Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн пограничниксем ҫӗршывӑн наци хӑрушсӑрлӑхне хӳтӗлессипе, чикӗ хуралӗн режимне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ нумай енлӗ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ, ҫапла майпа Раҫҫей ҫарӗ ҫирӗп те вӑйлӑ пулнине ӗнентереҫҫӗ.
Олег Николаев Пограничник кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/05/28/ole ... ranichnika
Спиральсемпе ҫулҫӑсен ҫирӗп ҫарӗ хӗвел ҫинче йӑлтӑртатать, тӳлек ҫил вӗрнипе малалла куҫмашкӑн ӑнтӑлать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӗлӗннӗ куравҫӑсене асӑрхаманла Комон темиҫе зал урлӑ чупса иртрӗ; акӑ чи вӑрӑм, кукӑр-макӑр, ӗнтрӗклӗ, нумай-нумай япала купаласа-тӑратса-хурса тултарнӑ витринӑна вирхӗнсе кӗчӗ; кунта — сентресем, хӗҫ-пӑшалпа хӳтлӗх-питлӗх, мумисен пысӑк ҫарӗ, театр кулисисем евӗр ширмӑсем; ҫак ширмӑсенчи тӗттӗм пархӑт ҫинче — илемлӗ йӑлтӑравлӑ кольчугӑсем, латӑсем, шлемсем, чӗр куҫҫи хӳтлӗхӗсем, пуртӑсем, ухӑсемпе ҫӗмренсем, арбалетсем, хӗҫсемпе палашсем, кинжалсем, ҫӗҫӗсем.
II. Мӑн асаттесене сумсӑрлатни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
Патша ҫарӗ ҫӗнтерӗвӗшӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн, вӗренекенсен хорӗн пӗр пайӗ яланхи пекех «Боже царя храни» гимна юрлама ҫеҫ тытӑннӑччӗ, анчах хорӑн тепӗр пайӗ «долой», тесе кӑшкӑрса, шӑхӑрса, ахӑрса ячӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Акӑ юлашки икӗ пӑрӑнчӑк ӑна капмар урама кӑларчӗ; кунта шӑрӑх каҫ пин-пин вутпа ҫиҫет, экипажсен куҫӑмӗ шӗл-кӑвар куҫлӑ хуп-хура сӑн-питсен ҫарӗ евӗр, вӑл ҫын ушкӑнӗсене хирӗҫ ҫапӑҫӑва ыткӑннӑ тейӗн.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн чечекленекен, вӑйлӑ ӳтне вӑрман курӑкӗн пӗчӗк ешӗл ҫарӗ сырса хупӑрларӗ, силленсе-чӳхенсе питӗнчен тинкерчӗ.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Доброволецсен ҫарӗ, шутланӑ вӑл, Тихорецки чугунҫулӗ ҫинче паллӑ ҫӗнтерӳсем тусан, кирек мӗнле пулсан та, тӳрех Царицын ҫине килмелле мар, малтан вӑл кӑнтӑр енне ҫавӑрӑнмалла, мӗншӗн тесен унӑн тылӗнче: Екатеринодар гарнизонӗ (март уйӑхӗнче Корниловӑн Доброволецсен ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑскер) тӑрать, Новороссийскра — Хура тинӗс морякӗсем тата флангра — Азов тинӗсӗ патӗнче — Сорокин ҫарӗ тӑрать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сталин Ворошилова вагонра каланисем тӗрӗс пулчӗҫ; июнь вӗҫӗнче Деникин ҫарӗ Царицын — Тихорецки чугунҫулӗ тӑрӑх чылай вӑйлӑн пыра-пыра ҫапрӗ те, Калнинӑн аллӑ пинлӗ ҫарне татса илчӗ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Доброволецсен ҫарӗ те вӑл вӑхӑта вара Царицын патӗнчех пулӗ…Добровольческая армия к тому времени тоже будет уже под Царицыном…
