Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

раҫҫейре (тĕпĕ: Раҫҫей) more information about the word form can be found here.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре шурӑ эрех, коньяк тата бренди хакӗсем ӳсӗҫ.

С 1 января в России вырастут цены на водку, коньяк и бренди.

Ҫитес ҫултан эрех хакланӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33836.html

Сосновски пултӑранӗ (борщевик) Раҫҫейре анлӑ сарӑлнӑ.

Help to translate

Пултӑранпа кӗрешеҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10759-pu ... -k-reshecc

Раҫҫейре тивӗҫлӗ ӑмӑртас тесен пӗр вырӑнта тӑма юрамасть, ачасем ҫакна питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ, – вӗренекенӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнса пӗлтерчӗ Владимир Петров педагог – Аҫӑмҫырми шкулӗнчи ҫамрӑк ҫул-йӗр инспекторӗсен юхӑмне вуншар ҫул ертсе пыраканӗ тата чи ҫӳллӗ шая ҫӗклекенӗ.

Help to translate

Республикӑра та пӗрремӗшсем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10760-re ... rrem-shsem

Ну, мӗнле калас-ха, хӑш-пӗр ҫӗрте Раҫҫейре революци пулнине пӗлменнисем те пур.

Help to translate

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку япала пирӗн Раҫҫейре чи лайӑххи, — тесе, Петӗр тепӗр стакан тултарчӗ, Анюк стаканӗпе шаклатрӗ.

Help to translate

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр кунне, тумланса, Сахар канцелярине кайрӗ: «Эсӗ Раҫҫейре пурӑннӑ чух кам пулнӑ, ӑҫта ӗҫленӗ?» — ыйтрӗ хуҫа, тыткӑна лекнӗ офицер куҫӗнчен чӑр пӑхса.

Help to translate

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыран Раҫҫейре кадастр инженерӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Ӗҫӗ ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ // Екатерина КАРПЕЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11107-c- ... p-lter-shl

Раҫҫейре туризмӑн потенциалӗ ҫав тери пысӑк.

Help to translate

Ачасен канӑвӗ те саккунра ҫырӑнӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11111-ac ... unra-cyr-n

Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Раҫҫейре вӗренекенсен шучӗ 27 миллионпа танлашнӑ.

Help to translate

Ачасен канӑвӗ те саккунра ҫырӑнӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11111-ac ... unra-cyr-n

Йышӑннӑ тӑрӑх, Раҫҫейре Танкистсен кунне ҫулсеренех сентябрӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Ҫав ҫулах Раҫҫейре ҫӗнӗ чукун ҫул тума палӑртнӑ.

Help to translate

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Конкурс вӑхӑтӗнче ӗҫтешсен опычӗпе паллашни PR-специалистсен квалификацине ӳстерме пулӑшнисӗр пуҫне пӗрлехи вӑйпа Чӑваш Республикинчен Раҫҫейре палӑрса тӑракан регион туса хума май килессе шанса тӑратӑп, – пӗлтерет Анна Владимировна.

Help to translate

Ӑсталӑха ӳстерет, ӗҫре пулӑшать // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11358-st ... e-pul-shat

Нумай вӑхӑтлӑха мар ют ҫӗршыва кайнисем, Раҫҫейре пурӑннӑ вырӑнта ҫар учетӗнче тӑраҫҫӗ пулсан вара призывниксен шутне лекеҫҫӗ.

Help to translate

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Раҫҫейре кун пек роботсем сахал мар.

Help to translate

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Раҫҫейре пӗтӗмӗшле тата ытти регионсем тӗлӗшпе тулли информацие Росстатӑн сайтӗнче (https://rosstat.gov.ru) тупма пулать.

Help to translate

Тухӑҫлӑрах аталанма // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11892-tu ... h-atalanma

Октябрӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейре дознани службине йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитрӗ.

Help to translate

Ӗҫтешӗсене пылак парнепе саламланӑ // Лилия ЗАБИРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11515-ct ... e-salamlan

Ҫитес ҫулсенче Раҫҫейре технологисен пӗрлешӗвне ӳстерсе пырассипе тата та пысӑкрах ӗҫсем туса пырасси куҫ кӗретех пулӗ тесе палӑртнӑ Пуҫлӑх.

Help to translate

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллӑхӗнче тата та лайӑхрах аталанса вӑй илӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/nauk ... tehnologis

Раҫҫейре «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» масштаблӑ акци пырать.

Help to translate

Ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗшӗн, ырӑ малашлӑхшӑн! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11517-c- ... shl-khsh-n

Чӑваш Енри педагогсем Раҫҫейре иртекен тӑван чӗлхе учителӗсен ҫӗршыври съездне хутшӑнаҫҫӗ.

Педагоги Чувашии принимают участие во Всероссийском съезде учителей родного языка народов России.

Чӑваш чӗлхи учителӗсем съезда хутшӑнаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33703.html

Декабрӗн 9-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫӗршыв паттӑрӗсен кунне уявларӗҫ.

Help to translate

Паттӑрлӑх сехетӗнче // Ирина СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11838-pa ... ekhet-nche

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed