Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ вӑл сулӑнса ҫыран хӗррине ҫапӑнӗ те пӗрчӗк юлмиччен саланса кайӗ, тесе шухӑшласа тӑраттӑм эпӗ, анчах вӑл хӑяккӑн кӑна пӑрӑнса, курӑклӑ пӗр пӗчӗк сӑмсаха ним инкек-синкексӗрех пырса кӗчӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ухтарнӑ чух вӑл унӑн хваттерӗнче ним юлмиччен ҫаратнӑ, анчах «Тӑватҫӗрмӗшӗнче» ун чухне вӑрланӑ пирусах ӑна сӗнсе панӑ — эпӗ сана хӗрхенетӗп, тенӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл вӗсене пӗр ҫын юлмиччен тытса пӗтернӗ пулӗччӗ — Дубровский хӑй те вӗҫерӗнеймӗччӗ, укҫа парса та хӑтӑлаймӗччӗ.Он бы всех до единого переловил, да и сам Дубровский не вывернулся б и не откупился.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Выҫӑпа тертленекен хӗрарӑмсем хӑйсем сыхлакаласа усранӑ тыррисене пӗр пӗрчӗ юлмиччен артель ҫӗрпӳртне пырса хунӑ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗтӗм ял-йыш, пӗр ҫын юлмиччен пуҫтарӑнса, вунсакӑр ҫухрӑма, сӗм вӑрманти ӗлӗк каснӑ вырӑна тарса килнӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл пӗр утӑм та каялла чакман, юлашки патрон юлмиччен пенӗ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пӗрре кӑшкӑрсанах вӗсем ӑна пулӑшма ыткӑнса, нимӗҫсене пӗр ҫын юлмиччен вӗлерсе тӑкаҫҫӗ.По первому крику они бросятся на выручку и уложат фашистов всех до одного.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тӗнчере пулман мӑшкӑл-ҫке ку. Юлашки патрон юлмиччен ҫапӑҫса вилни, ҫакӑнпа танлаштарсан, мӗн тери илемлӗ!
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ҫуркунне мана чутах пӗр ҫӳҫ пӗрчи юлмиччен ҫӑмласа тӑкатчӗ.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
28. Вӗсене халӑхсем хушшине сапаланӑ хыҫҫӑн каллех хӑйсен ҫӗрне пӗрле пухсассӑн, вӗсене унтан пӗр ҫын юлмиччен илсе килсессӗн, вӗсем Эпӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ; 29. ӗнтӗ урӑх вӗсенчен Хамӑн сӑнӑма пытармӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль килӗ ҫине Хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, хӑйсен аллисем тунӑ ӗҫӗсене кура тавӑрса парсамччӗ вӗсене; 65. вӗсен чӗрисене минретсемччӗ, вӗсем ҫине Хӑвӑн ылханна ярсамччӗ; 66. эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ вӗсене ҫиллӳпе хӑваласамччӗ, тӗнчере юлмиччен пӗтерсе тӑксамччӗ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ҫак ҫӗр ҫинчен ӑна пӗр ҫын, пӗр выльӑх юлмиччен, вӑл ӗмӗрлӗхе пушхир пулса тӑриччен пӗтеретӗп тесе малтанах каласа хунӑ» те.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мератаим ҫӗршывне хирӗҫ, Пекод халӑхне хирӗҫ вӑрҫӑпа кай, унти ҫынсене хаса пар; тӗп ту вӗсене, пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе тух, Эпӗ хушнине ту! тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Паян Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑр патӑрта иудейсем хушшинчен упӑшкӑрсемпе арӑмӑрсене, ҫитӗнсе ҫитнӗ яшсемпе пӗчӗк ачӑрсене тӗппипе, пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе, 8. хӑвӑр аллӑр ӗҫӗпе, хӑвӑр пурӑнма пынӑ Египет ҫӗрӗнче ют турӑсене тӗтӗрнипе Мана ҫиллентерсе мӗншӗн хӑвӑр чунӑршӑн ҫав тӗрлӗ усал ӗҫ тӑватӑр-ха эсир — хӑвӑра пӗтерес, ҫӗр ҫинчи ытти халӑхсем умӗнче ылханпа мӑшкӑл айне пулас тесе-и?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иегудий виҫӗ-тӑватӑ сыпӑк вуласа пӗтерсен, патша ҫавна ҫыру ҫӗҫҫипе каса-каса илнӗ те вучаха пӑрахнӑ, ҫапла хут чӗркемне нимӗн юлмиччен кӑвар ҫине пӑрахса ҫунтарса янӑ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсене ним юлмиччен ҫаратса хӑварӑп, тет Ҫӳлхуҫа, иҫӗм пултранки ҫинче пӗр ҫырла та, смоква йывӑҫӗ ҫинче пӗр смоква та юлмӗ, ҫулҫисем шанса кайӗҫ, Эпӗ мӗн панине пурне те туртса илӗҫ.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑран, вӑран, ҫӗклен, Иерусалим, Ҫӳлхуҫа аллинчен Унӑн хаярлӑхӗн куркине ӗҫсе янӑскерӗ, ӳсӗртекен куркана тӗппипе, тумлам юлмиччен ӗҫнӗскерӗ, ҫӗклен.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Чӗрӳпелен унӑн илемне ан сӑхлан, [куҫу ытарайманран серепене лекмелле ан пултӑр,] унӑн вылянчӑк куҫ хӑрпӑкӗ санӑн пуҫна ан ҫавӑртӑр: 26. аскӑн арӑма пула татӑк ҫӑкӑр юлмиччен ҫука юлаҫҫӗ, ют арӑм вара пурӑнӑҫа тӗп тӑвать.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Икӗ ҫӗленӗ — эпӗ тата Аман; халӑхӗсем — иудейсене ячӗ юлмиччен пӗтерме шутланисем; манӑн халӑхӑмӑм — Турра тархасланӑ, ҫӑлӑнса юлнӑ израильсем.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Патша пулса тӑрса Илан аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, Замврий ӗнтӗ Ваасан пӗтӗм килне пӗр тӑванӗ, пӗр тусӗ, пӗр арҫын юлмиччен пӗтерсе тӑкнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.