Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хальхи the word is in our database.
Хальхи (тĕпĕ: хальхи) more information about the word form can be found here.
Аэровокзал ҫуртне юсаса ҫӗнетес, хальхи йышши хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерес ӗҫе 2009 ҫулта вӗҫленӗ.

Реконструкция здания аэровокзала, оснащение современным оборудованием завершены в 2009 году.

Дашогуз (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... %80%D1%82)

Хальхи вӑхӑтра вара Художество Академийӗнчен, художество институчӗсемпе училищӗсенчен вӗренсе тухнӑ искусство ӑстисем пӗр Шупашкарта кӑна ҫӗр ҫынна яхӑн.

Help to translate

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Вӗсен виҫи халӑх юррисен виҫи ҫеҫ мар, хальхи поэтсем усӑ куракан сӑвӑ виҫи (ямб, хорей, анапест).

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

«Тилли юррисем» ӗмӗртен ӗмӗре куҫса, илемленсе пынӑ пахалӑхӗпе хальхи чӑваш поэзине ҫывӑх тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пирӗн тата ҫапла хушса калас килет: вӗсем чӑвашсен хальхи юррисене те ҫывӑх тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хальхи пурнӑҫ ҫинчен сырнӑ сӑвӑсем: «Ленин», «Ленин ҫулӗпе», «Ноябрӗн 7-мӗшӗ», «Эпӗ — халӑх», «Ырӑ кӑмӑллӑ тус, сасӑ пар, алӑ пус!», «Ҫӗр юлташӗ ҫаврӑнать», «Ҫамрӑксем, малалла, ҫӳлелле!», «Суйлавҫӑсем умӗнче» тата ыттисем те.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Юлашкинчен те пулин, «Кун-ҫул тӳпинчен» кӗнеке ҫинчен калас пулсан, ҫакна палӑртмалла: унта поэтӑмӑр хальхи пурнӑҫ ҫине, иртнӗ самана, чӑваш культурин хӑш-пӗр ҫыннисемпе вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫине хальхи кунсен шайӗнчен, тӳпинчен пӑхма тӑрӑшать.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

…«Тилли юррисенчи» уйрӑм вырӑнсене хальхи ҫамрӑк вулакансем, тен, тӳрех ӑнланса та илеймӗҫ.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тилли старике, иртнӗ ӗмӗрти чӑваш ҫыннине, хресчене, ӗлӗкхи саманаран тӑпӑлтарса илсе, хальхи ҫын пек сӑнласа кӑтартнӑ пулсан, поэт тӗрӗс мар тунӑ пулӗччӗ.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хальхи чӑваш хӗрӗсемшӗн пулсан, шупӑрсем, тухъясем, симӗс атӑ кунчине янӑ кӗмӗлсем тата ытти те ниме те пӗлтермеҫҫӗ.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Каччӑ хӗр патне кӗрет, симӗс атӑ кунчине ҫитмӗл пуслӑх (хальхи шутпа — 20 пуслӑх) кӗмӗл ярать, шӳт туса аттине хывтарать, кӗмӗл укҫа урайне тухса ӳкет.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Радиовещанипе телевиденири партин подручнӑйӗсем хӑйсен тивӗҫне ҫакӑнта кураҫҫӗ: хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалӑн, вӑйлӑ рупӑрӑн, «хутсӑр тата инҫете ҫитекен хаҫатӑн» тата сенкер экранӑн пысӑк майӗсемпе усӑ курса, пӗтӗм пултарулӑхпа ӗҫ ҫыннисене коммунизм строительствинче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантармалла, хальхи вӑхӑтри геройсен ӗҫӗпе пурнӑҫне уҫӑмлӑн та витӗмлӗн кӑтартмалла, Тӑван ҫӗршыва коммунизм патне ҫывхартма пулӑшса пымалла, халӑх ырлӑхӗшӗн парти хушнӑ тата чӗре сӗннӗ пек пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Хальхи вӑхӑтра партипе халӑхӑн пӗтӗм ӗҫӗ съезд тата мартри Пленум йышӑннӑ чаплӑ решенисене пурнӑҫлассипе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

1927 ҫулта хальхи чӑлха фабрикине хирӗҫ ларнӑ ресторан ҫуртӗнче малтанхи радиоузел туса лартнӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Коммунистсен партийӗн ҫӗнӗ Программинче совет халӑхӗсем хальхи тапхӑрта пӗр-пӗринпе мӗнле пурӑнни ҫинчен, хамӑр курса-туйса тӑнипе, пурин шухӑшне пӗтӗҫтерсе, акӑ мӗнле сӑмахсемпе тӗп-тӗрӗс каласа панӑ:

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хальхи литературӑна илсен, пирӗн ӗнтӗ яланах ҫакна асра тытмалла: халӑхӑмӑр ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен, ӗлӗкхипе танлаштарсан, питӗ ҫӳле ҫӗкленчӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ӗлӗк яшсем-хӗрсем каҫ-каҫ мунчасене улаха пуҫтарӑннӑ, хальхи ҫамрӑксем аслӑ клубсене кӗреҫҫӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Паянхи литературӑра ӗнтӗ хальхи, хамӑр пурӑнса ирттернӗ е куҫ умӗнчи кун-ҫулӑмӑр ҫинчен ҫырнӑ илемлӗ произведенисем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хальхи пурнӑҫа сӑвӑсемпе сӑнласа параҫҫӗ: Уйӑп Мишшин «Лирика», Георгий Ефимовӑн «Унӑн ҫулӗ», «Ялти тӗрленчӗксем», Алексей Воробьевӑн «Юратнӑ сӑнсем», Николай Евстафьевӑн «Манӑн тантӑшсем савӑнаҫҫӗ», Николай Сандровӑн «Тул ҫутӑлать», Альберт Канашӑн «Сӑвӑсем» т. ыт. поэтсен сӑвӑ кӗнекисем те.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Авала кӗрсе кайма юратарах панӑ хӑш-пӗр писательсем вулакансемпе критиксене хӑйсен темиҫе кӗнекерен тӑракан романӗсемпе илӗртрӗҫ пулин те, пирӗн писательсен пысӑк йышӗ — тӗп вӑйӗ — каялла туртакан ҫулпа каймарӗ, яланах халӑхпа пулса, паянхи пурнӑҫа тӗплӗнрех вӗренме тытӑнчӗ, малалла пӑхрӗ, хальхи ҫинчен ҫырма йывӑр тенине пӑхмасӑр, ҫине тӑрса ӗҫлерӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed