Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нишӑсенчен пӗринче пусма тимӗртен мар, чулран, — пилӗк картлашка; вӗсем тачӑ питӗрнӗ тикӗс алӑк патне ертсе пыраҫҫӗ, эпӗ тӗртсенех вӑл уҫӑлса кайрӗ те мана сӗм тӗттӗмлӗхе кӗртсе тӑратрӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Акӑ тинех Паркер чарӑнчӗ, хул пуҫҫисене сарчӗ, кӑкӑрӗпе малалла ӳпӗнчӗ те мана капмар алӑкран кӗртсе тӑратрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Шыва шаларах кӗрсе тӑрса тимлӗрех тишкерчӗ, юхан шывран хӑй те ӗҫнине умне кӑларса тӑратрӗ; тӗрлӗ йышши ҫапкаланчӑк пӗтӗмӗшле вӑрттӑнни патне туртӑнни, пӑшалӗпе синкерлӗ усӑ курни, тӗттӗм-ӑмӑр юхан шыв — сунарҫӑ кӑмӑлне ҫаксем пурте самаях пусӑрӑнтарчӗҫ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Жиль ҫамрӑк хӗрарӑма хӑйӗнчен икӗ утӑма ҫирӗппӗн тӑратрӗ, сӗтел патне таврӑнчӗ, хӑйне сӗннӗ килӗшӳ ҫине алӑ пусрӗ, вара Аспера куҫӗсенчен шӑтарасла тӗсесе анлӑ картлашкапа сад пахчинелле анчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Жиль конверта вистесе уҫрӗ, ӑна Фрион тирӗ пек кӑларса тӑратрӗ:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Сасартӑк, — хавхаланӑвӑн телейлӗ саманчӗсенче яланах ҫапла, — Шуан ӳкермен картинине уҫҫӑн, мӗн пур вак-тӗвеклӗхпе кӑларса тӑратрӗ; ку картина, сюжечӗ хальлӗхе тупӑнайманран, ӑспа фантазин тӗксӗм тӑрӑмӗнче салхуллӑн шухӑшлаттарать, — анчах уҫӑмлӑ плансӑр, мӗн шырани ҫиелтен те пулин палӑрмасӑр; темӗнле капмар та хӑватлӑ япала туса хурас кӑмӑл-туйӑм асаплантарма чарӑнмасть.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Ҫак ӳкерчӗке вӑл умне питӗ уҫӑмлӑ кӑларса тӑратрӗ, ҫак сӑнарлав вӑл урӑх нихӑҫан та курма пуҫлаймассипе хӑратать, пуҫ купташкине аркатма чӗнет, — ҫавӑнпа Рен хӑйӗн йышӑнӑвӗн татӑклӑхне тепӗр хут тӗпчесе-тишкерсе тертленме хал ҫитереймест.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Сапаланпӑ патаксене курсан Ботредж вӗсене кӗлтелле пӗрлештерсе ҫӳлелле тӑратрӗ те аллине уҫса ячӗ.Увидев навощенные палочки, Ботредж собрал их в кулак, поставил снопом и сразу разжал руку.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак тӗллевпе вӑл хӑш-пӗр сунарҫӑ меслечӗпе усӑ курать, — ҫав меслет вӗсене етре зарячӗ кирлӗ ҫӗре ҫитесси иккӗленӳллӗ чухне пулӑшать; Галеран урам сарлакӑшне чӑннинчен пысӑкраххӑн — ҫирӗм метр, унтан вара пӗчӗреххӗн — вунӑ метр — куҫӗсемпе хыпашласа кӑларса тӑратрӗ; ҫирӗм ҫумне вуннӑ хушса ҫакна ҫурмалла пайлани лавккаран пуҫласа тӗрме стени патне ҫитичченхи ҫӗр ай ҫулӗн вӑтам тӑршшӗне палӑртать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Аса илӳ ҫак ҫыннӑн вӑл хисеплекен, тав тӑвакан сӑнарне чӗртсе тӑратрӗ.Воспоминания оживили образ этого человека, к которому он чувствовал уважение и благодарность.