Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кусем ҫеҫ-и, Аньӑшӑн халь кантӑк умӗнчи юр та, шап-шур сад та темрен паха.
Ашшӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Маншӑн вӑл темрен те хаклӑччӗ.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Анчах тепӗр минутран каллех лаша, темрен хӑранӑ пек, каялла утнӑн туйӑнать.Но через минуту ему снова казалось, что лошадь ступает назад, будто чем-то напуганная.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тӗтӗм ҫӗкленет те, пӗлӗтре чӗтресе тӑрса, темрен хӑранӑ пек хӑвӑрт ҫухалать.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Унӑн куҫхаршисем хушшинчи пӗркеленчӗксем темрен шикленнине палӑртаҫҫӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Учитель, темрен сисӗнкӗсӗр такӑнса, килнине пӗлтермелӗх ӳсӗркслесе илсен тин, сасӑ еннелле пуҫне вӗлт пӑрчӗ те вӑл, кӗтмен хӑнана курсан, шарт сиксе, лап хӗрелсе кайрӗ.А когда учитель окликнул ее, испуганно ойкнула, вскочила и покраснела.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Халӗ аэроплансем океансем, пушӑ хирсем, ҫӳллӗ сӑртсем урлӑ вӗҫсе каҫнӑ вӑхӑтра, аэроплансемпе инҫетри полярти ҫӗршывсене ҫитсе сӑнаса ӗҫленӗ вӑхӑтра, аэроплансемех тӗрлӗ хуласене, тӗрлӗ патшалӑхсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса тӑнӑ вӑхӑтра, этем аэроплан ҫине ларса кайӑкран вирлӗ вӗҫме, темӗн ҫӳллӗш вӗҫсе хӑпарма вӗреннӗ вӑхӑтра, халь этемшӗн авиаци темрен те кирлӗ япала пулса тӑнӑ вӑхӑтра, — Дейтонри лабораторинче ырӑ кӑмӑллӑ, чакӑр куҫлӑ ватӑ ҫын халь те ӗҫлеме пӑрахмасть.
37. Орвилль Райт наука ҫынни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Анчах ача амӑшӗ тата упӑшкине юратакан хӗрарӑм пулнипе, вӑл хӑй ачисен ашшӗн пурнӑҫӗшӗн, хӑйшӗн темрен те ҫывӑх, хаклӑ ҫын пурнӑҫӗшӗн питех те шикленнӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Кӗтмен ҫӗртен Валерий, темрен йӗрӗннӗ пек, хыттӑн ҫапла каласа хунӑ:
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑл усӑллӑ пулмарӗ-и? — темрен хӑранӑ пекрех ыйтрӗ вӑл.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Синицкий Васильева сӑнать, унӑн темрен шикленни ӳссех пырать.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тепӗр тесен тата ун пек чухне те каҫпа ҫил вӗрме пуҫлать — малтан, темрен именнӗ пек, хуллен кӑна, тепрер сехетрен вара акӑш-макӑш айканма пуҫлать те, ҫав летчиках, каялла вӗҫсе килнӗ чух, ҫӳлерех хӑпарма тӑрӑшса, самолечӗн управлени ручкине тӑрӑшсах хӑй енне туртать…
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Эппин, унсӑрах пултаратпӑр, — ку вӑл пысӑк инкекех мар тенӗ пек каларӗ студент, Васильев темрен хӑранине асӑрхаса.— Значит, обойдемся, — с деланной беспечностью сказал студент, заметив тревогу на лице Васильева.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Кӑштах пӗлетӗп, — хӗр темрен сыхланнӑ пек пулчӗ, унтан каллех кулса ҫапла хушса хучӗ:— Немного, — девушка насторожилась, затем с улыбкой добавила:
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Темрен такӑнса ывтӑнса кайрӑм, ҫавӑнтах ура ҫине сиксе тӑтӑм, ыратнине туймасӑр, малалла вирхӗнтӗм.Зацепившись за корягу, я упал, но тут же вскочил и, не чувствуя боли, помчался вперед.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Федя, темрен шикленнӗ пек, енчен енне пӑхса илчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Шывран малтан хулкка тухрӗ, кайран темрен питӗ тӗлӗннӗ евӗр пӑхакан пысӑк пулӑ пуҫӗ курӑнса кайрӗ.Из воды показался сначала поплавок, потом большая и удивленная рыбья голова.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Йӑмӑкӗ Татьяна кунӗ-кунӗпех хаҫатсене чӑштӑртаттарнӑ, вӑл та темрен хӑранӑ, ҫавӑн пирки унӑн хӑлхисем те яланах хӗрлӗ пулнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑш чухне Яков Митя Лонгинов савӑнӑҫлӑ, нимӗнле хуйхӑ-суйхӑ пӗлмен ҫӗршывран килмен, темле кичем, тӗттӗм шӑтӑкран сиксе тухнӑ пек туйӑннӑ, халӗ вӑл хӑй палламан, хӑйӗншӗн ҫӗнӗ ҫынсем патне ҫитнӗ те, тинех ҫавӑнта ҫитнӗшӗн хӗпӗртесе, вӗсем умӗнче ташлать, култарать, вӗсем нумай пулнӑшӑн савӑнать, хӑй темрен тӗлӗнет.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пурте темрен хӑранӑ пек, пӗр-пӗрне хурлӑх тӑвассипе юнанӑ пек, пӗрисем хӑранине теприсем тата ытларах вӑйлатнӑ пек туйӑннӑ, ҫынсем хӑйсем тӑвакан ӗҫсенчен, хӑйсен шухӑшӗсемпе сӑмахӗсенчен хӑраҫҫӗ, тесе шутлама та пулнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.