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хамӑрӑн ҫар специалисчӗсем юри пекех пӗлмесӗр тӑракан Деникинӑн Добровольчески ҫарӗ, ҫак кунсенче илнӗ хыпарсем тӑрӑх, Мечетински тата Егорлыцки станицисене хӑварса, Донпа Кубань юппинче ӑнӑҫлӑ операцисем сарса пырать.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӗрлисен утлӑ ҫарӗ урамсем тӑрӑх вирлӗн ҫӗмӗрттерсе тухса, хыпӑнса ӳкнӗ казаксене вакласа тӑкать.Красная конница беспощадно проносилась по улицам, рубя метавшихся казаков.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Щаденко утлӑ ҫарӗ Дон урлӑ каҫса, хуторсем ҫинелле кӗрсе кайрӗ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кунта вӑл кӗскен те уҫӑмлӑн темиҫе теҫетке ыйту парса: крайри тырӑ запасӗсем ҫинчен, продотрядсем ӗҫлени ҫинчен, уйри тырпул мӗнле пуласси ҫинчен, фронтра мӗн чухлӗ ҫын ҫапӑҫни ҫинчен, резервсем ҫинчен, тӑшман ҫарӗ ӑҫталла пыни ҫинчен, унӑн вӑйӗ мӗн чухли ҫинчен тата ыттисене те ыйта-ыйта пӗлет.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
«…Кун пек е ҫарсӑр, е, ҫарӗ пулсан та ӑна ӑҫта май килнӗ унтан — тӗпренчӗкӗн пуҫтарса тунӑ ҫарӑн командующийӗ пулма майӗ ҫук.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Нимӗҫсен утлӑ ҫарӗ, татӑлса юлнӑ фронт витӗр хӗрлӗ чаҫсен хыҫне кӗнӗ те, хӗрлисен ирӗксӗрех калла чакса Бахмача та, Конотопа та нимӗҫсен аллине парса хӑвармалла пулнӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Отрядсенче Питӗрпе Мускав рабочийӗсем, юлашки призывсем тӑрӑх пухнӑ фронтовиксем, вырӑнти хресчен-партизансем, беженецсем пулнӑ; унтах тата вӑтӑр процента яхӑн бандитсенчен тӑракан «Ремневӑн уйрӑм ҫарӗ» текен йышши отряд та, «вилӗм ангелӗсен» полкӗ йышши тӗлӗнмелле формированисем те пулнӑ, ку полк командирӗ Юрка Цибулько хӑй полкне тӗрлӗрен приключенисемшӗн каҫса каякан ҫынсенчен пуҫтарнӑ пулнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ку вӑхӑталла, нимӗҫсемпе тӗл пулнӑ ҫӗрте, саланса пӗтнӗ патша ҫарӗ вырӑнне, тӗрлӗрен тӗслӗ революциллӗ отрядсем ҫапӑҫнӑ пулнӑ, вӗсем виҫӗ главнокомандующие пӑхӑнкаласа тӑнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Патшан кивӗ ҫарӗ вӗсенчен малтан, пушшех те хӑвӑрт чакса, ялсем тӑрӑх сапаланса каять.Впереди с еще большей быстротой откатывалась старая царская армия, рассеивалась по деревням.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ленин хурӑҫ пек ҫирӗп логикипе — нимӗҫ ҫарӗ тапранассине кӗтме юраманни ҫинчен, вӗсем наступлени тума пуҫличчен, халех Берлина мир пирки ҫӗнӗрен калаҫу пуҫласси ҫинчен телеграмма яма кирлине ӑнлантарса парать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хресчен ҫарӗ вара, вӑрҫӑ пирки чӑтма ҫук ывӑнса ҫитнӗскер, пӗр уйӑхран мар, пӗр эрнеренех, малтанхи пораженисем хыҫҫӑнах, рабочисен социализмла правительствине сирпӗтсе антарӗччӗ, вара нимӗҫсемпе мир тӑвассине те эпир мар, урӑх правительство, эсерсем-черновецсем ларакан рада йышши правительство тӑвӗччӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.