, вӑл ҫав тери ватӑлса ҫитичченех пурӑнать.

Я чувствую, что этот мальчик будет великим воином и доживет до глубокой старости.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫурҫӗрелле, кӑнтӑралла тата хӗвелтухӑҫнелле горизонта ҫитичченех куҫпа виҫсе илме ҫук тӳрем вырӑнсемпе курӑк нумай ӳсекен симӗс ҫарансем тӑсӑлса выртнӑ.

На север, на юг и на восток тянулись до самого горизонта необозримые равнины, тучные зеленые пастбища.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Класснӑй вагон площадки ҫине хура гимнастеркӑпа хура шалавар тӑхӑннӑ ҫын тухса тӑрать, — гимнастеркин тӳммисене ҫухавине ҫитичченех пурне те тӳмеленӗ, шалаварне ҫемҫе атӑ кунчи ӑшне хутласа чикнӗ.

На площадку классного вагона вышел человек в черной — до ворота застегнутой — гимнастерке, в черных штанах, заправленных в мягкие сапоги.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл ӑна чугунҫула кӗпер патӗнчен пуҫласа станци патне ҫитичченех сӳтсе пӑрахма, пралуксене, семафорсене, тӗрлӗрен тимӗр таврашне, — мӗн чухлӗ май пулнӑ таранах килсем тӑрӑх сӗтӗрсе тӑкма приказ панӑшӑн ятланӑ.

Ругал он его за приказ — разбирать железнодорожный путь от моста до станции, — сколько возможно будет, — растаскивать по дворам проволоку, семафоры, железо всякое.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Урӑх нимӗн ҫине шанмалли те юлмасть: ыран, февралӗн вунсаккӑрмӗшӗнче, нимӗҫсем пӗтӗм фронт талккишӗпе, Балти тинӗсӗнчен пуҫласа Хура тинӗсе ҫитичченех, наступлени тума тытӑнаҫҫӗ…

Не оставалось никакой надежды: завтра, восемнадцатого февраля, немцы начнут наступление по всему фронту от Балтийского до Черного моря…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпӗ тӗрмене ҫитичченех чупрӑм, тӗрмен йывӑр тимӗр алӑкӗ хупӑнсан вара хута уҫса пӑхрӑм.

Я бежал до самой тюрьмы, и, когда железная дверь захлопнулась, я развернул записку.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Алешка Пупока ураран пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех тумлантарни пурне те килӗшрӗ.

Под общее одобрение Алешу Пупка одели с ног до головы.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Обществӑн хорӗ вӗсем ҫитичченех сцена ҫине вырнаҫса тӑнӑ иккен, алӑкра Эмильпе амӑшӗ курӑнса кайсанах тахӑшӗ юрӑ пуҫларӗ те ыттисем те ярса илчӗҫ:

Хор общества заблаговременно выстроился на сцене, и как только Эмиль показался в дверях, кто-то затянул, и все подхватили:

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах вӑл мана акӑ мӗн ҫинчен асӑрхаттарчӗ: эпӗ чӗреренех тӗрӗслӗхе хисеплетӗп пулсан, манӑн ӑна хам урӑх тарма шутламанни ҫинчен шантарса тӗрӗс сӑмах каламалла, унсӑрӑн вӑл мана Лиссабона ҫитичченех хам каютӑра питӗрсе пыма пултарать.

Но он заявил, что раз я питаю такую глубокую привязанность к истине, то должен дать ему честное слово не покушаться больше на свою жизнь во время этого путешествия, иначе он будет держать меня под замком до самого Лиссабона.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑн ҫумне хушса эпӗ тата ҫапла каларӑм: хамӑн ӑраскалӑм мана хӑҫан та пулин тӑван ҫӗршывӑма илсе ҫитерме пултарать пулсан, унта эпӗ хам тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑм, анчах мана унта никам та ӗненмен пулӗччӗ, хама итлекенсенчен кашниех эпӗ вӗсене пулман япаласем ҫинчен, малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех хам пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ япаласем ҫинчен каласа парать тесе шутланӑ пулӗччӗ, терӗм.

Я прибавил далее, что, если судьба позволит мне возвратиться когда-нибудь на родину и я расскажу там об этом путешествии, то мне никто не поверит и каждый будет думать, будто я говорю то, чего не было, и что я выдумал свои приключения от начала до конца.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed