Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шаккать (тĕпĕ: шакка) more information about the word form can be found here.
Анне, атте сывӑ чухне ачасене нихҫан хӗнесе курманскер, мана хӑлхаран ҫавӑрса тытать, манӑн пуҫа сӗтел ҫумне шаккать.

И моя мать, которая никогда не била детей, пока был жив отец, берет меня за ухо и стучит моей головой о стол.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл камера алӑкӗнчен шаккать, малтанах хатӗрлесе хунӑ ӗҫ ҫинчен итлет те, дежурнӑйсен ҫӗнӗ смени иккӗмӗш этажа хӑпарма ӗлкӗриччен ун ҫинчен коридорӑн тепӗр вӗҫӗнче кӗскен те тӗп-тӗрӗс каласа парать.

Он стучит в дверь камеры, выслушивает заранее подготовленное поручение и передает его кратко и точно на другом конце коридора, раньше чем новая смена дежурных успеет подняться на второй этаж.

Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Санькка пӳрт алӑкӗнчен пырса шаккать, алӑкне туртса уҫать те хӑюллӑнах шала кӗрет.

Саня стучится в дверь, открывает её и смело заходит в дом.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

(Каллех шаккать. Хальхинче саспах калать.)

(Вновь стучит в дверь, потом громко зовёт.)

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кӑнтӑрла ҫитмен-ха, виҫҫӗмӗш хӑна шаккать.

Ещё и полудня нет, а уже тертий гость стучится.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

(Алӑкне уҫма тӑрать — питӗрнӗ. Тата шаккать).

(Хочет открыть дверь, но она заперта, стучит еще).

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Алӑкран хуллен-хуллен шаккать.

Несмело стучится в дверь.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кам шаккать унта?

Кто там стучит?

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шаккать юлташӑн чӑвашла машинӗ…

Стучит у друга чувашская машина...

«Шаккать юлташӑн чӑвашла машинӗ...» // Петӗр Хусанкай. https://chuvash.org/lib/haylav/7335.html

Шыраканӗ кама та пулин тупсан хӑвӑртрах патака илсе (ҫав ачан ятне каласа) ҫавӑншӑн тесе юпана шаккать.

Help to translate

Хурала (вӑйӑ) // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Головинсен алӑкне те тепӗр пысӑк хуйхӑ шаккать: ҫемье пуҫне Василий Архиповича халӑх тӑшманӗ тесе тӗрмене хупаҫҫӗ (шел, киле таврӑнаймасть вӑл, 1940 ҫулхи пуш уйӑхӗнче чирлесе вилет).

Help to translate

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ӑнсӑртран пӳрт ҫийӗ тӑрӑх Улӑма сирсе шавлать, Кантӑкран килсе шаккать Каҫа юлнӑ ҫул ҫӳрен пек.

То по кровле обветшалой Вдруг соломой зашумит, То, как путник запоздалый, К нам в окошко застучит.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

2. Ҫывӑратӑп, анчах чӗрем сыхӑ тӑрать; акӑ савнӑ тусӑмӑн сасси илтӗнет, алӑкран шаккать вӑл: «йӑмӑкӑм, савниҫӗм, уҫсамччӗ, кӑвакарчӑнӑм, тасаран тасаскерӗм! пуҫӑма ӗнтӗ сывлӑм сырчӗ, ҫӳҫӗм кӑтри каҫ нӳрӗкӗпе йӗпенчӗ».

2. Я сплю, а сердце мое бодрствует; вот, голос моего возлюбленного, который стучится: «отвори мне, сестра моя, возлюбленная моя, голубица моя, чистая моя! потому что голова моя вся покрыта росою, кудри мои - ночною влагою».

Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed