Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах the word is in our database.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) more information about the word form can be found here.
Хуҫланчӑк урине хӑрах аллипе тытса, ман ҫумра йӑкӑлт-йӑкӑлт сиккелет Анюк, куҫран пӑхса, мана та хай пекех савӑнтарасшӑн пулса, хыттӑн кулкаласа калаҫать:

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр харӑс хускалатпӑр та ҫак хӑрах каслӑ урамалла пӑрӑнса кӗретпӗр.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сӑрт ҫамкинче, эпир утакан урамалла анакан хӑрах касра, тӗрлесе эрешлесе пӗтернӗ пысӑк мар пӳрт ларать; вашмӑк тӑрӑллӑ хӑй, акӑш-макӑш хӳхӗм арча пек курӑнать; пурӑнма мар, ҫапла таҫтан аякран ҫын куҫне илӗртме лартса хунӑ тесе те калӑн.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Экономист ҫӗкленчӗ те, хуҫланман урине хӑрах аллипе тытса, ухсахласа, телефон патне пычӗ, трубкӑна илчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Комбайн умӗнче кутӑн-кутӑн чакнӑ май вӑл хӑрах еннелле кӑшт тайӑлчӗ те чӑлт! тутарчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хытса кайнӑ пилӗкне асаплӑн тӳрлетрӗ те куҫран пӑхрӗ, хӑрах аллине карлӑк ҫине хучӗ, тепринпе мана хулран тытрӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑрах аллипе сӑпка сиктерсе тепӗр аллипе повесть е роман ҫырнине те пӗрре кӑна мар курнӑ.

Help to translate

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Эп вара хӑрах куҫа та хупма пултарайман — тӗрӗссине ҫырнӑ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Варламовсене чӑрмантарма та аванах мар-ха, анчах хам ӳссе ҫитӗннӗ кил-ҫурта хӑрах куҫпа та пулин курас килет.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑш-пӗрисем ют ҫӗрсенчи пурнӑҫ йӗркине хӑрах куҫпа кӑна сӑнанӑ-и е курнине те курмӑш пулнӑ-и, анчах Сулагаев вара унта мӗн пуррипе ҫуккине икӗ куҫӗпе те тинкерсе пӑхнӑ пулас, хӑй мӗн курнине чун-чӗри витӗрех сӑрхӑнтарса кӑларма тӑрӑшнӑ-тӑр.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ак тамаша, хӑрах урине кил картинелле ярса пусрӗ кӑна — таҫтан ампар хыҫӗнчен кашкӑр пек пысӑк хура йытӑ сиксе тухрӗ, хаяррӑн хамлата-хамлата вӗрекенскер, сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса ют ҫын патнелле ыткӑнчӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ Николай Смелов, демобилизациленнӗ хыҫҫӑн тӑван ялӗнчи Ишекри шкулта математика вӗрентсе пурӑннӑскер, йӗркеленӗ ҫак сӑваплӑ ӗҫе.

Help to translate

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Хӑрах ҫивӗчӗ унӑн хулпуҫҫи урлӑ кӑкӑрӗ ҫине аннӑ, хӗрле ҫыхнӑ тутӑрӗ кӑшт ҫеҫ хыҫаларах кайнӑ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Пӗлместӗп, — терӗ Аня, унтан ҫӳхе пиншакӗн хӑрах аркине Володьӑна каялла пачӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл, вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ хыҫҫӑн тӳрленсех-сывалсах ҫитейменскер, хӑрах аллине мӑйран ҫакнӑ…

Help to translate

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Фельдшерпа акушер пункчӗ ял хӗрринчи хӑрах енлӗ тӳлек урамра вырнаҫнӑ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мамарлан Петӗрӗ госпитальтен хӑрах урасӑр килчӗ пулин те виҫӗ ачаран нихӑшне те ют ҫынсем патӗнче хӑварма килӗшмерӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аркашӑн хӑрах аллине шӑнӑрӗсем ҫунса сиенленнӗ пирки татмалла пулать текен сасхура пур иккен.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эп фермӑна хӑрах урапа ҫеҫ ярса пуснӑ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Буфетчица хӑрах куҫне кӗнеке еннелле чалӑштарса хулпуҫҫине сиктеркелерӗ:

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed