Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Куҫу тӳрӗ пӑхтӑр, куҫ хӑрпӑкӗсем те тӳррӗн тӗллесе тӑччӑр.25. Глаза твои пусть прямо смотрят, и ресницы твои да направлены будут прямо пред тобою.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санӑн священникусем тӳрӗлӗх тӑхӑнччӑр, Санӑн сӑваплӑ ҫыннусем савӑнса тӑччӑр.9. Священники Твои облекутся правдою, и святые Твои возрадуются.
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах Эсӗ каҫаратӑн, Санӑн умӑнта хӑраса тӑччӑр.
Пс 129 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ӑна Иосифа Египет ҫӗрӗнчен тухсассӑн — ҫакна астуса тӑччӑр тесе — панӑ, халӑх унта хӑй пӗлмен чӗлхе сассине илтнӗ: 7. «Эпӗ унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинчен йывӑр ҫӗклемне илсе пӑрахрӑм, ӗнтӗ унӑн аллисем кунтӑ йӑтассинчен хӑтӑлчӗҫ. 8. Хӗн курнӑ чухне Мана чӗнтӗн те — Эпӗ сана хӑтартӑм; аслати варринчен хуравларӑм сана, Мерива шывӗ патӗнче сӑнарӑм сана. 9. Эй халӑхӑм, итле, сана каласа хуратӑп: ах Израиль! эсӗ Мана итлесе пурӑнсанччӗ!
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл Иакова Хӑйӗн йӗркине пӗлтернӗ, Израиле Хӑйӗн саккунне панӑ, аттемӗрсене ҫавна хӑйсенӗн ачисене каласа хӑварма хушнӑ: 6. ҫитес ӑру пӗлсе тӑтӑр, ҫуралас ачасем пӗлсе тӑччӑр, хӑйсен вӑхӑтӗнче вӗсем те ачисене пӗлтерччӗр тенӗ: 7. Турра шанса пурӑнччӑр, Турӑ ӗҫӗсене ан манччӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑччӑр, 8. хӑйсен ашшӗсем пек, чурӑс та пӑлхавлӑ ӑру пек, иккӗленчӗк чӗреллӗ, чун-чӗрипе Турра пӑхӑнман ӑру пек ан пулччӑр тенӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хурлӑх куракан ҫын намӑс курса ан таврӑнтӑр; мӗскӗн ҫынпа чухӑн ҫын Санӑн ятна мухтаса тӑччӑр.21. Да не возвратится угнетенный посрамленным; нищий и убогий да восхвалят имя Твое.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сана шыракансем пурте Саншӑн савӑнса хӗпӗртеччӗр, Эсӗ ҫӑлнине юратакансем пӗр вӗҫӗмсӗр: «Турӑ аслӑ!» тесе тӑччӑр.
Пс 69 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Таса ҫынсем вара Турӑ умӗнче савӑнса тӑччӑр, хӗпӗртенччӗр, савӑнса киленччӗр.4. А праведники да возвеселятся, да возрадуются перед Богом и восторжествуют в радости.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Сана шыракансем пурте Саншӑн савӑнса хӗпӗртеччӗр, Эсӗ ҫӑлнине юратакансем пӗр вӗҫӗмсӗр: «Ҫӳлхуҫа аслӑ!» тесе тӑччӑр.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эпӗ тӳрре тухасса ӗмӗтленекенсем савӑнччӑр, хӗпӗртеччӗр, ӗнтӗ пӗр вӗҫӗмсӗр: «Хӑй чурине канӑҫлӑх сунакан Ҫӳлхуҫа асла тухтӑр!» тесе тӑччӑр.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑтӑр; тӗнчере пурӑнаканнисем пурте Ун умӗнче чӗтӗресе тӑччӑр: 9. Вӑл каланӑ та — пулнӑ; Вӑл хушнӑ та — пулса тӑнӑ.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Чухӑнсем ҫиччӗр, тӑранччӑр; Ҫӳлхуҫана шыракансем Ӑна мухтаччӑр; сирӗн чӗрӗрсем ӗмӗрех чӗрӗ тӑччӑр!27. Да едят бедные и насыщаются; да восхвалят Господа ищущие Его; да живут сердца ваши во веки!
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫӗклен, этем ан ҫӗнтерейтӗр, халӑхсем Санӑн умна сута тӑччӑр.20. Восстань, Господи, да не преобладает человек, да судятся народы пред лицем Твоим.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑнпа ҫынсем Унӑн умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑччӑр, ӑслӑ чӗреллисем пурте Унӑн умӗнче чӗтӗресе тӑччӑр!24. Посему да благоговеют пред Ним люди, и да трепещут пред Ним все мудрые сердцем!
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑйӗн ӗҫне пурте пӗлсе тӑччӑр тесе Вӑл кашни ҫын алли ҫине пичет хурать.7. Он полагает печать на руку каждого человека, чтобы все люди знали дело Его.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Палӑртнӑ кун тӗлне иудейсем хӑйсен тӑшманӗсене тавӑрма хатӗр тӑччӑр тесе ҫак хушӑва, саккунпа танах шутланаканскере, пур ҫӗре те ҫитермелле, пур халӑхсене те пӗлтермелле пулнӑ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫак хушу саккунпа танах шутланнӑ, ҫавӑнпа та, пурте палӑртса хунӑ куна хатӗрленсе тӑччӑр тесе, ӑна ҫырса илсе кашни ҫӗре, кашни халӑха пӗлтерсе тухмалла пулнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хурала Иерусалимра пурӑнакансене тӑратӑр, пӗрисем хулана хураллатчӑр, тепӗрисем хӑйсен килӗ-ҫурчӗ умӗнче тӑччӑр, терӗм.И поставил я стражами жителей Иерусалима, каждого на свою стражу и каждого напротив дома его.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр. 7. Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр. 8. Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр; 9. мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр, 10. вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр. 11. Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле. 12. Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗнтӗ Миди ҫӗрӗнчи Екбатан керменӗнче пӗр тӗркем тупӑннӑ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Асра тытма: 3. Кир патша хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ пирки панӑ хушу: Ҫурта парне кӳрекен вырӑнта лартчӑр, ӑна валли ҫирӗп никӗс хывччӑр; унӑн ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пултӑр; 4. шултӑра чулсен речӗ — виҫҫӗ, йывӑҫ хунӑ рет пӗрре пултӑр; тӑккаланма мӗн кирлине патша килӗнчен парса тӑччӑр. 5. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалим Ҫуртне тавӑрса паччӑр, кашни япалине Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнне лартчӑр».
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.