Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Паянтан пуҫласах акӑ сире, пӗтӗм Иудея халӑхне, хырҫӑран тата тӑварпа сутӑ тунӑшӑн, пуҫкӑшӑльшӗн хуракан тӳлеврен хӑтаратӑп; 30. Иудея ҫӗрӗнчен тата ун ҫумне Самарипе Галилейӑран хушӑннӑ ҫӗрсенчен виҫҫӗшӗнчен те илсе тӑнӑ пайӑма — тырпулӑн виҫҫӗмӗш пайӗн укҫине, йывӑҫ ҫимӗҫӗсен ҫуррин укҫине — паянхи кунран тытӑнса ӗмӗрлӗхе пӑрахӑҫлатӑп.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халиччен иҫӗм йывӑҫӗ те, смоква йывӑҫӗ те, нар йывӑҫӗ те, ҫу йывӑҫӗ те ҫимӗҫ паманччӗ; паянтан пуҫласа вара Эпӗ вӗсене пиллӗп.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Паянтан Мана тархаслама пуҫламӑн-и: «эй Аттем! эпӗ ҫамрӑк чухне Эсӗ мана ҫул кӑтартса пыраттӑн!4. Не будешь ли ты отныне взывать ко Мне: «Отец мой! Ты был путеводителем юности моей!
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Акӑ Манӑн вӗсемпе хывнӑ халалӑм, тет Ҫӳлхуҫа: Манӑн сан ҫинчи Сывлӑшӑм, Эпӗ санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна хывнӑ сӑмахӑмсем санӑн чӗлхӳ-ҫӑварунтан, санӑн ӑрӑвун чӗлхи-ҫӑварӗнчен, сан ӑрӑвусен ӑрӑвӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗнчен паянтан пуҫласа ӗмӗр-ӗмӗр кайма пӗлмӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Озия каланӑ ӑна: эсӗ ҫакна пӗтӗмпе ырӑ чӗрӳ хушнипе каларӑн, сан сӑмахна никам та хирӗҫ пулмӗ, 29. мӗншӗн тесессӗн эсӗ мӗнешкел ӑслине паянтан ҫеҫ мар пӗлеҫҫӗ, эсӗ мӗн пӗчӗкренпех ӑслӑ-тӑнлӑ та ырӑ чун-чӗреллӗ пулнине пӗтӗм халӑх пӗлсе тӑрать.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ вӑхӑтра Вилем, Мифридат, Тавеллий, Рафим, Веелтефм, Самеллий ҫыруҫӑ тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Самарире тата ытти вырӑнта пурӑннӑскерсем, патша патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 17. «Артаксеркс патшана, хуҫамӑра — санӑн чурусем: пулни-иртнине ҫырса пыракан Рафимпа Самеллий ҫыруҫӑ, вӗсен канашӗнчи ытти ҫынсем, Келе-Сирипе Финикийӑра тӑракан тӳресем. 18. Патша хуҫамӑр паянтан пӗлсе тӑтӑрччӗ: сирӗн патӑртан пирӗн пата тухса килнӗ иудейсем Иерусалима, ҫак ҫылӑхлӑ та ултавлӑ хулана, ҫитсессӗн унти урам тӑваткӑлӗсене тирпейлеме тытӑнчӗҫ, хӳмине хӑпартаҫҫӗ, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хываҫҫӗ. 19. Ҫапла ӗнтӗ, ҫак хулана туса лартсассӑн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, вӗсем хырҫӑ тӳлеме те килӗшмӗҫ, ун пек ҫеҫ мар-ха, патшасене те хирӗҫ тӑрӗҫ. 20. Ӗнтӗ Турӑ Ҫуртне тума тытӑнчӗҫ те, эпир ҫакӑн ҫинчен шарламасӑр тӑрар мар терӗмӗр, 21. патша хуҫамӑра тата ҫакна та пӗлтересшӗн: эсӗ аҫусенӗн кӗнекисене пӑхса илме кӑмӑл тумӑн-ши?
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа паянтан санӑн вӑрҫӑсем пулӗҫ, тенӗ Ананий витӗркуран.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӑл каланӑ: Елисейӗн, Сафат ывӑлӗн, пуҫӗ паянтан сывӑ юлсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тенӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иакова [Лузра] Турӑ курӑннӑ, ӑна пилленӗ, 10. Турӑ ӑна каланӑ: санӑн яту Иаков; паянтан вара эсӗ Иаков ятлӑ пулмӑн, санӑн яту Израиль пулӗ, тенӗ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Лаван [Иакова] каланӑ: паянтан ҫак сӑрт [тата хам лартнӑ палӑк] манпа сан хушшӑмӑрти кӳнтелен пулчӗ, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.