Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑхпа (тĕпĕ: халӑх) more information about the word form can be found here.
Ӑна пулӑшаканӗ — халӑхпа калаҫаканӗ — вырӑсла тӑхӑннӑ хӗрарӑм.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫуркунне пӗр ана та акмасӑр хӑвармалла мар тесе, решени йышӑнтӑмӑр халӑхпа, — килӗшӳллӗ пулчӗ Сухал Ваҫлейӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вӑрласа тухман, халӑхпа калаҫса татӑлса опчӑ ячӗпе турӑмӑр ку ӗҫе, Тукай ӗмпӳ.

Help to translate

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Калаҫса татӑлтӑмӑр-ҫке: халӑхпа явап тытатпӑр терӗмӗр.

Help to translate

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эппин, енчен мӗнле те пулин пӑтӑрмах сиксе тухас пулсан, Тукай кӗлешме тытӑнсан пӗтӗм халӑхпа явап тытатпӑр.

Help to translate

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку ӗҫе халӑхпа турӑмӑр.

Help to translate

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑпӑрсем пӗр-пӗринпе хирӗҫмесӗр, пӗр-пӗрне нимӗн чухлӗ те пӳлмесӗр такама хӗвеллӗ те ӑшӑ кун уява тухма, пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене вӑхӑтлӑха манса кайса халӑхпа пӗрле савӑнма йыхӑрчӗҫ.

Help to translate

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗҫпе килнӗ пулсан, халӑхпа калаҫма пӗлес пулать, ырӑ ҫыннӑм.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халӑхпа тухас!

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паймуксем, Эливановсем пире укҫапа пулӑшма сӑмах параҫҫӗ пулсан — вӗсем пирӗн майлине, хура халӑхпа пӗрле ҫӗнӗ пурнӑҫ тума килӗшнине кӑна пӗлтерет.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хура халӑхпа пӗрле пулни, тен, сирӗншӗнех — привилегире пулнӑ классемшӗн — усӑллӑ пулӗ, пӗрне-пӗри хисеплесен.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Патшасем, корольсем, императорсем, кайзерсем, хансем тата ытти ҫӑхансем халӑхпа халӑха тытӑҫтараҫҫӗ!

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӑхпа халӑхӑн пӗр-пӗринпе хирӗҫмешкӗн тӗнчере ниепле сӑлтав та ҫук, Паша.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӑхпа та чарма ҫук-и вара ҫав ҫыннӑн чӗлхине? — ҫилленсе сӗтел ҫинчен кушак аҫипе ҫапса антарса каларӗ арӑмӗ (леш чӑланти сӗтел ҫинче тин кӑна какай таткине ҫиме пуҫланӑччӗ).

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Паян вӗсем халӑхпа пӗрле, ыран, — ҫил тепӗр май ҫаврӑнсан, — ӑна хирӗҫ те пыма хатӗр.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӳлтисене те, аялтисене те — пурне те пӗр харӑс пӗтӗм халӑхпа ҫине тӑрса улӑштармалла.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӗрме купӑспа выляма пӗлмен ҫын ялти учитель пулма пултараймасть, тенӗ Бобровников: халӑхпа пӗрле пулас тесен — унпа пӗрле юрлама та, выляма та пӗлмелле, тенӗ вӑл.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хут пӗлмен халӑхпа ниепле ҫӗнӗ йӗрке те тӑвас ҫук, ҫавӑнпа пирӗн умра халӗ пӗр задача ҫеҫ пулмалла — халӑха тӗттӗмлӗхрен хӑтарасси.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ятарлӑ экономика зонин проекчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен коррупцие хирӗҫ никама пӑхӑнман экспертиза витӗр тухӗ; унтан, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен, документа халӑхпа сӳтсе явӗҫ.

2 июня проект специальной экономической зоны должен пройти независимую антикоррупционную экспертизу; после, не позже чем к 10 июня, документ должны обсудить в обществом.

Ҫӗнӗ Шупашкарта 1 пин ытла ӗҫ вырӑнӗлӗх экономика зони уҫасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31961.html

Статьясене халӑхпа сӳтсе явмасӑрах, сӳтсе явнӑ пек туса, хаҫатсене хурав ҫырса яма шутларӗ.

Help to translate

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed