Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫ the word is in our database.
куҫ (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Тӗтӗм ункисем ярса тӑракан дежурнӑйсем — икӗ услап — куҫ хӳрипе ун еннелле пӑхса илчӗҫ те куҫӗсене маччаналла каҫӑртрӗҫ.

Пускавшие в потолок кольца дыма двое дежурных, дюжие молодцы с распухшими от безделья и водки лицами, мельком взглянули в его сторону и продолжили свое занятие.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Социаллӑ пурнӑҫпа экономика вӑй илсен, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайӗ те ырӑ енне куҫса пырасси куҫ кӗретех пулӗ», –тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Help to translate

Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult

Хура куҫ харшийӗсем — ытла уҫҫӑн палӑраҫҫӗ, куҫӗсем ытла савӑнӑҫлӑ, тутисем — ытла тутлӑ.

Все в ней чрезмерно: брови чересчур черны, глаза слишком радостны, губы приторно сладки.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ай-хай, савнӑ тусӑм, хура куҫӑм, Куҫ умӗнчех кула пуҫларӗ.

А милая — неясный месяц мой, Смеешься мне в глаза.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрлӗ ҫыр, Хӗрлӗ ҫыр амӑшӗ кепе, кепе амӑшӗ, хӑҫан та хӑҫан ҫавсем ҫине куҫ ӳкет, ҫавӑн чух тин ҫак Хӗлипе куҫ уксе ҫӗнтертӗр…»

Боги, помогите Хелипу победить злую болезнь.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ылтӑн чӑрӑш ҫинче ылтӑн шӑпчӑк, ҫав ылтӑн шӑпчӑк ҫине хӑҫан та хӑҫан хура халах куҫӗ ӳкет, ҫавӑн чух тин Хӗлип ҫине куҫ ӳксе ҫӗнтертӗр…

На золотой ели сидит золотой соловей, когда на него падет черный глаз, только тогда пускай и на нашего Хелипа…

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Утарах пулса кайнӑ-и унта сирӗн?» — терӗ те Савтепи пӗлмӗш пулса ҫуталса тӑракан ытарма ҫук куҫӗсене хӗссе вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗпе хупларӗ.

— У вас там пасека? — прищурила глаза в густых длинных ресницах Савдеби.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Васкаварлӑ уттинчен, сан-сӑпатран, ҫи-пуҫӗнчен пӑхсан Яка Иллене ӑш вӗҫнӗ ҫын, телейсӗр чун, пурнӑҫра хӑйӗн ӑрӑскалне тупайман мӗскӗн темелле, анчах ҫӑмламас куҫ харши айӗпе ҫивеччӗн те савӑнӑҫлӑн пӑхакан куҫӗсем йӑлтах урӑххи ҫинчен калаҫҫӗ.

По виду Илле можно было принять за человека несчастного, дошедшего до ручки, если бы не острый взгляд хитроватых глаз из-под лохматых черных бровей, эти глаза говорили совсем об ином.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пысӑк куҫсем вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсем айне пытанаҫҫӗ.

Большие глаза боязливо и радостно прячутся под пушистыми длинными ресницами.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫ умӗнчех тӑрать: Чечек, Уҫланкӑ, шурлӑх, юланут, Мӗнле сасартӑк ҫиҫӗм пек Пырса чӗвенчӗ элчӗ ут, Мӗнле асамлӑ ҫӳҫентерчӗ Ҫилленнӗ хӗрӗн куҫ йӗтри…

Help to translate

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хавал ун ҫук: сӑра, апат Паян пӗр тутӑсӑр пек уншӑн, Вӑл пурӑнать пулас мӑнкуншӑн: Куҫ умӗнче пӗр сӑн-сӑпат Ялан тӑрать — чуна вӑратрӗ; Вӑл савӑнтарчӗ те хӑратрӗ Куҫ умӗнчен кӗҫ каясран.

Help to translate

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Куҫ умӗнче ӗмӗтленни: Ун сӑн-сӑпачӗ, пӗвӗ, туме, Кӑтра ҫемҫе сар ҫӳҫӗн хумӗ, Ик йӑлтӑр куҫӗ хӗмленни — Чӑнах ҫак илчӗ тыткӑна.

Help to translate

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кабир ӑна «Ҫитӗ, куҫ умӗнче ан ырла, куҫ хыҫӗнче ан хурла» тесе каласа хурасшӑнччӗ, анчах кӑна ытлашши тесе шутларӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫма Иванч киле таврӑнмассерен карттӑ ҫине пӑхать — кунта фронтри ӗҫсем йӑлтах куҫ умӗнче.

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫулҫӑ ҫине нумай пӑхса ларсан пӗчӗк тымарсем пысӑкланса куҫ умне пыратчӗҫ, куҫ тӗрӗс тӗллесе пӑхма вӗренетчӗ.

Help to translate

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анчах хытӑ витӗмне ҫӳл енчен вӗтӗ юн тымарӗсем карса илнӗ, икӗ куҫӗ те сиенленнӗ — куҫ шӑрҫи таранах.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эс манран тата хӗр ыйтатӑн-и-ха? — лапсӑркка куҫ харшисем айӗнчен хаяррӑн ҫиҫрӗҫ ун куҫӗсем.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫа хирӗҫ куҫ, чӗлхене хирӗҫ чӗлхе тенӗ.

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫ умӗнче ҫапӑҫаҫҫӗ-и вӗсем е куҫ хыҫӗнче…

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫ хӑрпаххи пит вӑрӑм, Ҫавӑнпа куҫне уҫаймасть.

Help to translate

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed