Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗрӗссипе (тĕпĕ: тӗрӗсси) more information about the word form can be found here.
Тӗрӗссипе каласан, чӑнах та вилӗмрен хӑратӑп.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрӗссипе каласан, халлӗхе ку сӑмаха никам та ӗненмерӗ.

Help to translate

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрӗссипе каласан, унӑн тусӗсем — Ишмук, Аҫтӑрхан, Атлай, Эмир — пурте хӑшместӗр пулнӑ темелле.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрӗссипе каласан мана хама мар, йӗкӗтсене кирлӗччӗ вӑл.

Help to translate

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрӗссипе каласан Ишмук ӑна самаях килӗшрӗ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурнӑҫра вӑл хура-шурра пайтах курнӑ, ҫавӑнпа Ишмук сӑмахӗнче тӗрӗссипе пӗрле кӑшт курнӑҫас шутпа хушкалани те пуррине лайӑх ӑнланчӗ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйрӑмах кунта кӑнтӑрти чӑваш ялӗсенче ҫак сӑмах тӗрӗссипе — тӗрӗс маррине татсах калаймаҫҫӗ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрӗссипе каласан, йывӑҫ тупӑ патька-патшана халӗ те кӑсӑкланатарать.

Help to translate

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрӗссипе вӑл маншӑн ялти ҫынсенчен пуринчен те лайӑхрах.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрӗссипе, кашни командировка ҫапла.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Тӗрӗссипе, стипендиат пулса тӑрасси пӗртте ҫӑмӑл мар — документсем паракан йышлӑ, вӗсенчен вара пинӗшне ҫеҫ, чи-чи пултаруллисене, хастаррисене, суйласа илеҫҫӗ».

Help to translate

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Якур пичче — тӗрӗссипе асатте темелле-ха ӑна.

Help to translate

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӗрӗссипе, черетре ӗнтӗ — эпӗ.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Тӗрӗссипе каласан, Сталин пӗтӗмӗшле ырӑ гени, ун пурнӑҫ тӗллевӗсем таса та ҫутӑ пулнӑ…

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Каҫхи шкулӑн вун пӗрмӗш класне вӑл, ашшӗ-амӑшӗ унта-кунта «чупкаланипе» производствӑра ӗҫлекен пек кӑтартакан суя справка тӑратса, кӑнтӑрлахи шкулӑн вуннӑмӗш класне пӑрахса пынӑ (тӗрӗссипе, япӑх вӗреннӗшӗн, дисциплинӑна час-часах пӑснӑшӑн, наркотик та ас тивсе ухмаха тухкаланӑшӑн ӑна шкултан кӑларса ярас ыйту та сиксе тухнӑ иккен).

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тӗрӗссипе каласан, манас тенӗччӗ ӗнтӗ эпӗ ӑна, анчах ҫук, мантармасть, хӑй ҫинчен аса илтерсех тӑрать вӑл.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тӗрӗссипе каласан, — хресчен чунтан кулса ячӗ, — пловра нимӗнле асамлӑ им-ҫам та ҫук.

— Признаюсь, — рассмеялся от души старик, — в плове нет никакого волшебного лекарства.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Тӗрӗссипе вара сан пек курӑнса ман умра ҫав мӑйракалли (Полина каллех куҫне вупкӑн еннелле чалӑштарса илчӗ) туртӑннӑ иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗрӗссипе каласан, шӑмми-шакки кӑна мар, кӑмӑлӗ те самаях лутӑрканнине пула унӑн халӗ малалла утас та килмерӗ, анчах шалти сасӑ — чӗрӗ пурнӑҫ сыхлавҫи — ӑна хытӑрласах тӑчӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис хӑйпе мӗн пулса иртнине сиссе те юлаймарӗ — таҫти шалти, тӗпри тӑп-тӑрӑ ӑс-тӑн (тӗрӗссипе Пурисӑн пӗрремӗш, усалли парӑнтарайман сӗмӗ!) ӑна, ҫӑтӑрт тан тапнӑн, «ҫакӑ хӑрушӑ вӑрманта ҫынна ҫын ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать», тесе асӑрхаттарнӑн ниҫталла та мар, «качтаки» хыҫҫӑн ҫеҫ тапаҫланма ҫине тӑрсах, хытӑрласах ӑса кӗртрӗ, васкатрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed