Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нимӗҫсемпе тытӑҫкаласа илсе, чакса пынӑ хушӑра ротӑра пурте пӗлсе ҫитнӗ: хӑйне яланах лӑпкӑн тытакан Юргин сержант ҫапӑҫу хирӗнче никам тытса чарайми вутпа хӗрсе вӗриленсе кайнӑ пек пулать те, ҫав вут пӗҫертсе илнипе вара, нимрен те хӑрамасӑр, ҫав тери паттӑррӑн та хаяррӑн ҫапӑҫать.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ачасен Шустовпа Ваньӑна хӑйсем мӗн курни, мӗн илтни, нимӗҫсемпе тӗл пулсан мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парас килет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑш чухне тата вӑл, кӗлмӗҫ пек тумланса, ялсене ҫитсе ҫӳренӗ, унта нимӗҫсемпе полицайсем пуррине, совет ҫыннисене мӑшкӑллама кама старостӑна лартнине пӗле-пӗле килнӗ.
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӗ ӗнтӗ вӑта ҫӗрте, нимӗҫсемпе Мускав хушшинче, Вязьма хули…А теперь посередине между немцами и Москвой оставалась Вязьма.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Э-э, нимӗҫсемпе пӗрле Салихов хӑй те килнӗ иккен.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Нимӗҫсемпе ҫыхланнӑшӑн пит ратах мар пулас.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Нимӗҫсемпе тытӑҫма хушман пире.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970