Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑшмана (тĕпĕ: тӑшман) more information about the word form can be found here.
Эсир татти-сыпписӗр ҫапӑҫатӑр, тӑшмана сутӑнатӑр, темӗн те пӗр хӑтланатӑр, эпӗ ҫавна нимӗн те ӑнланма пултараймастӑп.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Юсуф князь, эс мана хӑвӑн тусу тесе шутла, хӑвӑн тӑшманусене ман тӑшмансем тесе шутла. Эпир тахҫанах ҫапла каласа хупӑ: Турци, Крым, Нухай, Астрахань тата Хусан пӗр юртра пурӑнмалла, вӗсен пурин те пӗр тӑшмана хирӗҫ кӗрешмелле», — тенӗччӗ унта султан.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Эсир, Раҫҫейӗн тивӗҫлӗ ывӑлӗсем, хӑвӑр кӑкӑрпа тӑшмана хирӗҫ тӑратӑр.

Help to translate

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

— Тӗлӗнмелле хӑрушӑ тӑшмана тӗп турӑмӑр, — терӗ вӑл тарланӑ питне ҫӗлӗк тулӗпе шӑлса.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах тӑшмана чарса лартнӑ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Темшӗн упӑшкин сасси Елюк хӑлхине ют ҫын сасси пек илтӗнчӗ, чӗре темӗнле хаяр тӑшмана курнӑн тарӑху хумӗсемпе тулчӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫар ретӗнче тӑракан ентешсем пирӗн пулӑшӑва, эпир чунпа вӗсемпе пӗрлех пулнине туйччӑр, тӑшмана ҫӗнтерме хавхалантарса тӑччӑр!

Help to translate

Пулӑшу, ӑнлану темрен те хаклӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11574-pu ... n-te-khakl

Таҫта инҫетре, хӗвеланӑҫӗнче, хаяр ҫапӑҫусем пыраҫҫӗ, кунталла ӑнтӑлакан тискер тӑшмана чарма тӑрӑшса, пирӗн салтаксем паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ…

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Пӗтӗм халӑх пӗр ҫын пек пулсан ҫеҫ ҫӗнтерме пулать хура юнлӑ тӑшмана, этем вырӑнне хумастпӑр ӑна!..

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Хаяр тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкатпӑрах! — терӗ Анна Тимофеевна юлашкинчен питӗ хӗрӳллӗн, хӑй умӗнче ларакан ҫынсене пӑхса ҫаврӑнса.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Анчах вӑл сирӗн тӑшмана Венерӑна та пулӑшать.

Но вот беда, этот старик поддерживает и вашу соперницу Венеру.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пирӗн ҫар ҫапса салатрӗ Ирсӗр, путсӗр тӑшмана.

Help to translate

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ирсӗр тӑшмана ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ спорт уявӗн савӑнӑҫлӑ парадӗнче ҫӗршывӑн 49 регионӗнчен килсе ҫитнӗ 1200 ытла спортсмен хутшӑнчӗ.

Help to translate

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Халӗ атьӑр, пурте атьӑр Тӗп тумашкӑн тӑшмана!

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хаяр вӑрҫӑ чарӑнсассӑн, Тӗп тусассӑн тӑшмана Тӗл пулатпӑр ӗнтӗ эпӗр Чун-чӗререн савӑнса.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫапӑҫу ҫинчен калас-тӑк, Эп те тивӗҫ мухтанма — «Леш тӗнче» ҫулпе ӑсатрӑмӑр Ҫӗр те ҫичӗ тӑшмана.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Тӑшмана тек чӑрмантарнӑ: Темиҫе хутчен кунне Татса янӑ, арпаштарнӑ Нимӗҫсен ҫыхӑнуне.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Пур ҫӗрте те тӑшмана вӑл Аслатиллӗн тустарать.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Пирӗн паттӑр Хӗрлӗ Ҫар Нихӑҫан та парӑнман, Хӑть те мӗнле тӑшмана Парӑнмашкӑн шутламан.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Эпӗ те темиҫе тӑшмана тӗп турӑм.

Я тоже уложил нескольких супостатов.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed