Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсемпе хутӑш беженецсем пынӑ.
1. Вӑрттӑн вӗлерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Хӑйне астӑвассах вӑл вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗсе тата шӑпах тинӗс хӗрринче ларакан хӑйсен ҫуртне астӑвать; яланхи ҫав тинӗсӗн нӳрлӗ сывлӑшӗпе, тинӗс шӑршипе хутӑш, пристань ҫинчи сӑмалаллӑ канатсен сӳс-пӑявсен тата ҫӗр кӑмрӑк тӗтӗмӗн шӑршисемпе сывланӑ.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Пирӗн пуҫ тӗлӗнче пилӗкҫӗр футран инҫех мар, вулкан кратерӗ уҫӑлса тӑрать: унӑн ӑшӗнчен кашни чӗрӗк сехетренех аслати сасси пек кӗрлесе пемзӑпа, кӗлпе тата лавӑпа хутӑш ҫӳллӗ ҫулӑм юпи сирпӗнсе тухать.
XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Малалла ҫӗр чӑмӑрӗн пур вырӑнӗсенче те тӗл пулакан тӗрлӗ йывӑҫсем хутӑш ӳснине куртӑмӑр: юманпа пальма ҫумӗнче Австралири эвкалипт Норвеги хырри ҫине таянса ларать, ҫурҫӗрти хурӑн Зеландири кавриспа пӗрле яркаланса ӳсет.
XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпир вут чулӗпе, кварцпа тата юшкӑнлӑ тӑпра сийӗсемпе хутӑш пӑтранса выртакан гранит чулӗсен катӑкӗсем тӑрӑх аран-аран утса пыратпӑр; сасартӑк пирӗн ума виле шӑммисемпе тулнӑ пӗр хир, тӗрӗссипе, тӳрем лаптӑк сарӑлса выртнине курах кайрӑмӑр.
XXXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Эпӗ айлӑмалла пӑхрӑм; вӗтӗ пемзӑн ванчӑкӗсем, хӑйӑрпа тусан хутӑш темӗн пысӑкӑш юпа пек ҫӳле хӑпарса, смерч пек ҫавӑрӑнса шӑваҫҫӗ.
XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хӑш-пӗр айлӑмсенче ҫав торф сийӗсен хулӑмӑшӗ ҫитмӗл фута ҫитекеннисем те пур, торф сийӗ айӗнче вӗтӗ те яка чулпа хутӑш пемза туфӗн сийӗ выртать.
XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Петрушка ярса пӗҫернӗ яшка, кӑшкар ути соусӗ сапнӑ ветчинапа хутӑш тунӑ ҫӑмарта хӑпартни, слива ҫырли соусӗпе сапса лартнӑ ӑшаланӑ пӑру ашӗ, юлашкинчен десерт — сахӑр сапнӑ ҫемҫе вӗри пӗлӗм, ҫитменнине тата питӗ те лайӑх мозел эрехӗ те пур.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Френсисӑн юн тымарӗсенче, хӑй каланӑ тӑрӑх, Уэльспа Шотландин хутӑш юнӗ чупать.В жилах Френсиса, по его собственному признанию, смешалась кровь Уэльса и Шотландии.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
«Шыв илекен вырӑна типӗтсе, сахалтан та 30 гектар ҫаран тумалла. Пиллӗкмӗш пусса викӑпа сӗлӗ хутӑш акмалла»…«Залужить минимум тридцать гектаров поймы», «На пятом пале посеять вико-овсяную смесь…»
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Беловежа вӑрманне «сармат хутӑш вӑрманӗ» ятлӑ экорегиона кӗртеҫҫӗ.Беловежскую пущу относят к экорегиону под названием «сарматский смешанный лес».
Чи илемлӗ Европа вӑрманӗсем // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5304.html
Кунта хӗрарӑмсем нумай, ачасем тата ытларах, вӗсемпе хутӑш — лавккаҫӑсем, трактирсенче урай сӗрекенсем, полицейскисем тата кӑкри ҫине медальсем ҫакнӑ ҫӳллӗ ҫемҫе кӗмӗл сухаллӑ жандарм, Петлин старик, пур.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Калаҫасса вӗсем украина чӗлхипе калаҫнӑн туйӑнать, анчах вӗсен чӗлхи хӑйне уйрӑм, Волынь тӑрӑхӗнчи вырӑспа поляк сӑмахӗсемпе хутӑш чӗлхе, тахҫан вӗсем грекла-униатла (католикла) тӗне ӗненнӗ, каярахпа, тӗрлӗрен улшӑнусем хыҫҫӑн, вӗсене православи приходне ҫырса хунӑ та кивӗ чиркӗвне хуптарнӑ, чиркӗвӗ вара вӑраххӑн ишӗлсе аннӑ…
I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Анчах ҫав вӑхӑтрах ҫак «ахаль хӗрарӑм» ун умне кӑштах таянса, кушак уттипе ун ҫумӗнче утса пынӑ май, куҫран пӑха-пӑха илчӗ; ҫак «ахаль хӗрарӑм» ҫамрӑк хӗрарӑм пулнӑ, ун пеккисем пире, ҫылӑхлӑ та ҫемҫе арҫынсене, тыткӑна илме, пирӗн чӗресене лӑпкӑн ҫунтарса илме пултараҫҫӗ, анчах ун пек тума пурте мар — пӗр йӑхран мар, хутӑш йӑхран тухнӑ хӑш-пӗр славян хӗрарӑмӗсем анчах пултараҫҫӗ!
XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Анчах Панталеоне сасартӑк чӗтренсе илчӗ, малалла вӑр-вар утса тухрӗ, чӗтрекен аллисемпе кӑкрине ҫапрӗ те хӑйӗн хутӑш чӗлхипе: «а lа lа lа… Сhе bestialita! Deux zeuh'ommes somme ca due si lattono — реrche? Сhе oiavalo? Andate a cosa!» тесе кӑшкӑрса ячӗ.
XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Хутӑш вӑрман, хыр вӑрманӗ, шӗшкӗ вӑрманӗ, юман, ӑвӑс, хурӑн, чӑрӑш…Смешанный, сосновый, ореховый, дубовый, осиновый, березовый, еловый.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Таҫта кӗмсӗртетнӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, пирӗн пуҫ урлах самолетсем вӗҫеҫҫӗ, юрпа хутӑш ҫумӑр пӗрӗхкелет.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тимӗр рамӑллӑ тем пысӑкӑш чӳречесене ӗмӗр-ӗмӗр мазутпа хутӑш ларса тулнӑ тусанран тасатнӑ, ку чӳречесенчен халь хӗвел ҫутти кӗрсе, машинӑсен йӗс пайӗсем ҫине ӳкет, вӗсем ҫинче ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ун ҫиленнӗ сасси кӗтесрен ирсӗр сӑмахсемпе хутӑш илтӗне-илтӗне каять:Раздраженный голос его из угла выбрасывал вперемежку с бранью:
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Шывӑн тӗпӗ, вӗт чулсемпе хутӑш ҫирӗпленнӗскер, якӑрсене питӗ аван тытать.Дно состояло из плотно слежавшегося гравия и отлично держало якори.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.