Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирпе (тĕпĕ: ир) more information about the word form can be found here.
Ирпе кӑна таврӑнмалла, — тенӗ Феня.

Только поутру вернется.

IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Хӗвел ҫине пӑхма ирпе каҫ кӑна хӑрушӑ мар.

Безопасно можно разглядывать Солнце только ранним утром или поздним вечером,

Мӗн вӑл ҫӑлтӑр, мӗн вӑл планета? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ҫӗр ҫине вертикаллӗ шалча ҫапса лартнӑ, унран ӳкекен мӗлке йӗри-тавра ҫаврӑннӑ: ирпе каҫ вӑл — вӑрӑм, кӑнтӑрла кӗске пулнӑ.

В землю вертикально вбивался шест, тень от него двигалась вокруг: утром и вечером — длинная, в полдень — короткая.

Ҫынсем вӑхӑт шутне мӗнле тытса пыраҫҫӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Хӑш чух каҫпала е ирпе ирех вӑл хӑйӗн студенчӗ патне пыратчӗ.

Иногда, вечерами или рано по утрам, она приходила к своему студенту.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Яланах ирпе ирех Кольӑпа Владик Лена патне кӗнӗ, хӑш чухне ҫӑхана та илсе пынӑ.

Утро начиналось с того, что мальчики заходили к Лене, иногда приносили ей ворона.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Килтен ирпе тухса каяҫҫӗ те ҫӗрле таврӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Кашни кун руль умӗнче иртет // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2021/10/29/%d0%ba%d0% ... %b5%d1%82/

Ирпе судья килет те патаксене пӑхса тухать, укҫана кам вӑрланине тӳрех пӗлет.

Наутро пришел судья, осмотрел палки, узнал, кто украл деньги и отобрал их.

Ӑслӑ судья ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ирпе ҫӗвӗҫ те кавӑн патне кайрӗ, анчах каялла пуш алапах таврӑнчӗ.

Утром портной отправился за дынями, ничего не нашел и вернулся домой с пустыми руками.

Икӗ кавӑн ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Сан упӑшку ыран ирпе е кавӑн илсе килет, е ҫӗр рупий укҫа кӑларса хурать!

Или завтра утром твой муж принесет дыни, или придется ему выложить сто рупий!

Икӗ кавӑн ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ирпе ирех, турӑ хушнипе, хӗвел тухса пӗтӗм тӗнчене ҫутӑ сарӑлсан, виҫӗ тус пӗрле пухӑнса хӑйсен лашисем ҫине утланнӑ та хуларан тухса кайнӑ.

А когда наступило утро и солнце, взойдя, озарило светом всю вселенную, богу было угодно, чтобы трое друзей собрались вместе, вышли из города и, вскочив на своих коней, тронулись в путь.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Тӑлӑх арӑм вӗсен ответне итленӗ те: — Хурчка халь йӗри-тавра виҫӗ кос пӗтӗмпех ҫунтарса ярать, таврари ҫынсем те чӗррӗн юлаймаҫҫӗ. Сире ыран ирпе илсе кайсан аванрах пулӗ, — тенӗ туссене.

Выслушала их ответ вдова и сказала: — Нынче стервятник спалит все дочиста на три коса вокруг, и все люди, что окажутся там, сгорят тоже. Уж лучше я вас провожу туда завтра утром.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ирпе хӗвел тухнишӗн хавасланатчӗ вӑл.

Она радовалось восходу солнца.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ырӑ ирпе кӑмӑл сунатӑп, сэр, — терӗ кӑшкӑрса илчӗ Сильвер, кӑмӑллӑ кулӑпа йӑлкӑшса.

С добрым утром, сэр! — воскликнул Сильвер, уже протерев как следует глаза и сияя приветливой улыбкой.

XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫав почтальон ирпе тухнӑ та тӳпенелле пӑхнӑ, вара, аллипе юр чӑмӑртаса: «Кӑнтӑра сулӑнсан ҫил-тӑман хускалать, халех пӑлансене кӳлес те ҫил-тӑман тухиччен ҫитес ҫӗре ҫитсе килес», — тенӗ.

Почтальон вышел утром, посмотрел на небо, помял рукой снег и подумал: «Будет метель с полдня. А я сейчас запрягу и успею проскочить раньше метели».

Почта // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Анчах ӑна пурте ӳкӗтлеме пуҫланӑ, вӗсем ҫӗр выртса ирпе каллех пулӑ тытасшӑн пулнӑ.

Но все стали просить, чтобы остаться ночевать и с утра снова ловить.

Пӑр ҫинче // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

— Мӗн ӗнтӗ, Нинук, хӗрӗм… — тӗреклӗ пуҫне тӗпел кукринелле канӑҫсӑррӑн пӑрчӗ ашшӗ, — ыран ирпе тӑр хатӗрленсе.

Help to translate

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Куртӑм: паян ирпе хурса кайрӗҫ-ха мурккана, чавса чикме, — калаҫӑва мӗнрен пуҫлама пӗлменрен алха-пӑлах пулчӗ кунашкал ҫӑлӑнӑҫа Иван Гаврилович.

Help to translate

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Виҫӗмкун ирпе куҫне хупрӗ анне…

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сивӗсем пуҫланаҫҫӗ, ирпе ӗҫлеме май ҫук: сӑмсана тӑм илтерме пулать…

Холода настанут, по утрам работать нельзя: нос отморозишь…

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ирпе Го Чжэнь-тан хӑй патне таврӑннӑ.

Когда перед утром старик вернулся в свою лачужку.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed