Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Ҫылӑхли хӑйӗн ҫулӗнчен, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакан хӑйӗн усал шухӑшӗсенчен пӑрӑнтӑр, Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнтӑр, Вӑл ӑна каҫарӗ, пирӗн Туррӑмӑр патне пытӑр: Вӑл нумай ырӑлӑхлӑ.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Анчах та Вӑл пирӗн ҫылӑхсемшӗн суранланнӑ, пирӗн йӗркесӗр ӗҫсемшӗн асапланнӑ; пирӗн тӗнче айӑпне Ун ҫине тиенӗ, эпир вара Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ сире хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн сутса янӑ, аннӗре сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсемшӗн уйӑрса янӑ.Вот, вы проданы за грехи ваши, и за преступления ваши отпущена мать ваша.
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене тӗтре пек сирӗп, санӑн ҫылӑхусене пӗлӗт пек ҫӗтерӗп; Ман енне ҫаврӑн: Эпӗ сана тӳлесе илнӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене Эпӗ, Эпӗ Хамах, Хамшӑн Хам пӗтерӗп, санӑн ҫылӑхусене манӑҫа кӑларӑп.25. Я, Я Сам изглаживаю преступления твои ради Себя Самого и грехов твоих не помяну:
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кӗмӗл парса эсӗ Маншӑн тутлӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш туянмарӑн, Мана парнӳсен ҫӑвӗпе савӑнтармарӑн; анчах Мана хӑвӑн ҫылӑхусемпе чӑрмавларӑн, Мана хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсемпе пӑшӑрхантартӑн.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сион ҫинче ҫылӑхлисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ; йӗркесӗр ҫынсем чӗтреве ерчӗҫ: «пӗтӗмпех тӗп тӑвакан вут-кӑвар вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ? ӗмӗр сӳнми ҫулӑм вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ?» 15. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, тӳррине калать, кам ыттисене хӗссе мул пухасран йӗрӗнет, аллине сӗрев илессинчен тытса чарать, юн юхтарасси ҫинчен илтес марччӗ тесе хӑлхине хуплать, усал ӗҫе курас марччӗ тесе куҫне хуплать — 16. ҫавӑ ҫӳлте пурӑнӗ; ҫӗнтерейми чул ту унӑн хӳтлӗхӗ пулӗ; ӑна ҫӑкӑр парӗҫ; шывӗ те иксӗлмӗ унӑн.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах Унра — пӗтӗм ӑслӑлӑх; инкек ярӗ, Хӑйӗн сӑмахне каялла тумӗ; ҫылӑхлисен килне хирӗҫ, йӗркесӗр пурӑнакансен пулӑшӑвне хирӗҫ ҫӗкленӗ.
Ис 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн урлӑ Иаковӑн йӗркесӗр ӗҫӗ пӑрахӑҫланӗ; вӑл чӳк вырӑнӗсен чулӗсене тӗпренчӗк акшар тусассӑн, Астарта юписемпе тӗтӗрмелли вырӑнсене пӗтерсессӗн унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5-6. Халӑхсене хаяррӑн, тарса хӑтӑлмалла мар асаплантарнӑ, йӑх-ӑрусене кӑра ҫилӗпе хӗсӗрлесе тытса тӑнӑ йӗркесӗр ҫынсен патаккисене, патшасен туйисене Ҫӳлхуҫа тӗппипе аркатрӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӗнчене Эпӗ усаллӑхӗшӗн, ҫылӑхлисене йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн хаса парӑп, мӑнкӑмӑллисем ӑсчахланнине, хӗсӗрлекенсем мӑнаҫланнине чарса лартӑп; 12. ҫынсене таса ылтӑнран та хаклӑрах, арсене Офир ылтӑнӗнчен те хаклӑрах пулмалла тӑвӑп.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мӗскӗнсене Вӑл тӳррипе сут тӑвӗ, ҫӗр ҫинче асапланакансен ӗҫӗсене тӗрӗс татса парӗ; ҫӗре Хӑй сӑмахӗн туйипеле пӗтерӗ, йӗркесӗр ҫынсене Хӑйӗн сӑмахӗпе вӗлерӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ ӑна йӗркесӗр халӑха хирӗҫ, ҫиллӗм ӳкнӗ халӑха хирӗҫ ярӑп — ҫаратмаллипех ҫаратма, тупӑш тупма, ӑна урамри пылчӑк пек таптама хушса ярӑп.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Калӑр тӳрӗ ҫынна — ӑна ырӑлӑх пулӗ: хӑй ӗҫӗсемшӗн вӑл ырӑ курӗ; 11. йӗркесӗр ҫынна вара хуйхӑ ҫитӗ: алли ӗҫӗсемшӗн тавӑру килӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ах, ҫылӑхлӑ халӑх, йӗркесӗр ӗҫсем айне пулнӑ халӑх, усал ҫынсен йӑхӗ, ҫынвӗлерен ывӑлсем! Ҫӳлхуҫаран сивӗнчӗҫ, Израиль Святойне вырӑна хумарӗҫ — каялла ҫаврӑнчӗҫ, тет.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл халӑха ӑнӑҫлӑн Турӑ енне ҫавӑрнӑ, йӗркесӗр пурӑнӑҫӑн ирсӗрлӗхне пӗтернӗ; 4. Турӑран хӑпас халӑха тӳрӗ ҫулпа илсе кайнӑ, саккуна уяман ҫынсен вӑхӑтӗнче саккунсӑрлӑх йӗрӗнчӗкне кӑкланӑ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Аҫу-аннӳ умӗнче аскӑнланма, пуҫлӑхпа патша умӗнче суя суйма намӑсланӑр; 22. тӳрепе пуҫлӑх умӗнче усал ӗҫ тума, пуху умӗнче, халӑх умӗнче йӗркесӗр ӗҫ тума вӑтанӑр; 23. тус-йыш умӗнче, юлташ умӗнче улталама, кӳршӗ умӗнче вӑрӑ тума намӑсланӑр: 24. ҫакна тумашкӑн Турӑ тӳрӗлӗхӗнчен те, Унӑн халалӗнчен те намӑсланӑр.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлти Турӑ саккунне пӑрахнӑ йӗркесӗр ҫынсем, сире хурлӑх ҫитӗ!11. Горе вам, люди нечестивые, которые оставили закон Бога Всевышнего!
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗркесӗр ҫынсен пурлӑхӗ юхӑм шывӗ пек типсе ларӗ, шалкӑм ҫумӑр ҫунӑ чухне хаяр аслати кӗрлесе иртсе кайнӑ пек ҫухалӗ.13. Имения неправедных, как поток, иссохнут и, как сильный гром при проливном дожде, прогремят.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вилӗм, юн тӑкни, вӑрҫӑ-харҫӑ, хӗҫ, инкек-синкек, выҫлӑх, хӗн-асап, типшар — 10. пурте ҫакӑ — йӗркесӗр ҫынсем валли; талай та ҫавсем пиркиех ҫитнӗ.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.