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл тенкел ҫине ларчӗ, туйисене кӑмака ҫумне тӑратрӗ, унтан хӗвӗнчен хыпалакаласа пӗр вараланса пӗтнӗ ҫыру туртса кӑларчӗ.Он сел на стул, поставил к печке костыль и, порывшись за пазухой, достал оттуда замасленное письмо.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Кӑштах ҫапла ларса ӗнер асӑрханӑ хупахсене куҫӗ умне кӑларса тӑратрӗ, ашшӗне ӑҫта шыраса тупасси пирки уйланать.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Элли унӑн аллине силлет, Рой унран винтовкӑна илчӗ те стена ҫумне тӑратрӗ, Гонзак куҫӗсене хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлаттарса ҫӗнтерӳҫӗ ҫине шӑтарасла пӑхать, Тортон вара ыйтиччен ӑмсанӑвне пусарчӗ-пусарчех:
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл курокӗпе шаклаттарчӗ, Нуарес вара утне кӑра хусканупа чӗвен тӑратрӗ те айккинелле сикрӗ.— Он щелкнул курком, а Нуарес бешеным движением взвил лошадь на дыбы и прыгнул в сторону.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Куратпӑр: юлашкинчен ӑна Стильтон — Ситири суту-илӳ склачӗсен хуҫи — ҫӗклесе тӑратрӗ.И был, как мы видели, поднят Стильтоном, владельцем торговых складов в Сити.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.
Анчах катер ҫинчи лӑпкӑ, апат-ҫимӗҫлӗ виҫӗ-тӑватӑ эрнелӗх пурнӑҫ чеченлӗхне туллин кӑларса тӑратрӗ те — хӑйӗн чеелӗхне татӑклӑнах шанса Турная тем те пӗр каласа тултар — катер хуҫи харӑсах тӑватӑ сигара туртса ячӗ.
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
Том ылтӑн тӗслӗ эрех тултарнӑ пысӑк графина асӑрхарӗ те — Кидд капитан («Ҫыран хӗрринчи пиратсем» кӗнекерен) никам пурӑнман утрав ҫинче, ҫав тери тискер пӗчченлӗхре, эрех ӗҫме тивӗҫлине умне кӑларса тӑратрӗ.
Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.
Д'0бремон темӗнле шурӑ хламида тӑхӑнчӗ, мӑйӗнчен пӑхӑр ункӑсемлӗ бронза шӑрҫа ҫакса ячӗ, аллине тӗлӗнмелле капашлӑ кукӑрӑлчӑк тӗксӗм шпага тытрӗ, чӗрсе чикӗленӗ ункӑ варрине хӑйӗнпе пӗрле мана та тӑратрӗ, вӗрӳ-суру чӗлхипе калаҫма пикенчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Хӑйӗн пирки ҫынсем мӗн шухӑшлама пултарнине тӑруках умне кӑларса тӑратрӗ те, — хаҫат килсе пама ыйтрӗ; ӑна уҫнӑ хыҫҫӑн усаллӑн тӗлӗнсе пӗчӗк заметка шыраса тупрӗ, вӑл лайӑх пӗлекен лару-тӑрура «А. Эсборн сӑнланмалла мар сӑлтавпа ҫухални» пирки вуласа тухрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Тӗрӗссипе, унӑн пуҫӗ ыратмасть, урама тухмашкӑн вӑл тост хыҫҫӑнах тӗв турӗ; полковник ҫамрӑк мӑшӑра «пурнӑҫа алла-аллӑн тытӑнса, нихӑҫан та уйрӑлмасӑр пурӑнса ирттерме» ырӑ суннӑ вӑхӑтра — хӑйӗн ӑс сӑнарлавӗнчи ҫивӗчлӗхпе — умне вӑл уйрӑлу хыҫҫӑнхи ҫав тери пысӑк савӑнӑҫа кӑларса тӑратрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.