Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак сӑлтавпа эпир «Авангард» хаҫатӑн тӗпелне унӑн ҫӗнтерӳҫине - республикӑри «Пограничное братство» обществӑн районти уйрӑмӗн ертӳҫине Анатолий Алексеевич Быкова - йыхравларӑмӑр, унӑн ӗҫри, общество пурнӑҫӗнчи хастарлӑхӗ, халӑхшӑн пурнӑҫланӑ ырӑ пулӑмсем, ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫри тӳпи тата ытти пирки те калаҫу пуҫартӑмӑр.
Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat
– Техникум директорӗ должноҫ полномочийӗсемпе киревсӗр шухӑшпа усӑ курни обществӑн тата патшалӑхӑн законпа хӳтӗленекен интересӗсене тӳрреммӗнех пырса тивет.
Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16
Чӗлхине ҫухатнӑ чӑвашсем - обществӑн ҫӗнӗ сийӗ.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Патшалӑх управленийӗн уҫӑлӑхӗ, инвестицисен конкурентлӑхне ӳстересси, инвестор пирӗн пата килтӗр тата унта хӑйне хӑтлӑ туйтӑр тесе ун валли ӗҫлеме лайӑх майсем, администраци ӗҫӗ тата налук енӗпе ӑнӑҫлӑ условисем туса парасси, – мӗн пур шайри влаҫ органӗсен тата гражданла обществӑн институчӗсен тӗп тӗллевӗсем.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
«Тандер» обществӑн Энгельс урамӗнчи «Магнит» гипермаркетӗнче «Букет Чувашии», «Вавилон», «Етӗрнесӗт», «Чувашская» ҫу-сыр бази» обществӑсен, тӗп хулари ҫӑкӑр тата эрех завочӗсен таварне сутаҫҫӗ.
Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20
«Букет Чувашии» обществӑн Ленин урамӗнчи «Сахарок-4» апат-ҫимӗҫ лавккинче асӑннӑ предприятире савӑтсене тултарнӑ тӗрлӗ шывпа сӑра, Шупашкарти ликерпа эрех завочӗн шурӑ эрехӗ, «АККОНД» обществӑн пылак ҫимӗҫӗпе «Вавилонӑн» лапши-макаронӗ, Куславккари сӗт-ҫу, Вӑрнарти аш-какай, Комсомольски районӗнчи сыр завочӗсен продукцийӗ пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20
Айӑккинчи куҫа Анемподист Никодимович евӗрлӗ кадрсенчен тӑракан йыш, чӑн малтан, ӑслӑлӑх канашӗн пайташӗсем, обществӑн сывӑ ӳчӗ ҫине тухса ларнӑ ҫӑпана аса илтереҫҫӗ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Пирӗн районти «АгроРесурсы» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫӗпе А.Вальшников учредитель те кӑмӑллӑ.
«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17
Чӑн та, ҫак чыслава уяв вырӑнне йышӑнни вырӑнлах пулассӑн туйӑнмасть, ку — хисеплӗ ватӑсем тӗлӗшпе пирӗн обществӑн тимлӗрех пулмаллине, ветерансене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене татса памаллине тепӗр хут аса илтерни, ҫӗршыв аталанӑвне вӗсем хывнӑ тӳпене, пархатарлӑ ӗҫне, ӑслӑлӑхне, чунлӑхне тивӗҫлипе хаклама пӗлни.
Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
«Дар» обществӑн /Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ/ территорийӗнче те вӗсене ҫав хакпах туянма сӗнеҫҫӗ.
Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
«Авангард» тулли мар яваплӑ обществӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи филиалӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче 300 гектар лаптӑк тара илни те пӗлтерӗшлӗ.
Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Ҫемье - обществӑн тӗп пайӗ, унта ҫынсем хушшинчи кӑмӑл-сипет, ӑс-хакӑл, эстетика, хуҫалӑх хутшӑнӑвӗсен пӗтӗм енӗ туллин палӑрать.
Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01
Вӗсене татса парас тӗлӗшпе влаҫ органӗсемпе пӗрлех обществӑн та ҫине тӑрса ӗҫлемелле.
Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Шупашкарти ҫурт-йӗр тӑвакан комбинат» тулли мар яваплӑ обществӑн тимӗр-бетон хатӗрӗсем туса кӑларакан завочӗ, Шупашкарпа хула ҫывӑхӗнче пурӑнакансене ӗҫмелли таса шыв парса тӑракан «Заовражная» станци тӗпне тасатакан сооружени, Вӑрнар районӗнчи Малтикас ялӗнче поселокри аш-какай комбиначӗн 1000 ӗне вырнаҫмалӑх комплексӗ, ытти предприяти хута кайнӑ.
Тупӑшлӑ предприятисем нумайланнӑ // В.ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Волгоградри «Химпром» уҫӑ акционерлӑ обществӑн официаллӑ сайтӗнче асӑннӑ сӑлтавпа вырнаҫтарнӑ савӑнӑҫлӑ информаци уйрӑмах тимлӗрех пулма хистет: — ВОАО «Химпром» территорийӗнче урӑх сарӑ фосфор ҫук.
Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма пулӑшма «Акконд-агро фирма» общество грузчикӗн Руслан Никифоров, Тӑвайри больница экономисчӗн Оксана Ефимова, «Акконд-агро фирма» обществӑн менеджерне Артемий Степанов ҫемйисене свидетельствӑсем панӑ.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
Районӑн Хисеп кӗнекине РФ субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсен ӗҫне йӗркелеме пулӑшакан пайӑн начальникӗ Николай Иванович Иванов (Тушкил), Эдуард Сергеевич Ушаков краевед, «Отделка ӗҫӗсен управленийӗ» обществӑн директорӗ Иван Николаевич Лукин ячӗсене кӗртнӗ.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
«Чемпион сева-2016» тесе ҫырнӑ лентӑна «Акконд-агро фирма» обществӑн механизаторне Юрий Яковлева ҫакса янӑ.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
ЧР ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотиллӗ «Акконд-агро фирма» обществӑн машинӑпа ӗне сӑвакан операторӗ Галина Васильевна Семина, Илларионов хресчен фермер хуҫалӑх осеменаторӗ Анжела Васильевна Чернова, Грачев хресчен фермер хуҫалӑхӗн пӑру пӑхаканӗ Зоя Алексеевна Шашкова, «Чутеевский» ЯХПК машинӑпа ӗне сӑвакан операторӗ Валентина Сергеевна Филиппова, ял хуҫалӑх ветеранӗ Анатолий Васильевич Салканов пулчӗҫ ҫакӑн хыҫҫӑн.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
«Тӑвай районӗпе Тӑвай ялӗн хаклӑ ҫыннисем! Сире чӑваш наци уявӗпе - Акатуйпа пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп. Тӑвай районӗнче Акатуя ҫуллен ирттерни - наци йӑли-йӗркине упракан уҫӑмлӑ тӗслӗхлӗ ку праҫник пур ӳсӗмри тата пур професси ҫыннисене творчествӑлла ӗҫе, искусствӑна, спорта явӑҫтарса пӗрлештерет», - тесе ырӑ суннӑ «АККОНД» обществӑн генеральнӑй директорне Валерий Иванова пулӑшакан Сергей Николаевич Майраслов.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15