Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӳречерен ӳкекен уйӑх ҫути ҫинче ӑна питӗнчен пӗрремӗш хут тинкерсе пӑхрӗ Кирилл.
4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
— Чӳречерен кӳршӗсем курмаҫҫӗ и? — сӗлтрӗ пуҫне кантӑк енне.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Нумаях пулмасть кӑна чӳречерен кармашса пӑхатчӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Анчах усси пулмарӗ, ҫур пусмана ҫитсен чӳречерен палкаса тухакан ҫулӑм унӑн труҫҫикне тивсе илчӗ те, вӑл шари! кӑшкӑрса эрехӗ-мӗнӗпех ҫӗре лаплатрӗ.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Ҫывӑрсах каясран шикленсе Андронов сиксе тӑчӗ те, хулпуҫҫисене выляткаласа илсе, чӳречерен шак-шак-шак! тутарчӗ.
2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Атту-тӑк чӳречерен кӑларса ывӑтатпӑр.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Халь, темшӗн, ир-ир ниҫта та каймарӗ, кивӗ пижамине тӑхӑнса, леш «вӗтӗ пӑта» текен йӳнӗ пирус йӑсӑрлантарса те-ек чӳречерен пӑхса ларакан пулчӗ.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Саня алӑк патӗнчен каялла ҫаврӑнса кантӑк умне пырса тӑчӗ те чӗмсӗррӗн чӳречерен пӑхрӗ, унтан тепӗр чӳрече патне пырса тӑчӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ҫамрӑк сада уҫӑ чӳречерен яртах ҫутӑ ӳкет.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Тата, малалла пӑхса ларнӑ май, ӑна ҫил хытӑ ҫапать-ха ку уҫӑ чӳречерен.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Вӑрман енчен юрӑ вӗҫсе кӗчӗ уҫӑ чӳречерен.
Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.
Уҫтук чӳречерен пӑхрӗ те старикки урам урлӑ чупса каҫнине, унтан тӑкӑрлӑка та чупсах кӗрсе кайнине курса юлчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Чӳречерен ӳкекен ҫутӑ ҫине ҫумӑр пӗрчисем йӗп пек тирӗнеҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Завода каяс Тимуш, ӑна чӳречерен курса, хӑвӑрт салтӑнчӗ те шкапра тем шыранӑ пек черкке-куркана чанкӑртаттарса тӑчӗ (юрататех ҫав вӑл Верука, ӑна курас килсе унпа калаҫас килсе ҫитрӗ ӗнтӗ ун).
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Пур чӳречерен те пӑхса тухрӑм, — питне ал лаппипе пуса-пуса шӑлать Укаҫ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Картиш енчи чӳречерен хӗвел ҫути ярӑмӑн-ярӑмӑн кӗрет, орден ҫинче йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫет.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тинех чухласа илтӗм Серебряков вӗҫӗмсӗр чӳречерен пӑхнин сӑлтавне: Турунова кӗтет-ҫке вӑл…
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Тӗрӗс калатӑп-и, Тарас Поликарпович? — каллех чӳречерен пӑхакан Серебряков еннелле ҫаврӑнчӗ вӑл.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Аликовӑн кун пирки калаҫас килмест, ахӑр: аслӑ диспетчера вӑл тимлемесӗр итлет, маччаналла, чӳречерен тулалла пӑхать, утнӑ чухнехи пек, хулпуҫҫийӗсене, чӗркуҫҫийӗсене хускатса-вылятса тӑрать.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл, ман пекех чӳречерен пӑхса, чейне кӗмӗл кашӑкпа вӑрах, чӗнмесӗр пӑтратать, шӑплӑхра ҫӳхе куркана янратать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.