Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑрушлӑх пур ҫӗре вилӗмрен хӑрамасӑр кӗрсе кайнинче вӑл халӗ те-ха илем курать; капитан ӗнтӗ ӑна-кӑна пурӑнса ирттернӗ — малтан вӑл та чапа е мухтава тухасшӑн ҫуннӑ, харсӑрланнӑ, вилӗмрен хӑрама пӗлмесӗр ҫапӑҫнӑ, награда илме, паллӑ ҫын пулма ӗмӗтленнӗ, ку ӗмӗтсене пурнӑҫа та кӗртнӗ вӑл, анчах халӗ ӗнтӗ ҫак хавхалантаракан япаласем, уншӑн пулсан, хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ, ҫавӑнпа та халь вӑл ӗҫ ҫине урӑхла пӑхнӑ: хӑй тума тивӗҫ ӗҫсене вӑл пӗр пӑркаланмасӑр вӑхӑтра туса пынӑ, анчах, 6 уйӑх хушши бастионрах пурӑннӑ хыҫҫӑн, хӑйне кашни самантрах ӑнсӑртран вилӗм кӗтсе тӑнине лайӑх ӑнланаканскер, вӑл ҫав ӑнсӑртран килсе тухакан хӑрушӑ самантсенче хӑйне хӑй упранӑ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех, вилӗмрен хӑрамасӑр-тумасӑр, ҫапӑҫӑва кӗрсе кайман.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унӑн ӗлӗкрех хутшӑнса пурӑннӑ ҫывӑх ҫыннисем хальхисенчен мӗн тери малта тӑнине ҫакӑнтан та тавҫӑрса илме пулать: пӗр-пӗр чух, пӗр пытармасӑр-тумасӑр калаҫнӑ самантсенче, унӑн ҫуран ҫарти юлташӗсене хӑйӗн дрожка пулни ҫинчен, губернатор патӗнче пулса иртекен балсенче ташлани ҫинчен, штатски генералпа картла выляни ҫинчен каласа пама тӳр килсен, лешсем вӑл каланине ӗненмесӗр тенӗ пекрех, интересленмесӗр-тумасӑр тенӗ пек ҫеҫ итленӗ, вӗсем ӑна, кунпа хирӗҫес мар-ха, «калаҫтӑр-иҫ» тенӗ майлӑрах ҫеҫ итленӗ, вӑл хӑйӗн юлташӗсем эрех ӗҫсе, 5-тенкӗшер банк хурса картла выляса пурӑннине, вӗсем хӑйсене хӑйсем йӗркеллӗ тыткаламаннине курса тӑнӑ ҫӗртенех шарламасӑр чӑтса пурӑннӑ, хӑй вӗсенчен йӗрӗннине палӑртман, ку ӗнтӗ йӑлтах унӑн уйрӑммӑнах йӑваш кӑмӑлӗнчен, вӑл ӗҫе-мӗне шухӑшласа тума пӗлнинчен, кирек мӗнле ҫынпа та пурӑнма хӑнӑхнинчен килнӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тӑна кӗнӗ самантсенче мустангер ӑнланнӑ: ҫакӑ пурте чирлӗ ҫынӑн шухӑшӗ выляни ҫеҫ пулнӑ.В моменты просветления мустангер видел, что все это было игрой больного воображения.
LIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӗренӳрен пушӑ сайра самантсенче вӑл пӗрмаях ватӑ Том, Бат, Актеонпа Остин ҫинчен шухӑшларӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫавӑнпа вӑл ҫыран хӗррине ҫав тери кирлӗ самантсенче ҫеҫ тухрӗ, кашнинче Геркулеса, хӑрушлӑх ҫывхарнине сиссен, вӑл таврӑнасса кӗтмесӗрех ҫырантан уйрӑлса кайма сӑмах партарчӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пырсан-пырсан, хавильдар каярах юлнӑ самантсенче вӑл ашшӗне хавхалантарма тӑрӑшса калаҫать, ун хӑш-пӗр сӑмахӗсене Том илтет те.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Дик вӗсенчен уйрӑлчӗ те ҫиҫӗм ҫиҫмен самантсенче куҫран тӗксен те курӑнман тӗттӗмлӗхре ҫухалчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫакӑн пек самантсенче унӑн шӑтарас пек пӑхакан кӑвак куҫӗсенче мӗн тери юлташла шухӑшлани тата ӑшӑлӑх палӑрнӑ-ши!И в строгих серых глазах Щорса чувствовалось тогда столько товарищеской заботливости и теплоты!
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ҫакӑн пек самантсенче Щорса чарма май килмен.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Кусене эпӗ, ҫакӑн пек самантсенче кирлӗ пулӗ тесе, хулара юриех туянсаттӑм.
Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.
Малашне вара тискер чӗрчунсен сукмакӗпе ута пуҫларӑмӑр, вӗсем пур еннелле те пӑрӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ку йӗрсемпе пур чухне те усӑ курма ҫук, хамӑра кирлӗ еннелле каяканнисемпе ҫеҫ тӗшмӗрткелесе пыратпӑр, ытти самантсенче чуххӑмах, ҫулсӑр-сукмаксӑрах, утатпӑр.
Уссури пантери // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 23–26 с.
Унӑн ҫӗнӗ тусӗн чи хӑрушӑ самантсенче шӳт тӑвас йӑли пулнӑ.Его новый друг имел привычку шутить в самые трагические моменты.
24. Кӗрешӳ тата вӑрӑма пырать-ха // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Хӑй ҫапах та еккине янӑ самантсенче: «Ачамсене пехиллесе хӑвармалӑх кӗсъем пур-ха манӑн», — тесе йӑнкӑлтататчӗ.
Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Унашкал самантсенче Тёма хӑйне хӑй чи телейлӗ ҫын тесе шутлать.
Иванов // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Туятӑн-и… санӑн пуҫӑнта пӗр-пӗр шухӑш ҫуралсан, пӗр-пӗр тӗлӗк курсан, вӑранса каятӑн та эсӗ, чӗтресе ӳкетӗн, йӗрсе яратӑн, ҫавӑн пек самантсенче ҫын хумханса-пӑлханса ӳкет — чӗрери юн вара хытӑрах тапма пуҫлать, хӗрлӗ шыв юххи пек пуҫ мимине пырса тулать.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫавнашкал самантсенче унӑн шуранка пичӗ кӑвак тӳпе ҫийӗн шӑвакан кӑварлӑ ҫаврашка еннелле ҫаврӑнатчӗ, унӑн куҫӗсенче сивӗ уйӑх ҫутин хӗлхемӗсем вылянине курма пулатчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Малтанхи самантсенче вӑл чунӗ ыратнипе асапланнине ҫеҫ туйнӑ, шӑл сурма пуҫланине хамӑр питех шута илмен самантри пек, ҫав асап ӑшра ерипен кӑна пухӑнса тӑнӑ, питех аптратман.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Фортепианӑпа каланӑ чухне, уйрӑмах хӑй ӑшӗнчи шухӑшсене парӑннӑ самантсенче, унӑн алли айӗнчен халь ӗнтӗ пӗчӗк чансен илемлӗ сассисем шӑранса тухаҫҫӗ, унтах пысӑк чанӑн пӑхӑр янравӗ ассӑн сывлани те илтӗнет…
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗр-пӗччен юлсан-и е вӑл ыттисен калаҫӑвӗпе интересленмен самантсенче пурте шӑплансан, Петр тарӑн шухӑша путатчӗ те, унӑн сӑн-питӗнче темшӗн хурланни палӑратчӗ.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫакӑ йӑлт алла тепрер сулсанах пӗр хӑватлӑ та чипер-чипер килӗшӳллӗ сасӑсен юхӑмне пӗрлешессӗн туйӑннӑ, ҫавнашкал самантсенче вара итлекенсем шӑпӑртах пулса малалла мӗн пуласса кӗтеҫҫӗ.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.