Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аванах (тĕпĕ: аван) more information about the word form can be found here.
Мӗнле, аванах пурӑнкалатӑр-и? — алӑ тытрӗ ӑна Михаля, унтан ҫамрӑксем еннелле: — Аван-и, хамӑръялсем? Е паллаймарӑр-и мана? Йӑкӑнат, Хивархи, Ҫтаппан та кунта иккен. Эпӗ пӗрне те сире манман, — тесе, ҫар ҫынни пурне те алӑ парса тухрӗ.

Help to translate

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ятарлӑ ҫар операцине тытӑнсанах, вӑл шутра Стамбулта ирттернӗ калаҫусем хыҫҫӑн, Киев представителӗсем пирӗн сӗнӳсене аванах йышӑнчӗҫ.

Help to translate

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Сарри те пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхӗпе аванах калаҫса татӑлнӑ иккен.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юсуф княҫӑн вӑталӑх ывӑлӗ вырӑссене хирӗҫ сӑмах ҫаптарма аванах вӗренсе ҫитнӗ иккен.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темле шӑппӑн каласан та ун сӑмахӗсене ҫывӑхрисем аванах илтсе юлчӗҫ ҫав.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн кунта тек ӗҫ ҫук, чӳк аванах иртет…

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑйсен кӑмӑлӗ, эп хирӗҫ мар, — терӗ ҫӗрпӳ чӗтрекен сасӑпа (ывӑлӗпе мӑнукӗ сисрӗҫ-и ун сасси чӗтренине, ҫук-и, аслӑ воевода аванах сисрӗ — вӑрттӑн кулса илчӗ).

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халлӗхе аванах пурӑнатпӑр пек-ха.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн тума кирлӗ пулнине те аванах пӗлет Юсуф князь — Хусана хирӗҫ ҫапӑҫма.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй кунта, чӗпӗсем патне килсен, аванах лектеретпӗр ӑна; акӑ, чулсем те ҫывӑхрах выртаҫҫӗ.

Help to translate

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Хӑяра ҫатӑрт! тутарса ҫыртни аванах илтӗнчӗ.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пуҫа чиксе пӑхмасӑр та кам пурри аванах курӑнать.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Благочиннӑй аванах тайкаланать.

Help to translate

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ аванах шутларӑм.

Help to translate

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗрене айӗнчи тӑпра ҫемҫе, — патакпа аванах чавӑнать.

Help to translate

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Лавӗ темиҫе те пур, аванах шутлаймарӑм, — каярах пултӑм, лаша шыраса, мӑкаҫей патне пырса тухрӑм.

Help to translate

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аванах куртӑн-и эсӗ ӑна? —

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Виҫӗ-тӑватӑ кунтан эпӗ ӗҫ майне ӳкрӗм: хӑмӑл та тӑпӑлмасть, аванах касӑлать, ывӑҫ та, кӗлте те тикӗс пулать.

Help to translate

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Калаҫӑва малалла тӑсма, ыйтса тӗпчеме аванах мар пулчӗ.

Неудобно было продолжать разговор, расспрашивать дальше.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗскерӗн нуши-тертне аванах астивсе пӑхма тивнӗ. ҫичӗ ачаран асли пулнӑ май, кил-ҫуртри йывӑртарах ӗҫсем те ун ҫине тиеннӗ, кӗҫӗнреххисене те пӑхма тивнӗ.

Help to translate

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed