Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Давид тутарнӑ юлашки ӗҫ левитсене — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — шута илсе тухни пулнӑ; 28. вӗсен Аарон ывӑлӗсем ҫумӗнче пулмалла пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑхса тӑмалла, картишӗнче, хуралтӑ таврашӗнче ӗҫлесе тӑмалла, пур ҫӗрте те тасалӑха тытса тӑмалла, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнчи тӗрлӗ ӗҫе туса тӑмалла пулнӑ, 29. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсене, тырӑ-пулӑ парни валли кӳрекен тулӑ ҫӑнӑхне, тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусене, ытти пӗҫернӗ е ӑшаланӑ апат-ҫимӗҫе тӗрӗслесе, шутласа-виҫсе тӑмалла пулнӑ, 30. вӗсен ирсерен Ҫӳлхуҫана аслӑламалла, мухтавламалла пулнӑ, каҫхине те ҫавӑн пекех тумалла пулнӑ, 31. шӑматкунсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗсенче тата уяв кунӗсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ чухне, ҫирӗплетнӗ йӗрке тӑрӑх, вӗсен яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче пулмалла пулнӑ, 32. вӗсен Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхламалла, сӑваплӑ пӳлӗме пӑхса тӑмалла, хӑйсен тӑванӗсем священниксем, Аарон ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлӗ тунӑ чухне вӗсене пулӑшса тӑмалла пулнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫавӑн чухне Давид, Орна иевусей йӗтемӗ ҫинче хӑйне Ҫӳлхуҫа илтнине курсассӑн, унта парне кӳнӗ.28. В это время Давид, видя, что Господь услышал его на гумне Орны Иевусеянина, принес там жертву.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Давид унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ; Ҫӳлхуҫана чӗнсе кӗлтунӑ, ӑна илтнине Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫине тӳперен вут-ҫулӑм ярса пӗлтернӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ саккунӗн арчине илсе килсессӗн, ӑна Давид ун валли хатӗрленӗ чатӑр варрине лартнӑ та Турра пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине ҫӗклесе пыракан левитсене Турӑ пулӑшнӑ, вӗсем вара ҫичӗ пӑру тата ҫичӗ така пусса парне кӳнӗ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл тӳпем вырӑнсенче чӳк тӑвас йӑлана пӑрахӑҫламан: халӑх ҫав-ҫавах чӳк парнисем кӳнӗ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.4. Только высоты не были отменены: народ совершал еще жертвы и курения на высотах.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Нееман, Сири патшийӗн ҫарпуҫӗ, хӑй хуҫи умӗнче пысӑк ҫын шутланнӑ, ун умӗнче хисепре тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ун урлӑ Сири ҫыннисене ҫӗнтерӳ кӳнӗ; вӑл питӗ пултаруллӑ ҫар ҫынни пулнӑ, анчах тилҫе чирӗпе асапланнӑ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вара вӑл малтанхи ывӑлне, хӑй вырӑнне патшана лартма тивӗҫлӗскерне, тытнӑ та ӑна хӳме ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан; халӑх вӗсем ҫинче ҫаплах-ха парнесем кӳнӗ, тӗтӗркӗчпе тӗтӗрнӗ.Только высоты не были отменены; народ еще совершал жертвы и курения на высотах.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вефильте тунӑ парне вырӑнӗ ҫинче вара вӑл хӑй ирӗккӗн палӑртса хунӑ саккӑрмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче парнесем кӳнӗ; ҫапла Израиль ывӑлӗсем валли уяв кӑларнӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмешкӗн Иеровоам ӗнтӗ парне вырӑнӗ умне пырса тӑнӑ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа ячӗпе тутарнӑ парне вырӑнӗ ҫинче Соломон ҫулталӑкра виҫӗ хутчен парне кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе тӑнӑ, унтах Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те эсир тата сирӗн ывӑлӑрсем Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ панӑ ӳкӗтсемпе йӗркесене тытса тӑмасассӑн, урӑх турӑсене пӑхӑнма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн, 7. Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе пӑрахӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта та пӑрахӑп, Израиль вара халӑх хушшинче ҫын мӑшкӑлӗ, тӗнче кулли пулса юлӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Ҫав кунах патша, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе тырӑ-пулӑ парнисем кӳрсе, канӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи картишӗн вӑтаҫӗр пайне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа умӗнчи пӑхӑр парне вырӑнӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене, тырӑ-пулӑ парнисене, канӑҫлӑх парнийӗсен ҫӑвне шӑнӑҫтарма пултарайман.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшапа Израилӗн пӗтӗм ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Вара патшапа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ вӑл Иерусалима кайнӑ, [парне вырӑнӗ умне] Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умне тӑрса, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ, унтан пӗтӗм тарҫи-тӗрҫи валли пысӑк ӗҫкӗ тунӑ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав парне вырӑнӗ ҫинче Соломон пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем пин парне кӳнӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑма парне вырӑнӗ тунӑ, ун ҫинче Соломон ҫулталӑкра виҫӗ хутчен парне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем — кӳнӗ, ҫавӑнтах Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрнӗ, ӗнтӗ Ҫурта туса пӗтернӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ун хыҫҫӑн Давид унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.25. И соорудил там Давид жертвенник Господу и принес всесожжения и мирные жертвы.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Парне кӳнӗ чухне Авессалом Гило хулин ҫыннине Ахитофела, Давид канашҫине, Гило хулинчен чӗнтерсе килнӗ.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.