Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫанталӑкӗ юрӑхсӑр-и, ҫулӗ япӑх-и, ямшӑкӗ кутӑн-и, лашисем туртмаҫҫӗ-и, — пуриншӗн те станца пуҫлӑхӗ айӑплӑ.Погода несносная, дорога скверная, ямщик упрямый, лошади не везут — а виноват смотритель.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Ай, ҫанталӑкӗ!
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Кӑҫал ҫанталӑкӗ те вӗсене май.
Вырма вӑй илет // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2018.08.03
Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗ, апла пулин те тулта сулхӑн, ҫанталӑкӗ ӑмӑр.
Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17
Ачасем ҫукрахчӗ кӑҫал, ҫанталӑкӗ сивӗрех пулчӗ те.
Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1
Вӑл кун ҫанталӑкӗ те питӗ лайӑхчӗ.
Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Юрать, ҫанталӑкӗ типӗ.
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
Ҫанталӑкӗ парсан, хӑв тӑрӑшсан пӗр гектар пуҫне кунччен Чӑвашра нихӑҫан та туса илмен тӗш-тырӑ ҫапса кӗртме пур тет вӑл.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№
Ҫанталӑкӗ лайӑх тӑрсан ҫитес вӑхӑтрах ытти хуҫалӑхсен хирӗсем те тракторсен шавӗпе тулӗҫ.
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Ҫанталӑкӗ, паллах, ҫавнашкалах.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№