Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ыран the word is in our database.
Ыран (тĕпĕ: ыран) more information about the word form can be found here.
Ыран алӑ парса уйӑрӑлма кӗрсе тух, халӗ кайса ҫывӑрах, мана та ӗнтӗ ыйхӑ пусрӗ.

Завтра приходи со мною проститься, а теперь ступай себе спать, и меня уж дрема клонит.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ыран ман, ырӑ йӗкӗтӗн, кайма тивет допроса, Тӑма тивет хаяр судья — патша умне.

Что заутра мне доброму молодцу в допрос идти Перед грозного судью, самого царя.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ыран ӑна ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах ӑсатӑпӑр, ытлашши ҫын ҫук пулин те, конвой парӑпӑр ӑна.

Завтра чем свет ее и отправим; да дадим ей и конвой, хоть людей лишних у нас и нет.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ыран вӑл пире, Саньӑпа иксӗмӗре, приюта илсе каймалла, ҫавӑнпа кунӗпех «ҫул ҫине» валли кукӑль пӗҫерет.

Завтра она должна была отвести нас с Саней в приют и целый день пекла нам «в дорогу» кокоры.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, ыран эпӗ вилетӗп!..

И, может быть, я завтра умру!..

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах ҫывӑрсан та юратчӗ, ыран алӑ ан чӗтретӗр.

А надо бы заснуть, чтоб завтра рука не дрожала.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Доктор, эпӗ ыран сире тӑватӑ сехетре кӗтетӗп; лашасем хатӗр пулаҫҫӗ…

— Доктор, я вас жду завтра в четыре часа; лошади будут готовы…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пирӗн калаҫусем самаях вӑрӑма пычӗҫ; юлашкинчен вара эпир ӗҫе ҫапла тума шутларӑмӑр: кунтан пӗр пилӗк ҫухрӑмра улах ту хушши пур; вӗсем унта ыран ирпе тӑватӑ сехетре каяҫҫӗ, эпир вӗсем хыҫҫӑн ҫур сехет кайран тухатпӑр; ултӑ утӑмран перетӗр — Грушницкий хӑй ҫапла тума ыйтрӗ.

Переговоры наши продолжались довольно долго; наконец мы решили дело вот как: верстах в пяти отсюда есть глухое ущелье; они туда поедут завтра в четыре часа утра, а мы выедем полчаса после них; стреляться будете на шести шагах — этого требовал Грушницкий.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Паян каҫхине, 10-мӗш сехетре, пысӑк пусма тӑрӑх ман пата кил: упӑшкам Пятигорска кайрӗ, ыран ирпе тин таврӑнать.

«Сегодня в десятом часу вечера приходи ко мне по большой лестнице; муж мой уехал в Пятигорск и завтра утром только вернется.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Доктор, ҫак сӑмахсем суя иккенне ӗнентерес тесе сире эпӗ вӑрттӑн кӑна калам-ха, ыран эпӗ Кисловодска тухса каятӑп…

Чтоб вам доказать, доктор, ложность этих слухов, объявляю вам по секрету, что завтра я переезжаю в Кисловодск…

Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ыран эсир хӗпӗртесе тӗлӗнетӗр-ха, — терӗм эпӗ ӑна.

— Вы будете завтра приятно удивлены, — сказал я ей.

Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Каҫпа, ултӑ сехетре, Грушницкий ман пата пычӗ, хӑйӗн мундирӗ ыран шӑпах бала кайма хатӗр пуласси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Грушницкий пришел ко мне в шесть часов вечера и объявил, что завтра будет готов его мундир, как раз к балу.

Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ыран вӑл мана ырӑ кӑтартасшӑн пулӗ акӑ, ҫавӑн пек пуласса эпӗ пӑхмасӑрах курса тӑратӑп-ҫке, ҫавӑнпа кичем те.

Завтра она захочет вознаградить меня, я все это уж знаю наизусть — вот что скучно!

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Каласах хӑварам-ха: ыран ресторацире бал пулать, унта манӑн та пулмалла, эпӗ хайхи княжнапа мазурка ташлатӑп.

Кстати: завтра бал по подписке в зале ресторации, и я буду танцевать с княжной мазурку.

Майӑн 21-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Каяс тесен, эпӗ ыран каҫхинех княгиня патӗнче пулатӑп…

Если я захочу, то завтра же буду вечером у княгини…

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Пристаньте карапсем пур, ыран Геленджика тухса каятӑп», — тесе шухӑшларӑм эпӗ.

«Суда в пристани есть, — подумал я, — завтра отправлюсь в Геленджик».

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл самаях чӑрсӑррӑн пӑхса илчӗ, галстукне турлетрӗ те пӑрӑнчӗ, ун умӗнчен иртсе пыракан армянин ҫеҫ, кулкаласа: «тӗрӗс, окази килчӗ, ыран ирпе каялла каять», — терӗ уншӑн.

Он посмотрел довольно дерзко, поправил галстук и отвернулся; шедший подле него армянин, улыбаясь, отвечал за него, что точно пришла оказия и завтра утром отправится обратно.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эсир маншӑн — палламан ҫын, ыран акӑ сывпуллашатпӑр та, урӑх нихҫан та тӗл пулаймастпӑр пулӗ тен…

Вы тут человек посторонний, завтра попрощаемся и больше не встретимся, наверно…

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ку ӗнтӗ, лётчиксем асӑрханӑ тӑрӑх, ыран ҫил пуласса пӗлтерет.

По приметам летчиков это предвещало на завтра ветер.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ыран эскадрилья йышӑнатӑр, мӗншӗн тесен… виҫҫӗмӗш эскадрилья командирӗ паян базӑна таврӑнмарӗ.

Завтра примете эскадрилью взамен… командир третьей эскадрильи не вернулся сегодня на базу…

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed