Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимлӗ the word is in our database.
тимлӗ (тĕпĕ: тимлӗ) more information about the word form can be found here.
Ҫавна май шывра тимлӗ пулмалли пирки сӑмах пычӗ тӗл пулусен вӑхӑтӗнче.

Help to translate

Тавралӑха варалар мар // Е.КРЫЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d0%b ... 0%d1%80-2/

Настьӑпа Ксюшӑн куҫӗсем ашшӗнни пек тимлӗ пӑхаҫҫӗ, тутисем манӑн.

У Настеньки и Ксюшеньки такие внимательные папины глаза, мои губки.

Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594

Ҫуран ҫӳрекенсен те, руль умӗнче пыракансен те тимлӗ пулмалла.

Help to translate

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

Ҫул урлӑ каҫна вӑхӑтра тимлӗ те асӑрхануллӑ пулмалла».

Help to translate

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

Ку эрнере тимлӗ пулӑр - сирӗн тавра йӗкӗлтешӳ пырать.

Скорпионы, на этой неделе будьте внимательны — вокруг вас плетутся интриги.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тутар, мари, удмурт тата ытти халӑха тимлӗ тишкернӗ материалсене кӑларнӑ ҫӳлӗксем ҫине.

Help to translate

«Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисен пӗрешкеллӗхӗ» курав // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60549

Пӗр-пӗрин хушшинче тахҫантанпах тӗвӗленнӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва сарассипе тимлӗ ӗҫленӗшӗн Юрий Зайцева Олег Николаев мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.

Help to translate

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Валерий Михайлович тимлӗ итлерӗ, пулӑшма шантарчӗ.

Help to translate

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Хальхи ҫамрӑксен тивӗҫӗ – вӗсене тав тӑвасси, тӑрӑшуллӑ та тимлӗ пӑхасси.

Help to translate

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Социаллӑ пулӑшу паракансем – шанчӑклӑ та тимлӗ пулӑшуҫӑсем, пурнӑҫра йывӑрлӑха лекнисене алӑ тӑсса параҫҫӗ, пӗчченлӗхрен хӑтараҫҫӗ, ыранхи куна шанма вӑй-хӑват параҫҫӗ.

Help to translate

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Унтан йӑл кулса илчӗ: «Мӗнле тимлӗ эсир!»

И улыбнулась: «Какие вы внимательные!»

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Унччен маларах ку ҫивӗч ыйтӑва юр-варпа ӗҫлекен пӗрлешӳсен пуҫлӑхӗсемпе, халӑхран сӗт пуҫтаракансемпе тӗл пулса тимлӗ тишкернӗччӗ.

Ранее эту проблему внимательно изучали, встречаясь с руководителями молокозаводов, сборщиками молока от населения.

Сӗт ыйтӑвӗ канӑҫ памасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60743

Чӑваш Енре ҫуралнӑ, халӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ентешӗмӗрсем, чӑваш чунӗллӗ хастарсем, депутатсем хальччен архивра упраннӑ тупрапа тимлӗ паллашма тӑрӑшрӗҫ.

Help to translate

И.Яковлева халалланӑ курав Мускавра уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60808

Александр Николаевич инкек-синкек сиксе тухасран пурне те вут-ҫулӑмпа тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма чӗнсе каларӗ.

Help to translate

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Вӗсем кашни ӗҫе тимлӗ тишкереҫҫӗ.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Пьеса ҫырнӑ чухне драматургӑн тимлӗ пулмалли каламасӑрах паллӑ.

Help to translate

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Михаил Геннадьевич республика патшалӑх парӑмне экономика енӗпе виҫеллӗ тытса тӑрас тӗлӗшпе тимлӗ пулнине пайӑррӑн ҫирӗплетрӗ.

Help to translate

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Анчах Тимофей-хусах тимлӗ пулчӗ.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӑх пӗр урса кайсан темле пӗвене те татакан ҫурхи шыв пек иккенне лӑйӑх пӗлетчӗ вӑл, ҫавӑнпа вӑл-ку ан пултӑр тесе, салтаксене тимлӗ пулма хушрӗ…

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тимлӗ пул, Савантер, итле, — терӗ пуп ӑшшӑн.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed