Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пароход хыҫӗнче, пӗтӗмпех кӑтӑкланса, хӑвӑрттӑн шыв юхса пырать, чупакан шыв вӗресе тӑни илтӗнет, хура ҫыран ерипен ӑна ӑсатать.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сулахая! — кӑшкӑрчӗ Павӑл хыҫҫӑн чупакан Никола.
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те сӑртӑн вӑрӑм тайламӗ тӑрӑх чупакан темиҫе партизана курчӗ.Павле обернулся и увидел нескольких партизан, которые сползли вниз по другому склону горы.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уча чарӑнса тӑчӗ, хыр ҫумне чӗркуҫленсе ларчӗ, тӳрех хӑй патнелле чупакан болгарсене хирӗҫ автоматран пӗр черет кӑларса ячӗ.Уча упал на колени возле сосны и дал очередь из пулемета по группе болгар, бегущих прямо на него.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Гвозден такам аллинчен автомат туртса илчӗ те вӗлт те вӗлт чупакан болгарсем хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Болгарсем кӑшкӑрашни, тем те пӗр каласа ятлаҫни илтӗнчӗ; вӗсем вӑрман тӑрӑх чупакан хӗрарӑмсемпе арҫынсене, ача-пӑчасене пере-пере ҫывхарсах килеҫҫӗ.Послышались крики и брань болгар; враги приближались, стреляя в женщин и детей, мелькавших в лесу.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Мӗншӗн мана тытмастӑн? — ҫине-ҫинех каларӗ вӑл, ҫулҫӳревҫӗсем пулса ҫул тӑрӑх сиккелесе чупакан Володьӑпа аслӑ Ивин ҫине чалӑшшӑн пӑхнӑ май; унтан сасартӑк ҫухӑрса ячӗ те ахӑлтатса вӗсене тытма вирхӗнчӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лаши ӑна хирӗҫ кӗҫенсе илсен кӑна ку чӑнах та хӑйӗн хытӑ чупакан лаши пулнине ӗненсе илет.И только когда он подошел к коню и конь заржал, он убедился, что это его скакун.
Витӗр куракан // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 33–39 с.
Ҫак ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн нумай та вӑхӑт иртмен, ҫав вӑррах ханӑн юратнӑ хытӑ чупакан лашине вӑрласа кайнӑ.
Витӗр куракан // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 33–39 с.
Унтанпа виҫӗ ҫул ытларах иртрӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ халӗ те ҫумӑрпа ҫӑмламасланнӑ ҫырмана, бортсемпе пӗр шайра чупакан лутра ҫырана, Колосковӑн чалӑшшӑн ҫапса ҫӑвакан ҫумӑрпа йӗпеннӗ питне куратӑп, куҫа хупсан — каллех мотор кӗрленине, тапнине, васканине илтетӗп, тен, мотор мар, чӗре тапни пулӗ вӑл, пӗлместӗп.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Вӗсем фабрикӑсенче, заводсенче ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем ҫӗнӗ станоксене хута яраҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫуртсене ҫутатаҫҫӗ, вӗсене пула трамвайсем малтанхинчен хӑвӑртрах чупакан пулаҫҫӗ.
43 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ӑмӑртса чупакан пӑлансем, таҫта аякка-аякка кайса, йӑсӑрланса тӑракан тӗтре ӑшнелле кӗрсе ҫухалчӗҫ, сасӑсем те илтӗнми пулчӗҫ, анчах ҫак шӑплӑхра сасартӑк ҫӗнӗ шӑв-шав хускалчӗ: шкул ачисем, алла яхӑн та пулӗ вӗсем, пӑлансем хыҫҫӑн ыткӑнчӗҫ.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫийӗ — ҫыраналла хӳтлӗх шыраса чупакан хумлӑ-хумлӑ пин-пин кӑтра.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Акӑ мӗн кӑтартни пур фильмра: тӗп герой, автомобильпе чупакан спортсмен, пӗр йывӑр ӑмӑрту хыҫҫӑн хӑйӗн машинине ҫӗрӗпе тенӗ пек пӗтӗм Франци урлӑ хӑвалать — юратнӑ хӗрарӑмӗ патне васкать.
15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Хӑлхара тайга кӑмӑрлӑхне ҫурса чупакан ахрӑм тӑрать…И звон в ушах от оглушительного пушечного эха, покатившегося по таежной чащобе…
8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Темӗнле хирӗҫ чупакан ҫутӑ суккӑрлатса пынӑ тейӗн мана.Словно бы какой-то встречный свет меня время от времени слепил.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Акӑ ҫакӑнта, — терӗ Семилетов, картта ҫине Лелюков ӳкернӗ сӑнӑ ҫине кӑтартса, — хытӑ чупакан ачасене ямалла.Вот здесь, — Семилетов указал на стрелу Лелюкова, — надо пустить ребят с резвыми ногами.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хурал тӑракан салтаксене тӗртсе антарса малалла чупакан хӗрарӑмсен ушкӑнне курсан, флигельти салтаксем питӗрӗнсе илсе алӑка сӗтел-тенкелсемпе чаракласа сыхлама шутланӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Вӗсем кӗтӗве хӑваласа ҫитесшӗн чупакан Албани партизанӗсем пулнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Ӑна ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ тротуарсем тӑрӑх чупакан пехотӑн йывӑр уттисем илтӗнсе кайнӑ, амбразурӑран хӑйӑр тӗслӗ шинельсемпе атӑсем вӗлтӗртетсе иртни курӑннӑ.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.