Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

итлет (тĕпĕ: итле) more information about the word form can be found here.
Вӑл мана итлет, мӗн хушнине тӑвать.

Он послушно исполняет это.

Класри доска умӗнче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Выртма хушнӑ ача вӑтанать, юлташӗсем умӗнче курӑк ҫинче выртма аван мар пек ӑна, вӑл ҫапах та врач хушнине пӗр хирӗҫмесӗр итлет, ҫерем ҫине тӑсӑлса выртать.

Аэроклубовец смущён, ему неловко перед товарищами, но он покорно ложится.

16. Парашютпа сикрӗм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Яланхи пекех Мацуй тимлӗн итлет.

Мацуй слушал, как всегда, внимательно.

9. Ҫуxату // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл пурне те чӑтӑмлӑн итлет, пире ҫутӑ мӗнле кӳртни ҫинчен, электричество вӑйӗ мӗнле пулни ҫинчен йӗркеллӗн ӑнлантарса парать.

И она терпеливо, подробно объясняла нам, как проводят свет, как вырабатывается электроэнергия.

6. Ялти ҫӗнӗ пурнӑҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Кам итлет?

Кто это у телефона?

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫак хӗрарӑм Мускавран паракан передачӑна итлет, хӑйӗн питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем шапӑртатса юхаҫҫӗ.

Слушает женщина передачу из Москвы и слезы рукой вытирает.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Олег итлет, ҫав вӑхӑтрах хӑй темӗн ҫинчен тарӑн шухӑшлать.

Олег слушал, сосредоточенно думая о чём-то своём.

Зоя // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Марковна тӑванӗсенчен кивҫен илкеленӗ ӗнтӗ, — паллах ытлашши мар, — халӗ вӗсен ырӑ канашне тӳсӗмлӗн итлет, пуян тӑван ун пек канаш пама хавас.

Марковна везде по родне успела назанимать всячины — конечно, крохами — и терпеливо выслушивала всякие советы, на которые так щедра богатая родня.

V // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Маруся тимлесе итлет.

Маруся прислушивается.

Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Тимлесе итлет.

Прислушивается.

Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Халӑх пинӗ-пинӗпе пухӑнать, хӑй тӗллӗн юрлакан кӗслине итлет те: «Патшине хӑйне шыва путарса вӗлермелле пулнӑ. Мӗншӗн вӑл чухӑнсене асаплантарать?» — тет.

Собирается народ, слушают люди гусли-самогуды и говорят: «Надо бы самого царя утопить. Зачем он над бедными знущается?»

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— …Патша Чухӑн сӑмахӗсене итлет те ҫапла калать: «Ну, атя тинӗс хӗрне».

— Ну так вот… Услыхал царь слова Бедняка и говорит: «Пойдемте до моря…»

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл тимлӗн те васкамасӑр йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнать те итлет, хӑй ҫав вӑхӑтрах ҫине тӑрсах темӗн шухӑшлать.

Он внимательно и неторопливо оглядывает все вокруг и слушает, но в то же время в нем непрерывно идет напряженная мыслительная работа.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫапах та вӑл Тимахви каланине тӗлӗнсе итлет.

Однако он слушает и удивляется Тимофею.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫак самантра амӑшӗ ӑҫти ҫинчен те шухӑшлать Костя — вӑл Каховкӑна ҫитнӗ пулӗ ӗнтӗ; Лелька ҫинчен — вӑл килте тем те пӗр хӑтланса тултарчӗ пулӗ те, халӗ хӑй айӑпа кӗмен пек, хӑйне ятлакан кӳршӗ арӑмӗ Марья Афанасьевна ҫине пӑхса, ӑна итлет пулӗ; Хӗветӗр мӗн чул пулӑ тытайрӗ-ши, хӑй консерва банкинчен тунӑ ҫӗнӗ ҫутанки ҫине пит шанни пурнӑҫланчӗ-ши; Киеври «Динамо» командипе «Шахтер» хушшинчи вӑйӑ мӗнле шутпа пӗтрӗ-ши — вӗсем паян Хрущев ячӗпе тӑракан стадионра вылянӑ.

О том, где теперь мама, — она уже, наверно, в Каховке; о том, как, должно быть, набедокурила Лелька и теперь слушает выговор соседки Марьи Афанасьевны и смотрит на нее совершенно невинными глазами; сколько наловил рыбы Федор, и оправдались ли его надежды на новую блесну, которую он сделал из консервной банки; какой может быть счет у киевского «Динамо» и «Шахтера» — они сегодня играли на стадионе.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хӗрача лӑпкӑн, сӳрӗкреххӗн калаҫать, Костя вара ҫав тери тӗлӗнсе те интересленсе, ӑмсанса итлет.

Девочка говорит спокойно и равнодушно, а Костю разбирают зависть и восторженное любопытство.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тӗттӗм ҫӗртех салтӑннӑ чухне амӑшӗ хӑйсем патне пӗр-пӗр ҫӑмӑлпа килнӗ кӳршӗ арӑмӗпе макӑра-макӑра калаҫнине итлет вӑл.

Раздеваясь в полутьме, он слышал, как мать разговаривает с соседкой; мать плакала, и слова ее перемежались жалкими всхлипываниями.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Лось, минтер ҫинче хускалмасӑр выртаканскер, итлет.

Лось, неподвижно лёжа на подушках, — слушал.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось ача калавне шӑлне ҫыртса итлет.

Лось, стиснув зубы, выслушал рассказ мальчика.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита пӗчӗкҫӗ экран умне пӗшкӗннӗ, итлет, тимлӗн сӑнать.

Аэлита склонилась над крошечным экраном, слушала, всматривалась.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed