Шырав
Шырав ĕçĕ:
Улпутӑн пичӗ вӗрсе хӑпартнӑ хӗрлӗ хӑмпӑ пек курӑннӑ; мӑйӑхӗ те, сухалӗ те пулман ун, вӑл пӗтӗмӗшпех арҫынла тумланнӑ хӗрарӑм пек пулнӑ…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Медынская пирӗн ҫамрӑкӑн туйам ӑнтӑлуне ҫӗклемен, унра Пӑлаки евӗрлӗхӗ нимӗн те пулман, пӗтӗмӗшпех илсессӗн те, ӑна Фома ӑнлансах ҫитереймен.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗтӗмӗшпех пӑрахмалла пек…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑвна унтан ҫӳллӗ тыт, вӑл санӑн уру патӗнче пултӑр, пӗтӗмӗшпех курӑнтӑр, унӑн кашни пӗчӗк пӑтине асӑрхаса тӑмалла пултӑр…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӑлаки ун ҫине еркӗнӗн мӗнпур ҫуйкӑнлӑхӗпе пӑхнӑ, — ун ҫулӗнчи хӗрарӑмсем анчах ҫавӑн пек туйӑмлӑх хӑватне, пурнӑҫ куркинчен юлашки тумламӗсене ӗҫнине пӗлсе, хӑйсен юратӑвне пӗтӗмӗшпех хураҫҫӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йӗкӗт ытамӗнче хӑйӗн яшлӑхӗн пумилккине тӑвакан вӑтӑр ҫулхи хӗрарӑмпа ҫуйханни Фомана ӗҫре чӑрмантарман; вӑл юратура та, ӗҫре те хӑйне хӑй ҫухатман, унта та, кунта та вӑл хӑйӗн мӗнпур пеккине пӗтӗмӗшпех панӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗнче амаланса кайнӑ ҫуйкӑнлӑх ӑна хӗрарӑм чунӗпе ӳчӗн патши туса хунӑ, вӑл ҫак влаҫӑн вутлӑ пылакне тӑрана пӗлми ӗҫнӗ, вара ҫак техӗм унӑн ӑшчикӗнчен мӗнпур кӑнттамлӑха, ӑна халиччен салхуллӑх, айванлӑх сӑнне паракан майсӑрлӑха пӗтӗмӗшпех ҫунтарса кӑларнӑ, унӑн чӗрине ҫамрӑк мӑнаҫлӑхпа шӑварнӑ, ӑна хӑйӗн тивӗҫлӗхне туйса тӑракан ҫын тунӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Старик ҫакӑншӑн пӗтӗмӗшпех тырӑ акнӑ вӑхӑтра килсе чӑрмантарнӑ Чан Кай-ши вӑрӑ-хурахӗсем айӑплӑ пулни ҫинчен каласа кӑтартса чунне пусарасшӑнччӗ.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пӗтӗмӗшпех паллӑ, ӑна арестленӗ тата хӑйпе ыран мӗн пулассине те пӗлмест вӑл.Совершенно ясно, что он арестован и не знает, что еще может случиться с ним завтра.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сяо Ван Чжао Юй-лине кантӑк патне илсе кайрӗ, лешӗ хӑй мӗн пулса иртнине кӗскен пӗтӗмӗшпех начальнике каласа кӑтартрӗ.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Лю пичӗ вӑл пӗтӗмӗшпех ҫухалса кайнине кӑтартать.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл малашне помещиксем пӗтӗмӗшпех чухӑнсен аллинче пуласси ҫинчен халех каласшӑн пулчӗ, анчах тытӑнса юлчӗ: массӑсем хӑйсен вӑйне туйса иличчен ун пирки калама иртерех-ха.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Тянь асатте, хӑвӑн хуйху-суйхуна пӗтӗмӗшпех каласа кӑтарт.— Старина Тянь, излей всю свою горечь. Поведай нам: какие у тебя обиды.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Камӑн мӗн пур, пӗтӗмӗшпех калӑр.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл хӑйпе пӗрле илсе килнӗ ҫуртасене пӗтӗмӗшпех ҫунтарса пӗтерчӗ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чжао Юй-линь хӑй ҫӗрле мӗн шухӑшласа выртни ҫинчен каласа пачӗ, унтан татӑклӑн: — Халӗ пӗтӗмӗшпех ӑнлантӑм. Вилетӗп, анчах мӗн вӗҫне ҫитичченех кӗрешетӗп! — терӗ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫӑл пӗтӗмӗшпех Хань Лао-лю аллине куҫнӑ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫавӑ пӗтӗмӗшпех унӑн ҫӗрӗ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кӗркуннене пӗтӗмӗшпех расхутларӑм, илмелли урӑх ҫук.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пӗчӗк ураллӑ, хут пӗлмен ватӑ хӗрарӑм ывӑлне чӑн-чӑн ҫын тӑвасчӗ тесе, хӑй мӗн тума пултарнине пӗтӗмӗшпех тунӑ.