Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтнӗ (тĕпĕ: пӗт) more information about the word form can be found here.
Кружкӑпа панӑ сахӑрсӑр чейне вӑл ҫав пылакӗ пӗтнӗ ҫырла шӑммине ӗмсех аран-аран ӗҫсе ячӗ, йӑлт тара ӳкрӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Унӑн вӑйсӑрланнӑ куҫӗнчен тӗрлӗрен хуйхӑ-суйхӑпа тахҫанах куҫҫуль сӑрхӑнса пӗтнӗ темле чун ыратсан та исленмен куҫран, темиҫе тумлам куҫҫуль пӑчӑртанса тухрӗ.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ҫыннисем халь улшӑнса пӗтнӗ, ӗҫлессе ҫамрӑксем ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Качалав хӗрӗ чупса кӗчӗ те мана тӗксе: «Мӗн ҫывӑрса выртатӑн, тӑр, вӑрҫӑ пӗтнӗ!», - тесе кӑшкӑрса вӑратрӗ.

Help to translate

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

«Ӗнер Патман Павӑлӗ фермӑра кӑшкӑрашса пӗтнӗ, тет. Илтнӗ-и?» — хӑлхана кӗчӗ Макҫӑмӑн хӑйӑлтатса тухакан сасси.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пурин те гимнастеркисем шӑтса-ҫурӑлса пӗтнӗ, пичӗсем ӗнсе-хуралса кайнӑ, пурин те куҫӗсемпе шӑлӗсем илемсӗр шуррӑн, тискер шуррӑн курӑнаҫҫӗ, пурте йывӑррӑн сывласа, енчен енне сулланса тӑраҫҫӗ (йӑванса кайӗччӗҫ, тӑсӑлса выртӗччӗҫ, анчах ура айӗнче — шыв, кӑвак-симӗс мӑкпа витӗннӗ тӗмескесем, ӳксе ҫӗрнӗ йывӑҫсем тата — хура-симӗс шыв).

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Квартал вӗҫӗнче е ҫулталӑк пӗтнӗ чух комисси вӑл ҫуртӑн пӗр кӗтесси катӑк пулсан та йышӑнма хатӗр.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗн туса ҫав таранчченех пылчӑкланса пӗтнӗ эсӗ?

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Е кирпӗче ванса пӗтнӗ тесе тиркеҫҫӗ, е…

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эппин, Ерусланов пӗтнӗ ҫын мар, стройран тухса ӳкнӗ ҫын мар!

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Спецовка тӑхӑнса ҫурт-йӗр тӑвакансем, хурҫӑ шӑратакансем, нефть кӑларакансем, тырӑ выракансем, вӑрҫӑра аманса пӗтнӗ аллипех ҫурт-йӗре чӗрӗ илем кӳртекен Прохор Петрович — акӑ вӗсем, чӑннипех илемлӗ, телейлӗ ҫынсем.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӳҫӗ халех тӑкӑнса пӗтнӗ, ӗнси ҫинче ҫеҫ ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн типсе ҫитме ӗлкӗреймен йӗпкӗн хура кӑтрашкасем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫаплах ҫитеймен-ха вӑл ярмарккӑна, кусми пулнӑ велосипедне сӗтӗре-сӗтӗре шутсӑр асапланса пӗтнӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вараланса пӗтнӗ, кивӗ, чӑхсем ларакан кашта айӗнче выртнӑ, тейӗн.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӑна татса пама йывӑр мар-ха — отпускне хӑй шучӗпе илет те, ӗҫӗ те пӗтнӗ.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Астӑватӑр пулӗ, 2016 ҫултан пуҫласа 2018 ҫулччен Раҫҫейре кайӑксен грипне пула 6 миллион ытла кайӑк-кӗшӗк пӗтнӗ, темиҫе фабрика панкрута тухнӑ.

Help to translate

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Смартфон тенине йышӑннӑ та ӗҫӗ пӗтнӗ.

Help to translate

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

«Вӑл алкоголик, эрех пички, пӗтнӗ ҫын», — тетчӗ ун пирки чылайӑшӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗнӗ хуҫа тимсӗр, чунсӑр пулнӑран пурӑна киле пыл хурчӗсем вилсе пӗтнӗ, улмуҫҫисем хӑра-хӑра типнӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Вӑрҫӑра пӗтнӗ юлташӗшӗн ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн хыпаланать ӗнтӗ ку», — тесе шухӑшланӑ-тӑр анне.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed