Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасатнӑ (тĕпĕ: тасат) more information about the word form can be found here.
«Гренадер» ҫурт ҫумне пӗр купа купаласа хунӑ — паянхи кун килкартишне тасатнӑ хыҫҫӑн пуҫтарса хунӑ кӗреҫесемпе шӑпӑрсем ҫине тӗллесе: — Пӑшал! — тесе ячӗ.

«Гренадер» указал на сваленные грудой целой у стены — после дворовой парадной уборки сегодняшней — лопаты и метлы: — В ружье!

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Тирӗк-чашӑксене вӑл типтерлӗ ҫакса тухнӑ тата йӑлтӑртатса тӑриччен тасатнӑ.

Посуда у него всегда была аккуратно развешена и вычищена до блеска.

X сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Чӑн малтанах эпир тӑрӑшса тасатнӑ тата якатнӑ ҫӗнӗ костюма, анне каланӑ тӑрӑх, пӗрре те тӑхӑнманскере куртӑмӑр.

Прежде всего мы увидели новый, старательно вычищенный и выутюженный костюм, очень хороший и, по словам матери, ни разу еще не надеванный.

IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Тасатнӑ шинелӗ ӑна питӗ килӗшет, аттисем ялтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Почищенная шинель сидела на нём ладно, сапоги блестели.

Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Ҫуса тасатнӑ урайне саксен мӗлкисем ӳкеҫҫӗ.

От лавок на чисто вымытом полу лежали тени.

Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Чипер те яка тумланса, йӑлтӑртатса тӑракан пуличчен тасатнӑ аттине тӑхӑнсан, Исаев, утнӑ ҫӗртех хӗҫне ҫакса, Чапаев умне пырса тӑчӗ.

Статный, подтянутый, в начищенных до блеска сапогах, Исаев подлетел к Чапаеву, на ходу пристёгивая саблю, и весело сказал:

«Эпӗ — Чапаев!» // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Картишне тап-таса шӑлса тасатнӑ.

Двор был чисто выметен.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ыранах хваттере тасатнӑ пулӑр…

Извольте завтра очистить квартиру…

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фомапа пӗрле вӑл тахҫанах ҫӗрлеччен клубсем, гостиницӑсем, трактирсем тӑрӑх сулланса ҫӳренӗ, пур ҫӗрте те, хӑй калашле — общество намӑсне тасатнӑ ҫӗрте щетка вырӑнне ӗҫлекен ҫырусем валли материал ӑснӑ.

Вместе с Фомой он шлялся до глубокой ночи по клубам, гостиницам, трактирам, всюду черпая материал для своих писаний, которые он называл «щетками для чистки общественной совести».

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хайхи, таса тунтикун ҫатмасене хӗртсе тасатнӑ пек, сире вут ҫинче ҫунтарас пулать.

Вас на огне жечь надо, вот как сковороды в чистый понедельник выжигают…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вань Цзя вырӑнӗнчен те хускалмарӗ, маузерне тасатнӑ май, каллех ӗнерлесе юрлама пуҫларӗ.

Вань Цзя не двинулся с места и, продолжая чистить маузер, затянул прерванную песню.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл пӳрт тӑрринчи шӑтӑксене курӑк чиксе тухнӑ, канне ҫӗнӗрен тума пуҫланӑ, мӑрйине тасатнӑ, пӳрт стенисене тӑмпа шӑлма тытӑннӑ.

Заткнув травой дыры в крыше, он принялся перекладывать кан, чистить дымоходную трубу, мазать глиной стены.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫухавине алсипе сӑтӑркаласа тасатнӑ, май сывлӑх сунчӗ.

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫул ҫинче ӑна вӑрӑ-хурахсем сыхласа тӑнӑ… вӗлернӗ… мученик пек вилнӗ вӑл, ҫылӑхӗсене юнпа ҫуса тасатнӑ.

Разбойники ждали его на дороге и убивали… умирал он мучеником, кровью омывши грехи свои…

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тап-таса шӑлса тасатнӑ пысӑк картишне йӗри-таврах йывӑҫ хӳме тытса ҫаврӑннӑ.

Большой двор был обнесен деревянным забором и чисто выметен.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Саккӑрмӗш арми воинӗсем Юаньмаотунь ялӗнчен бандитсене тасатнӑ хыҫҫӑн помещик кӑмӑлӗ чылаях начарланчӗ.

С тех пор как части Восьмой армии изгнали бандитов из деревни Юаньмаотунь, характер помещика заметно изменился к худшему.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӑна пӑхакан Микулай унӑн айӗнчи ҫӳп-ҫапсене шӑлса тасатнӑ чухне ӑнсӑртран шӑпӑрӗпе слон урине лектернӗ.

Его вожак Николай, выметая сор из-под слона, задел случайно метлой ногу Бэби.

Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Епле пулсан та, факир кӗлле ҫырса пӗтернех, мелкине крокодил ҫурӑмӗ ҫинче шӑлса тасатнӑ, ун мӑйӗ ҫинчен анса, ӑна ачашланӑ, унтан бассейнран тухнӑ та хӑй ҫулӗпе уттарнӑ.

Как бы ни было, но факир кончил рисовать молитву, вытер кисточку о крокодилью спину, соскочил с шеи и, погладив животное, вылез из бассейна и пошел своей дорогой.

Крокодилсем патӗнче хӑнара пулни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Пӳртре, урайӗнче, кивелнипе сарӑхса кайнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк икӗ кӗҫҫе выртать; чашӑк-тирӗк вырӑнне, урайӗнчех, питӗ лайӑх, тӗплӗ ҫуса тасатнӑ тӗрлӗрен тӗслӗ консерв банкисем лараҫҫӗ: кил-йышсем вӗсемпе апат та пӗҫереҫҫӗ, вӗсенченех ҫиеҫҫӗ те, ӗҫеҫҫӗ те.

В избе на полу лежали два оборванных войлока, пожелтевшие от старости; вместо посуды на полу стояли очень хорошие, тщательно вымытые консервные банки разных цветов: в них семьи и готовили, и ели, и пили.

Калаҫу // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Мӗн турӗ? — чӗлӗмне тасатнӑ май унран ыйтрӗ ашшӗ.

Что он сделал? — спросил папаша, выколачивая трубку о пепельницу.

Ют ҫӗршыва пӑхӑнтаракан // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed