Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Калаҫасса та мӗнле йӗрӗнчӗк калаҫать, — шухӑшларӗ Ромашов.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Калаҫасса вӑл лӑпкӑнах калаҫать темелле, анчах мӗнпуринчен уйрӑм, дивизийӗпех палӑрса тӑракан сассин кашни кукрашкиех, — сӑмах май каласан, службӑри хӑйӗн пӗтӗм карьерине вӑл шӑпах ҫавна пула турӗ, — тем пысӑкӑш плацӑн чи аякри вырӑнӗсенче кӑна мар, шоссе ҫинче те янках илтӗнет.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Калаҫасса та мучи питӗ сивӗ ҫанталӑкра калаҫнӑ пек калаҫрӗ — сыпӑкӑн-сыпӑкӑн, ҫӑварне йӗркеллӗн уҫмасӑр; тути шӑннӑ чухнехи евӗрлӗн, час-часах такӑнчӗ вӑл, тутапа каламалли хупӑ сасӑсене те йӗркеллӗн кӑлараймарӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Мойсей Мойсеич куласса кулчӗ-ха, калаҫасса калаҫрӗ, хӑй вара пурпӗрех хӑраса та шанӑҫсӑррӑн Соломон ҫине пӑха-пӑха илчӗ.Мойсей Мойсеич смеялся и говорил, а сам между тем пугливо и подозрительно посматривал на Соломона.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӑвак чӑлха ниме пӗлтермен аффектаципе мӑнкӑмӑллӑн хӑй ним чухламан литературӑри тата наукӑри япаласем ҫинчен калаҫать, калаҫасса вара вӗсемпе чӑнах та интересленнӗ пирки мар, хӑйӗн ӑсӗпе (ӑсне вара ҫутҫанталӑк ӑна парайман), ырӑ ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемпе (вӗсем вара унӑн хӑй ларакан пуканти чухлӗ ҫеҫ), пӗлӳлӗхпе (пӗлӳлӗхӗ унӑн попугайӑнни чухлӗ кӑна) вӗҫкӗнленес тесе ҫеҫ калаҫать.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Апла мар пуль ҫав, е калаҫасса калаҫнӑ пуль те, ҫав сӑмахсене илтнӗ пулин те, пӗр-пӗрне ӗненмен, ӗненессе вара акӑ мӗншӗн ӗненмен: ытти япаласем ҫинчен, тен, ҫак япала ҫинчен те, вӗҫӗмсӗрех урӑхла калаҫнине илтнӗ; ахаль пулсан, мӗнле ҫавӑн чухлӗ асапланнӑ-ха эсир?
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах тата тӑватӑ кунтан Вера Павловнӑна Лопухов сывалса ҫитни паллӑ пулчӗ: ҫак каҫ вӗсем виҫҫӗн картла вылярӗҫ, Лопухов выртмарӗ, таянса ларса вылярӗ, калаҫасса питӗ кӑмӑллӑ сасӑпа калаҫрӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хӗрарӑмсем ҫак ӑслӑ сӑмахсене итлесе те пӑхрӗҫ, калаҫасса лешсем ӑслӑ калаҫнӑ пек мар, ахаль ҫеҫ калаҫнӑ пек сӑмахларӗҫ, вӗсен калаҫӑвне хутшӑнса, ыйтусем те паркалаҫҫӗ, анчах ытларах-ытларах, паллах, вӗсем итлемеҫҫӗ, Лопуховпа Алексей Петрович минераллӑ удобренисем ҫав тери хаклӑ япаласем тесе калаҫма пуҫласан, вӗсене шывпа пырса пӗрӗхрӗҫ, анчах Алексей Петровичпа Лопухов хӑйсен ӑслӑ калаҫӑвне ҫаплах малалла тӑсрӗҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах «путсӗр» тес вырӑнне вӑл «пут…» теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, мӗншӗн тесен Лопухов питӗ хыттӑн: «Эпӗ эсир ятлаҫнине итлеместӗп, эпӗ ӗҫ ҫинчен калаҫма килтӗм. Ҫилленнипе эсир лӑпкӑн калаҫма пултараймастӑр пулсан, эпир Павел Константинычпа иксӗмӗр калаҫӑпӑр, эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр лӑплансан, пире чӗнме Федьӑна е Матренӑна ярар», — терӗ, ҫакна каланӑ май Павел Константиныча залран ун кабинетне ҫавӑтса кӗчӗ, калаҫасса питӗ хытӑ калаҫрӗ, темле кӑшкӑрсан та, унран хытӑрах калаҫаймӑн, ҫавӑнпа Марья Алексевнӑн ятлаҫма чарӑнмалла пулчӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочкӑпа Лопухов хӑшин пек шухӑшлани тӗрӗс пулни ҫинчен нумай калаҫман, калаҫасса вӗсем пӗр-пӗринпе ахаль те сахал калаҫнӑ; сайра хутра вӗсем вӑрах та калаҫкаланӑ, анчах ун пек чухне вӗсем ытти япаласем ҫинчен, сӑмахран, кам мӗнле шухӑшлани ҫинчен е урӑх ҫавӑн пекрех япаласем ҫинчен калаҫнӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каччӑпа хӗр пӗр-пӗрне юратма пуҫланине тата ӑҫтан пӗлме пулать ӑна? — юрату сӑмахӗсенчен; — нимӗнле юрату сӑмахӗсем те илтӗнмеҫҫӗ, калаҫасса та пӗр-пӗринпе сахал калаҫаҫҫӗ вӗсем, — Дмитрий Сергеич ытларах Марья Алексевнӑпа калаҫать е акӑ тата: вӑл Верочка валли кӗнекесем илсе киле пуҫларӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пуҫласса та тӳрех документсенчен пуҫланӑ, калаҫасса та епле калаҫать, «Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынна унсӑр юрамасть», тет — сайра пулаҫҫӗ кун пек тӗплӗ ҫынсем!
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чей ӗҫменнипе учитель Марья Алексевнӑна унчченех килӗшнӗччӗ; вӑл йӗркеллӗ, ӗҫе тӗплӗн тӑвакан ҫын пулни пур енчен те курӑнать; калаҫасса вӑл сахал калаҫать, ҫӑмӑлттай мар, — ҫакӑ лайӑх та ӗнтӗ; анчах калать пулсан, лайӑх калать вара, уйрӑмах укҫа-тенкӗ ҫинчен лайӑх калать; анчах виҫӗмкунхи каҫранпа вара Марья Алексевна учителе пушшех хаклама пуҫларӗ: учителӗн хӑй урок ирттерекен ҫемьесенчи хӗрсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнме юрамасть, питӗ пысӑк чӑрмав пур: ун пек ҫамрӑк ҫынсен ҫавнашкал пысӑк чӑрмав сайра хутра кӑна пулать вӗт.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Серж вара: Верочка фортепьяно мӗнле калани ман арӑм кӑмӑлне каять, анчах ман арӑм унпа калаҫса пӑхасшӑн, мӗншӗн тесен учительницӑнне кӑмӑлне те, т. ыт. те пӗлес пулать, — терӗ, хӑй вара калаҫасса Сторешников ҫинченех калаҫса тӑчӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл ҫиелтен пӑхма та мӑнкӑмӑлланчӗ, калаҫасса та сахал калаҫакан пулчӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Калаҫасса сайра калаҫатӑп ӗнтӗ хам, анчах вырӑнлӑ тухать.
17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Калаҫасса сайра калаҫатӑп ӗнтӗ хам, анчах вырӑнлӑ тухать.
17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав кунран пуҫласа вӑл хӑйне хӑй Давыдовпа ҫывӑх паллашнӑ ҫын вырӑнне хума пуҫларӗ, калаҫасса та унпа ыттисем пек мар, туслӑн та ытлашширех хӑюллӑн калаҫкалама пӑхать.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Калаҫасса калаҫ та — ытлашшине персе ан яр! — Санька хӑй сисмесӗрех палламан ача еннелле урине ярса пусрӗ, кӗтмен ҫӗртенех, чылай сиввӗн, хӑйне ҫапла туйӑнчӗ, пӗр ҫыхӑнусӑр: — эсӗ ӑҫтисем?
6-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр урине теприн ҫине хурса ларать вӑл, пуҫне аллипе тӗревлет — ҫаксене йӑлтах питӗ ирӗклӗ, лӑпкӑ та илемлӗ тӑвать; калаҫасса та Тарантьевпа Мухояров пек мар, упӑшки калаҫнӑ пек мар калаҫать; вӑл каланинчен Агафья Матвеевна нумайӑшне ӑнланаймасть, анчах ун сӑмахӗсем ӑслине, ыррине, тӗлӗнмеллине туять; вӑл ӑнланакан сӑмахсене те Обломов темлерех, ҫынсенчен урӑхларах калать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956