Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мухтава (тĕпĕ: мухтав) more information about the word form can be found here.
Хӗпӗртенсе кӑшкӑрӑр, ҫӗр авӑрӗсем; хавасланса шавлӑр, тусем, вӑрмансем, унти йывӑҫсем: Вӑл Иакова тӳлесе илнӗ, Израиле хӑтарса мухтава тухнӑ.

Восклицайте, глубины земли; шумите от радости, горы, лес и все деревья в нем; ибо искупил Господь Иакова и прославится в Израиле.

Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫӳлхуҫа Хӑй тӳрӗлӗхӗшӗн саккуна чапа, мухтава кӑларнӑ.

21. Господу угодно было, ради правды Своей, возвеличить и прославить закон.

Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӑха ӗрчетрӗн Эсӗ, халӑха ӗрчетрӗн — Хӑвна мухтава кӑлартӑн, мухтавна ҫӗрӗн мӗнпур кӗтессине ҫитертӗн.

15. Ты умножил народ, Господи, умножил народ, - прославил Себя, распространил все пределы земли.

Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Этемсем хушшинче Симпа Сиф мухтава тухнӑ, анчах Турӑ пултарнӑ пурӑнан чун хушшинче чи ҫӳлте тӑраканни — Адам.

18. Прославились между людьми Сим и Сиф, но выше всего живущего в творении - Адам.

Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫӳлхуҫа унӑн ҫылӑхӗсене каҫарнӑ, унӑн мӑйракине ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларнӑ, патшалӑхне ӗмӗрлӗхе халалланӑ, ӑна Израилӗн аслӑ пуканне пилленӗ.

13. И Господь отпустил ему грехи и навеки вознес рог его и даровал ему завет царственный и престол славы в Израиле.

Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Тӳресем те ҫавӑн пекех харпӑр хӑй ятне мухтава кӑларнӑ, вӗсенӗн чӗри аташман, вӗсем Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнман — вӗсен асӑмлӑх ячӗсем пиллӗхлӗ пулччӑр!

13. Также и судии, каждый по своему имени, которых сердце не заблуждалось и которые не отвращались от Господа, - да будет память их во благословениях!

Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Аллине ҫӗкленӗ чухне, хӗҫне хуласем ҫине тӑснӑ чухне вӑл еплерех мухтава тухнӑ!

3. Как он прославился, когда поднял руки свои и простер меч на города!

Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Чӑн мухтав вӑл — ӑслӑлӑх мухтани, ун пек мухтава Ҫӳлхуҫа тӗрӗс ҫулпа ярать.

10. Будет похвала произнесена мудростью, и Господь благопоспешит ей.

Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Ывӑлӑм! чунна йӑвашлӑхупа мухтава кӑлар, ӑна тивӗҫлӗхне кура чысла.

31. Сын мой! кротостью прославляй душу твою и воздавай ей честь по ее достоинству.

Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ҫапла пур тӗлӗшпе те аслӑ турӑн, мухтава кӑлартӑн, ӑна пӑрахмарӑн, кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек хӑш вырӑнта та унпа пӗрле пултӑн.

21. Так, Господи, Ты во всем возвеличил и прославил народ Твой, и не оставлял его, но во всякое время и на всяком месте пребывал с ним.

Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Хитре сӑн — ултавлӑ, илем те — ниме тӑмасть; Ҫӳлхуҫаран хӑракан арӑм вара — мухтава тивӗҫлӗ.

30. Миловидность обманчива и красота суетна; но жена, боящаяся Господа, достойна хвалы.

Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Айваннисем еткерлӗхе ухмахлӑх илеҫҫӗ, ӑслӑ-тӑнлисем пӗлӗвӗпе мухтава тухаҫҫӗ.

18. Невежды получают в удел себе глупость, а благоразумные увенчаются знанием.

Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ӑслӑлӑха хаклама пӗл — вӑл ҫӗклентерӗ сана; ун ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, вӑл сана мухтава кӑларӗ; 9. сана хӳхӗм пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартӗ, сана мухтав ҫӗлӗкӗ ҫитерсе парӗ.

8. Высоко цени ее, и она возвысит тебя; она прославит тебя, если ты прилепишься к ней; 9. возложит на голову твою прекрасный венок, доставит тебе великолепный венец.

Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Ӑслисем мухтава тивӗҫӗҫ, ӑссӑрсем намӑса юлӗҫ.

35. Мудрые наследуют славу, а глупые - бесславие.

Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Сӑваплисем мухтава тухчӑр, выртнӑ вырӑнӗ ҫинче савӑнччӑр.

5. Да торжествуют святые во славе, да радуются на ложах своих.

Пс 149 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫӳлхуҫа аслӑ, мухтава тивӗҫлӗ, Унӑн аслӑлӑхне тишкерсе ҫитереймӗн.

3. Велик Господь и достохвален, и величие Его неисследимо.

Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫӳлхуҫанӑн хӑватлӑхӗ ҫинчен кам каласа парайӗ, Ӑна тивӗҫлӗ мухтава кам пӗлтерме пултарайӗ?

2. Кто изречет могущество Господа, возвестит все хвалы Его?

Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эсӗ ҫӑлнипе вӑл аслӑ мухтава тухрӗ; Эсӗ ӑна хисеплӗ те чаплӑ турӑн.

6. Велика слава его в спасении Твоем; Ты возложил на него честь и величие.

Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Мухтава тивӗҫлӗ Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса чӗнетӗп те — тӑшманӑмсенчен хӑтӑлатӑп.

4. Призову достопоклоняемого Господа и от врагов моих спасусь.

Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ пурне те пӗлетӗн; эпӗ мухтава юратакан Амана пуҫҫапмарӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ мӗншӗн ҫапла тунине Эсӗ пӗлетӗн, эпӗ ҫакна ҫынна кӳрентерес тесе туман, мӑнаҫланнипе те, чыса кӑмӑлланипе те туман, Израиле ҫӑласшӑн эпӗ Аман ури йӗррине хаваспах чуптунӑ пулӑттӑм; эпӗ ҫакна этем чапне Турӑ чапӗнчен ҫӳле хурас мар тесе, Сансӑр, Ҫӳлхуҫамӑмсӑр, пуҫне никама та пуҫҫапас мар тесе турӑм; эп куна мӑнаҫланнипе тумастӑп.

Ты знаешь все; Ты знаешь, Господи, что не для обиды и не по гордости и не по тщеславию я делал это, что не поклонялся тщеславному Аману, ибо я охотно стал бы лобызать следы ног его для спасения Израиля; но я делал это для того, чтобы не воздать славы человеку выше славы Божией и не поклоняться никому, кроме Тебя, Господа моего, и я не стану делать этого по гордости.

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed