Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ухмаха (тĕпĕ: ухмах) more information about the word form can be found here.
— Эс, мӗн, Микихвер, ухмаха ертӗн-им халӑха хирӗҫ пыма?! — кӑшкӑрнӑ Шӑрт Кавӗрлипе ыттисем.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Леш Маркелӗ тата мӗн ухмаха ернӗ?..

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эрех ҫынна ухмаха ертет!..

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн, ухмаха ернӗ-им Тукай Чалӑмра пурӑнса?

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кур ҫав ухмаха! — ал сулчӗ Чураппа.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лашасене вӑрласа кайнине пӗлсен ухмаха ернӗ пек ҫари-и! ҫухӑрса ячӗ те, ҫунакан вутран тин ҫеҫ йӑтса тухнӑ ҫын евӗр, вӗҫӗмсӗр ҫерем ҫинче йӑваланчӗ, унтан йӑраланса тӑрса мӑрса урисене икӗ алӑпа ытакла-ытакла ӗсӗклесе йӗме тапратрӗ.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кай, кай, эс ухмаха ернӗ, Ахтупай! — пӗтӗм чун хавалӗпе каларӗ Эрнепи.

Help to translate

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карамышпа Тукайшӑн пулсан иртен пуҫласа каҫчен ӗҫкӗпе йӑпанни — пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ, унсӑрӑн кунта тунсӑхпа ухмаха тухма та ним те мар.

Help to translate

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тахӑшӗ лаша кӳлсе пачӗ, тахӑшӗсем Иливана урапа ҫине ҫӗклесе хучӗҫ, таҫтан Иливанӑн ҫывӑх тӑванӗсем — Неспикепе Северпи килсе ҫитрӗҫ, Ахтупай, пукан ҫинче ухмаха тухнӑ ҫын пек лараканскер, ӑна-кӑна нимӗн те асӑрхамарӗ.

Help to translate

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр тесен паян та ним шикленмелли те ҫук: икӗ мӑрса куҫӗ умӗнче туя пӑсма хӑтланмашкӑн вӗсем ухмаха тухман пулӗ-ха.

Help to translate

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑхма — этем этемех, хӗп-хӗрлӗ пите темле пысӑк хуйхӑ та шуратайман-ха, анчах хӗр ача куҫӗсем ним тӗлсӗр пӑхаҫҫӗ, ларасса та вӑл, ухмаха ернӗ ҫын пек, пуҫне пӗр майлӑн сулкаласа ларать.

Help to translate

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗлӗнсе хытса кайнӑ Патирек ухмаха тухнӑ ҫын пек кулса вӗсен хыҫҫӑн ҫӑварне карса пӑхса юлчӗ.

Help to translate

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑста улшуҫ кунта чуман лашанах юставлӑ, чирлӗ лашанах сывӑ, ватӑ лашанах ҫамрӑк туса кӑтартать, начар лашанах хаклӑ хакпа сутма пултарать; тепри, сутма пӗлменни, ырӑ утах йӳнӗ хакпа тыттарса ярать; кайран хӑй йӑнӑшне чухласа илет те, ухмаха тухнӑ пек, улшуҫ хыҫҫӑн чупать.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кур-ха ухмаха, киремет ҫывӑхӗнче юрӑ юрласа ларать!

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара Павлуш патне чупса пычӗ те: «Каҫарсамах мана — ухмаха, ывӑлӑм… Хӗрарӑм чӗлхи шӑмӑсӑр, теҫҫӗ. Тӗрӗсех ҫав», — терӗ вӑл, ҫурри ӳкӗнсе, ҫурри савӑнса.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эс, мӗн, ухмаха ермен пулӗ-ҫке?

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унтан ача пӳлӗмне, ухмаха тухнӑ пек, вӑркӑнса кӗчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ашшӗ вилтӑприйӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чух такам сасартӑк: — Ухмаха ан ер, Павлуш! Каялла таврӑн! — тесе каланӑ пек туйӑнчӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ухмаха ернӗ-им эс, Хӗветӗр?! — тӗлӗнсе хытсах кайрӗ Марье.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ухмаха ҫӗр ҫул вӗрентсен те, ӑс кӗрес ҫук, Антонина Павловна, — сӑмах хушрӗ Хӗветӗр.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed