Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамшӑн (тĕпĕ: хам) more information about the word form can be found here.
— Эпӗ хамшӑн та тӑрӑшатӑп.

— Я и о себе беспокоюсь.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эпӗ хамшӑн мар, халӑхшӑн, колхозран тухнисемшӗн чунтан пӑшӑрханатӑп.

— Я не о себе душою болю, а об народе, какой вышел из колхоза.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хамшӑн калатӑп та.

То есть за себя даже и гутарю.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хамшӑн та калама пултаратӑп.

— Могу и за себя.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эп хамшӑн вырӑн тупаймарӑм!

Не нашел я себе места!

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Унӑн мана тӳлемелле мар, — терӗ хӗрарӑм: эпӗ кӗмӗл, ахах, хаклӑ тир саклата хуни вӑл — йӑлтах хамшӑн.

— Они мне не должны, — отвечала она, — а что я закладывала серебро, земчуг и мех, так это я для себя закладывала.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Саншӑн мар, хамшӑн хӑранипе ҫак ӗҫе вӑраха тӑсатӑп, тесе шутлатӑн-и эсӗ?

— Думаешь, что я медлю от боязни за себя, а не за тебя?

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хамшӑн мар, саншӑн хӑратӑп эпӗ, кӑвакарчӑнӑм.

 — Я не за себя, за тебя боюсь, голубчик.

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ик эрнене яхӑн курман ӗнтӗ эпӗ Олеҫҫӑна, вӑл хамшӑн мӗнлерех хаклӑ та ҫывӑх пулнине халӗ вара нихӑҫанхинчен те уҫҫӑн ӑнланса илтӗм.

Почти две недели не видал я Олеси и теперь особенно ясно понял, как была она мне близка и мила.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Тепӗр чух, ӑна мӗн те пулин тӑнлантарса пама йывӑртарах вӑхӑтсенче, ман шутпа, унӑн ҫурма ютшӑнчӑк пуҫӗшӗн тавҫӑрса пӗтерме ҫукларах пек туйӑнакан самантсенче (хӑш чух вӗсем хамшӑн та пит паллах марччӗ-ха), вӑл ҫӑткӑнланса паракан ыйтусене хирӗҫлеме пӑхаттӑм эпӗ: «Куратӑн-и мӗнлерех… Каласа параймӑп эпӗ сана куна… Ӑнланса пӗтереймӗн эсӗ мана», — текелеттӗм.

Иногда, затрудняясь объяснить ей что-нибудь, слишком, по моему мнению, непонятное для ее полудикарской головы (а иной раз и самому мне не совсем ясное), я возражал на ее жадные вопросы: «Видишь ли… Я не сумею тебе этого рассказать… Ты не поймешь меня».

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫапла курма пултарни мана хама та ирсӗр, хамшӑн хам та йӗрӗнӗҫлӗ пулса каятӑп эпӗ…

Да мне и самой гадко, что я так вижу, сама себе я противна делаюсь…

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хамӑр флотшӑн, тӑван халӑхшӑн тата ҫӗршывшӑн ӗҫлессине хамшӑн пысӑк чыс тесе шутлатӑп.

И всегда считал само это служение флоту, Родине и народу наивысшей честью для себя.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫак палӑри-палӑрми сӑн-сӑпатсене хамшӑн темле майпа хаклӑ пулнӑ пӗр пӗчӗк событи уҫӑлтарчӗ.

Одно незначительное, но важное для меня событие странным образом оживило эти туманные картины.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хулари музейре «Св. Мария» экспедицине чысласа хӑйне пӗр пӳлӗм панӑччӗ, паллӑ экспонатсем хушшинче хамшӑн интерӗслӗ ҫӗнӗ япала куртӑм эпӗ, вӑл Седов тусӗн П. художникӑн асилӗвӗччӗ, унта Флор сӑмахӗсенче Климов штурмана епле тупни ҫинчен каланӑччӗ.

В местном музее экспедиции «Св. Марии» был посвящён целый отдел, и среди знакомых экспонатов я нашёл интересные, новые для меня воспоминания художника П., друга Седова, о том, как штурман Климов был найден на мысе Флора.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паянччен, Мускава каялла таврӑнас кӑмӑл чӑтма ҫук хӗстере пуҫласан, эпӗ хамшӑн мар, Игорьшӗн каймалла, Малинин командирӑн наказне пурнӑҫламалла тесе, хама-хам хытартӑм.

До этого дня, когда меня опять начинало уж очень неудержимо тянуть в Москву, я старалась сама доказать себе, что должна ехать хотя бы ради Игоря; этим я выполняла наказ командира Малинина.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакна эпӗ хамшӑн тутарасшӑн марччӗ, енчен пулма пултарайманни пулас пулсан, Саньӑпа аттешӗн тутарасшӑнччӗ; пулма пултараймасси ҫинчен вара пӗрмай кӗвӗ-юрӑ хускатса пыракан кустӑрмасен пӗр саслӑ музыкинче тӗлӗрсе пынипе ҫеҫ шухӑшлама пултарнӑ эпӗ.

Но этого я хотела не для себя, а для Сани и для отца, если только допустить самое невозможное, что нельзя допустить иначе как только теперь, в полусне, в вагоне, под эту равномерную, монотонную музыку колёс, которая всё начиналась…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унсӑр пуҫне тата манӑн ниҫта апатланмалли те ҫукчӗ, килте хамшӑн ҫеҫ пӗҫерме ӳркенеттӗм.

Кроме того, мне негде было обедать, а готовить себе я ленилась.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем мана хам валли кирлӗ — хамшӑн ҫеҫ, урӑх никамшӑн та мар.

Они мне нужны — лично мне и никому другому.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч ӗлӗк кам пулнине пӗлесси хамшӑн нимӗне те тӑман пек кӑтартасшӑн тӑрӑшрӑм, ҫав хутсем мӗн ҫинчен каланине ыйткаларӑм, юри тунӑ сассӑмпа Катьӑсӑр кайма пултараймастӑп тесе те пӑхрӑм.

Я притворился, что мне совсем не интересно, кем прежде был Николай Антоныч, расспрашивал, что это за бумаги, и уверял гнусавым от хитрости голосом, что не могу уехать без Кати.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе калатӑп, ҫак самантра, инҫетри тундрӑра, тӗксӗм кӗтесре, ненецсен чумӗнче, вӑл маншӑн хамшӑн та пӗр самантлӑха, ҫунса шавласа тӑракан, чӗрӗ япала пек, тӗлӗнтермӗш япала пек туйӑнса кайрӗ!

Честное слово, в эту минуту, в дикой далёкой тундре, в ненецком чуме, он даже и мне показался на мгновение каким-то живым, горящим, шумящим чудом!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed