Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнӑҫ the word is in our database.
савӑнӑҫ (тĕпĕ: савӑнӑҫ) more information about the word form can be found here.
Вӗсем пурте юратнӑ Елчӗк ен пуласлӑхӗпе ырлӑхӗшӗн, аталанӑвӗшӗн ырми-канми вӑй хуракансем, хӑйсен ӗҫӗсенче чӑн-чӑн телей, савӑнӑҫ тупнӑскерсем.

Help to translate

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

«Ковчег» чӗрчун кӗтесӗнче хӗл каҫнӑ акӑшсен – савӑнӑҫ.

Help to translate

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

Ача-пӑчашӑн вара иерей ывӑтнӑ ҫӑмартасене тытасси чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулчӗ.

Help to translate

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/

Мӑн-явӑшсемшӗн чӑн савӑнӑҫ ҫитрӗ.

Help to translate

Ял ҫыннисен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12492-ya ... -k-sav-n-c

Чи малтанхи сӗнӗве йышӑнчӗҫ — савӑнӑҫ.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

…Нумай сӑлтавпа куҫҫуль тухать ҫыннӑн: хурлӑх куҫҫулӗ, савӑнӑҫ куҫҫулӗ, тарӑху куҫҫулӗ, уйрӑлу куҫҫулӗ т. ыт. те.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ака ӗнтӗ темиҫе утӑм кӑна юлчӗ ҫитме, салтакӑн пичӗ ҫинче ҫаплах савӑнӑҫ ҫиҫет.

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ӑна савӑнӑҫ, тулли телей ҫывӑрттармасть иккен…

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Мана халь хулара ӳсӗр ҫӳрекен ҫынсем ӗҫре телейпе савӑнӑҫ куракан ҫынсенчен ытларах интереслентере пуҫларӗҫ, эпӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пурнӑҫри ҫутӑ сӑнсене мар, хура сӑнсене ҫеҫ куракан пултӑм.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тепӗр самантран савӑнӑҫ кӗввисем ӳснӗҫем ӳссе, ҫирӗпленнӗҫем ҫирӗпленсе пычӗҫ, Аня вара, йӑлтах хутланса, чӑмӑртанса ларнӑскер, хӑйне ҫӑмӑлрах, ирӗкрех туйрӗ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хурлӑхпа савӑнӑҫ черетленӗвӗпе пурнӑҫ сӑмах хушшине тире лартса предложени тӑвас пулсан, ҫав предложени грамматика енӗпе ҫеҫ мар, чылай чухне шухӑш енӗпе те тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сана калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ ярса илет…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Каччинче каллех курать хӗр Вӗҫсӗр савӑнӑҫ анчах.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Савӑнӑҫ юрри» ятлӑ вӑл:

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

– Ҫӗнӗ кайӑк ҫурални яланах савӑнӑҫ кӳрет.

Help to translate

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Ҫак ҫутӑ уяв сирӗн килӗрсене телейпе савӑнӑҫ тата ырлӑх илсе килтӗр, пирӗнтен кашнинчех ӗмӗрхи хаклӑхсен ырӑлӑхне ҫирӗплеттӗр.

Пусть этот праздник принесет в ваши дома счастье, радость и благополучие, укрепляет в нас извечные ценности.

Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd

Мӗнешкел пысӑк савӑнӑҫ ҫыннӑн!

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Паян — ӗнерхинчен, ыран паянхинчен маттуртарах, тухӑҫлӑрах ӗҫлессишӗн хыпӑнакан канӑҫсӑр чун нихҫан та лӑпкӑ пулма пултараймасть, ӑна яланах тем ҫитмен пек, таҫта темле кӑлтӑк пур пек туйӑнать, ҫавӑнпа та савӑнӑҫ тени уншӑн – самантлӑх хӑна.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анчах вӑхӑт кирек хӑҫан та — хурлӑх-и сан е савӑнӑҫ — малалла ыткӑнать.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав пӑр катӑкӗ ҫумне ҫитсе ҫапӑнсан, хурлӑхпа савӑнӑҫ та, ӗҫри ӑнӑҫупа инкек те пӳске пекех каялла сирпӗнчӗҫ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed