Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑй the word is in our database.
вӑй (тĕпĕ: вӑй) more information about the word form can be found here.
Вӗсем Ҫӗнӗ Мӑрат, Урмаел, Аслӑ Чурачӑк аптекисенче вӑй хураҫҫӗ, ял ҫыннисене кирлӗ медикаментсемпе туллин тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Кунсӑр пуҫне ирӗклӗ тавар ҫаврӑнӑшӗ вӑй илнӗ май конкуренци те пуҫланнӑ.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

«Ӗҫ килӗшетчӗ мана. Вӑл ҫулсенче шкулта ачасем нумайччӗ. Вӗсене пурне те вӗри апатпа тивӗҫтермелле пулнӑ. Ҫӑмӑлах килмен пулсан та кӑмӑлтан вӑй хунӑ. Каҫхи сменӑпа та ӗҫленӗ. Ачасем вӑрӑмлатнӑ йӗркепе вӗреннӗ. Кӳршӗ ялсенчен ҫӳрекенсем хӗллехи сивӗ кунсенче интерната та юлнӑ. Вӗсем валли те апат хатӗрлемеллеччӗ», — аса илет Н.Мельникова.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Малтан Нина Яковлевна Ҫӑкӑр заводӗнчех вӑй хунӑ.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Татьяна Николаевна Опытнӑй поселокӗнчи вӑтам шкулта 1988-мӗш ҫултанпа вӑй хурать.

Help to translate

Пултаруллӑ та хастар вӗрентекен // Ҫӗрпӳ районӗ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/12/pul ... verenteken

Яла таврӑнсан вӑл сурӑх, сысна фермисенче нумай ҫул хушши вӑй хунӑ.

Help to translate

Тӑван ялах юлас терӗм… // В. КУРАКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/23/tv ... yulas-term

Паянхи куна Милентина Васильевна хӑй тӗллӗн пурӑнма вӑй ҫитерет, йӗлтӗр патакӗсем тытса уҫӑлма ҫӳрет.

Help to translate

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Шкулта та вӗренмелле пулнӑ, ывӑннине туйман, те ҫамрӑклӑх вӑй панӑ, те тӑшмана хӑвӑртрах ҫапса аркатас шухӑш пулӑшса пынӑ.

Help to translate

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Малтан бригадирта, унтан промысла артелӗнче вӑй хурать.

Help to translate

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче районти Культурӑпа Туризм ҫурчӗн ӗҫченӗсем тата ял тӑрӑхӗсенчи культура вучахӗсенче вӑй хуракансем 1941 ҫулта хӳтӗлев чиккисене хӑпартнине кино ӳкерсе сӑнласа пама пултарчӗҫ.

Help to translate

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Малалла культура сферинче вӑй хуракансем хӑйсен хутлӑхӗсенче йӗркелесе ирттернӗ мероприятисем ҫинчен презентацисемпе паллаштарчӗҫ.

Help to translate

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

«Шӗнерпуҫ, Хуракасси, Сӗнтӗрпуҫ ял тӑрӑхӗсенчи вулавӑш тата Культура ҫуртӗнче вӑй хуракансем чӑваш культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах курӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Ӑстакасси вулавӑш ертӳҫи И.Великанова тӗрлӗ енлӗ йӗркелет ҫак ӗҫе. Халӑхран тухакан йӑла-йӗркесене упраса, юрӑ-кӗвӗсене тӗпчесе анлӑ сарас тӗлӗшпе ӑстакассисем хастар тӑрӑшаҫҫӗ», - пӗлтерчӗ ертӳҫӗ.

Help to translate

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Медсестрасен курсне пӗтерсен Лидия Сергеевна Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнчи больницӑра вӑй хунӑ.

Help to translate

Шӗнерпуҫӗнчи медсестра // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/sh ... -medsestra

Пенсие тухиччен чылай ҫул маларах вӑл тӑван совхозра вӑй хунӑ.

Help to translate

Ватӑ ҫынна - чыс та хисеп // О. СЛАВИНА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/va ... s-ta-hisep

Сӗнтӗрвӗрри хулинчи хуҫалӑх магазинӗнче вунпилӗк ҫул ытла ӗнтӗ ӑста сутуҫӑ Татьяна Волкова вӑй хурать.

Help to translate

Халӑха кирлӗ пек ӗҫлет // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/ha ... rl-pek-let

Пӗрлӗхре - вӑй.

Help to translate

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Вӗсем вӑрманҫӑ хулҫурӑмӗнче те вӑй ытлӑ-ҫитлех тапса тӑнине чухлаҫҫӗ пулас.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Икӗ ураллӑ чӗрчунсен хурри пулас килменнипе тарӑхса, вӑрманҫӑ хулҫурӑмне вӑй капланса пырса кӗрет.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ял йыттисемпе кашнинчех вӑй виҫет.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed