Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шанӑҫ the word is in our database.
Шанӑҫ (тĕпĕ: шанӑҫ) more information about the word form can be found here.
Ҫак кӑмӑллӑ шанӑҫ унӑн пӑшӑрханӑвне, унӑн шӑртланӑвне пӑртак лӑплантарнӑ, вара вӑл хӑйӗн хакне лайӑх пӗлекен пуян хӗрӗн ятуллӑ уттипе апат пӳлӗмне утса тухнӑ.

Это приятное сознание несколько успокоило ее тревогу и нервозность; она вышла в столовую солидной походкой богатой невесты, знающей себе цену.

XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Гусев карапӗ хӗвел пайӑркисене путсан Иха шанӑҫ пӗтнӗрен мӑклӑ чулсем ҫине ӳкрӗ.

Когда корабль Гусева утонул в потоках солнца, Иха ударилась о мшистые камни в отчаянии.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Темиҫе марсиан шанӑҫ пӗтнӗлле кӑшкӑрса ячӗҫ те — ушкӑн вӗсен сассине ярса илчӗ.

Отчаянными голосами крикнули несколько марсиан и толпа подхватила их крики:

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шанӑҫ пӗтнӗлӗхлӗ телефонограммӑсенче, чӗнӳсенче, кӑшкӑрусенче, хавхаллӑ ыйтусенче, — вӗсем Марсӑн магнит уйӗсенче ҫаврӑнаҫҫӗ, пӑтранаҫҫӗ, — нимӗн те ӑнланаймастӑн.

Было трудно разобраться в отчаянных телефонограммах, призывах, криках, тревожных запросах, летящих, кружащихся в магнитных полях марса.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл хӗрлӗ ҫӳҫӗ хушшине пӳрнисене чиксе хунӑ та шанӑҫ пӗтнӗлӗхпе пӑшӑлтатать.

Она запустила пальцы в рыжие волосы и шептала в отчаянии.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шанӑҫ пӗтнӗлӗхе ҫӗнтерме — вӑй-халӑм, пурӑнма кӑмӑлӑм ҫитмерӗҫ.

Не было силы побороть отчаяние, не было охоты — жить.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Мана шанӑҫ пӗтнӗлӗх, ӗмӗт сӳнӗмӗ хӑвалаҫҫӗ…

Гонит меня безнадёжное отчаяние.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Мана та хавха хӑвалать, тен, шанӑҫ пӗтнӗлӗх те…

И меня гонит тревога, быть может отчаяние.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Маша алӑка сулӑмлӑн шалтлаттарса хупрӗ, — чӗри шанӑҫ пӗтнӗлле талтлатать.

Маша с силой захлопнула дверь, — сердце отчаянно билось.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Матви таврӑнас умӗн вара вӑл, савнийӗ таврӑнсан сӑмах-юмахӗ кӗске пултӑр тесе, ку таранччен тытса пынӑ, ӳстернӗ, шӑварнӑ шанӑҫ туратне пуртӑпа лачӑрах касса антарчӗ: хӑй унран сивӗнни, ӑна качча тухма евӗкӗ ҫукки, пӗр-пӗрне манмалли пирки ҫыру ӑсатрӗ…

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла, кулянӑҫлӑ, хурлӑ сехетсемпе самантсем кӑна мар, савӑнӑҫ, шанӑҫ тӑкӑнса тӑракан чӑп-тулли симпыл куркиллӗ сехетсемпе самантсем те пулнӑ Елькка пурнӑҫӗнче.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах тепӗр темиҫе секундранах ун сӑн-питӗнче шанӑҫ пурри курӑнчӗ.

Но через несколько секунд это выражение сменилось другим — надеждой.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Вара йӗрсе ятӑм, анчах шанӑҫ пӗтнипе мар ӗнтӗ.

Я заплакал, но уже не слезами отчаяния.

XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кунта йӑлтах урӑхла, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ илемлӗ вырӑнсемпе япаласем ман тимлӗхе хӑйсен еннелле туртаҫҫӗ, илӗртеҫҫӗ, ҫурхи ҫутҫанталӑк чӗрене ырӑ туйӑмпа тултарать — паянхи пурнӑҫа кӑмӑллаттарать, телейлӗ те ҫутӑ пуласлӑха чунтан кӗтме шанӑҫ парать.

Здесь, напротив, беспрестанно новые живописные места и предметы останавливают и развлекают мое внимание, а весенняя природа вселяет в душу отрадные чувства — довольства настоящим и светлой надежды на будущее.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах шанӑҫ ҫухатса ҫакнашкал кӑшкӑрнисем пире татах та чӑрсӑрлантарчӗҫ; эпир вилсе каяс пек култӑмӑр; симӗс куртка ҫатӑртатать анчах.

Но эти крики отчаяния еще более воодушевляли нас; мы помирали со смеху; зеленая курточка трещала на всех швах.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ку юрра макӑрни те, йӑнӑшни те, хурлӑхлӑн ӳпкелешни те, шанӑҫ пӗтнӗ ҫыннӑн хаярлӑхӗ те теме пулать.

Эту песню можно было назвать и плачем, и стоном, и грустным упреком, и гневом отчаявшегося человека.

Шурӑ Балахонсен ушкӑнӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Сирӗн шанӑҫ тамӑк ҫине ӳкнӗ тумламран та мала мар.

Даже малейшего шанса у тебя не осталось.

III // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Сирӗн ҫине пӑхса, эсир нимӗнле шанӑҫ та кӗтме пултарайманни ҫинчен калатӑп пулин те, ларса кӗтсе пӑхӑр.

Садись и жди, хотя по виду у тебя нет никаких шансов.

III // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Келлине катастрофа, юхӑнса каясси хӑратнӑ, анчах халӗ, вӑйсӑр пулин те, пӗчӗк шанӑҫ палӑрнӑ.

А сейчас опять вдруг забрезжила надежда, хотя и слабая.

III // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Рамоспа Аррелано пӗр шанӑҫ ҫуккипе хӑйсен вӑрӑм уссийӗсене пӗтӗркеленӗ.

Рамос и Ареллано безнадежно теребили свои длинные усы.

I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed