Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анӑҫри тӳпе сивӗнет, унпа пӗрлех юханшыв та тӗксӗмленет, садсемпе картасем ҫинчи кӗрен ылтӑн тӗс те ҫухалсах пырать.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Улмуҫҫисемпе слива йывӑҫӗсен чӑтлӑхӗнче сенкер ӗнтрӗк пухӑнма тапратать, карта хӗрринчи йывӑҫсен пиҫнӗ ҫимӗҫӗсем ҫинче ҫаплах-ха ылтӑн-кӗрен тӗс выртать, ҫавна пула, кашни панулми, кашни слива уҫҫӑн курӑнса тӑнӑран, вӗсене тытса пӑхас килет.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Ҫыран хӗррипе лартнӑ сад ҫине те, сливӑсемпе улмуҫҫисен вуллисем тата ҫулҫӑсем ҫине те, вӗсен ҫимӗҫӗсем ҫине те ҫӑра кӗрен тӗс ӳкет.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Юханшыв вӑл тӗлте лӑпкӑ, ункӑ майлӑ курӑнать, сылтӑм ҫыранӗ шурӑ та чӑнкӑ, ҫав шурӑ тӗс симӗсӗн-кӑвакӑн курӑнакан юхӑм ҫине ӳкет, вара ҫав мӗлке тӗпсӗр юханшыва нихӑҫан та путмассӑн туйӑнать.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Лӑплансан, унӑн сӑнне янкӑр кӑвак тӗс ҫапнӑ, хӗвел ҫинче тӗкӗр евӗр ялтӑртата пуҫланӑ, — куҫна илейместӗн, пӑхса тӑранаймастӑн!Утихнет, засинеет, засияет на солнце — и не оторвёшь глаз, не наглядишься!
Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ешӗл тӗс ял айккинче кӑна кӑштах курӑнать.
Лонжюмо ялӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Симӗс тӗс куҫа ывӑнтармасть, — ӑнлантарать ӑна Надежда Константиновна.От зелёного света спокойней глазам, — сказала Надежда Константиновна.
Симӗс лампа // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ирхи шуҫӑм тӳпенелле кӗрен тӗс сапать.
8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Тӑнлавӗсене тӗм-хӗрлӗ тӗс тапса тухрӗ, унтан, вут хыпса илнӗ евӗр, ҫав хӗрлӗ ун пӗтӗм пичӗпе сарӑлчӗ.Темный румянец ударил ей в виски, а оттуда жарко растекся по всему лицу.
1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Кервен та капӑр вокзалпа таврари ытти мӗнпур ҫурт-йӗр тӗс ярса ӗлкӗреймен ӗлккенлӗхпе, ҫӗнӗлӗхпе ҫуталса лараҫҫӗ.
1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑрӑм куҫхаршийӗсенчен саркӑмрах тӗс ҫапнӑ питҫӑмартийӗсем ҫинче мӗлке ӳкнӗ.Длинные ресницы отбрасывают тени на смуглые, уже тронутые стеклянной желтизной щеки.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫапла ӗнтӗ, тусан сӑрнипе кӑвак тӗс ҫапнӑ колоннӑсем шоссе тӑрӑх, майӗпен шуса пычӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Чулсем ҫинче ылтӑн тӗс юхӑмӗсем шуса иртрӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сирӗнни евӗрех хӗвелпе тӗс кайнӑ гимнастерки ҫумӗнче виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ пур, тата тем паллӑсем, погонӗсем — авиаци аслӑ лейтенанчӗн погонӗсемччӗ.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Полк командирӗ Вася Багирова, унӑн сарлака шӑмӑллӑ тимлӗ сӑн-питне уҫӑмлӑнах курать ӗнтӗ, — Сталинград хӗвелӗпе пиҫсе хуралнӑ тӗс унӑн сӑн-питӗнчен халӗ те кайман-ха.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӗвел анса ларчӗ, ҫеҫенхирти кӳлӗсем тӗксӗмленчӗҫ, вӗсене тӗксӗм хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, пиҫсе ҫитрӗҫ, тейӗн.Солнце зашло, степные озера потускнели и стали тёмнокрасными, словно запеклись.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫул тӑршшипе мӑкӑрланса тӑракан тусана хӗрлӗ-хӑмӑр тӗс ҫапать.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хам умра эпӗ инҫетре шурӑ-шурӑ тӗс куратӑп, тата леререх, ҫӗр хӗрринче йӗтӗн чечекленнӗ евӗр, кӑн-кӑвак.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Амӑшӗн сӑн-пичӗ ерипен хӗрелсе пырать: малтан питҫӑмартисем хӗрелеҫҫӗ, унтан ачаш хӗрлӗ тӗс ҫамки ҫине, хӑлхисем ҫине куҫса сарӑлать…
Килти улшӑнусем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Чернышӑн тӑрӑхла пичӗ пушшех тӑсмакланса кайнӑ, янахӗ шӗвӗрӗлнӗ, тӗксӗм питҫӑмартийӗсем ҫинчи хӗрлӗ тӗс те ҫухалнӑ.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.