Шырав
Шырав ĕçĕ:
Инҫетри пӑрӑнчӑкра ҫеҫ пӗлӗтсем хуралнине пӑхӑнса, вӑраххӑн сӳнсе сапаланчӑк мӑй ҫыххи евӗр вӑйлӑ юхӑм тата ун ҫийӗнчи тӳпен ҫутӑ пайӑркисем кӑштах йӑлтӑртатаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫав кӑтра пӗлӗтсем хуллен-ерипен Утар ялӗ еннелле куҫса пыраҫҫӗ, паянах, кӗҫех ҫитӗҫ унта.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Виҫӗмкун ҫеҫ-ха чӗреслетсе ҫумӑр ҫурӗ, ун хыҫҫӑн та ӗнер ҫанталӑк ӑмӑрччӗ, пӑт-пат ҫумӑр та ӳккелетчӗ, хӗвеланӑҫӗнчен катрам пӗлӗтсем капланса килнине кура ҫӗрле каллех чӗреслетсех ярасса та кӗтме пулатчӗ; паян ир вара пачах урӑхла — хӗвел тухрӗ те, тӗксӗм пӗлӗтсем самантрах таҫта кайса ҫухалчӗҫ, таврана ҫап-ҫутӑ сӑн кӗчӗ, ҫил чарӑнчӗ, тӳлек те ӑшӑ кун пуҫланчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӳпен ӗнтрӗклӗ ҫутинче пӳрт тӑррисемпе пӗлӗтсем хуп-хура; шӑлан йывӑҫҫисемпе картасем, пахчасемпе садсем, черченнӗн курӑнакан ҫул — пурте-пурте тӗлӗреҫҫӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Океан ҫийӗн, аялтанах, сапаланчӑк пӗлӗтсем варкӑшса вӗҫеҫҫӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хура пӗлӗтсем ҫеҫен хир тарах шапӑртаттарса ҫумӑр тӑкса, Дон хыҫнелле сӗтӗрӗнеҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тӗттӗмленсен тата вӗҫӗ-хӗррисӗр аслӑ шупка-кӑвак тӳпере йӑлтӑртатса тухнӑ йышлӑ ҫӑлтӑрсене кӑтрашка пӗлӗтсем хупласа илсен, — хӗвеланӑҫӗнчи, Луганск енчи кунӗпех кӗрленӗ нимӗҫсен пушкисем шӑпланаҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сайра пӗлӗтсем кӑн-кӑвак тӳпери шурӑ тӗтӗм чӑмӑрккисем пек ишнӗ, вӗсенчен ӳкекен мӗлкесем сухаланӑ вырӑнсен металл пек хура анисем тӑрӑх, пӑрахӑҫа янӑ уйсен хыт курӑкӗсем тӑрӑх ярӑнса вӗҫнӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Март уйӑхӗнчи вараланнӑ юрсем ҫийӗпе пылчӑк тӗслӗ пӗлӗтсем шӑвӑнаҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Лутрака чӑрӑшлӑх ҫийӗпе ишсе пыракан тӗтреллӗ пӗлӗтсем хыҫӗнчен ҫур уйӑх катӑкӗ курӑнкала пуҫлать.За волочившимися над чахлым ельником туманными облаками начала показываться половинка луны.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Лапсӑркка нӳрӗ пӗлӗтсем ҫара йывӑҫсем ҫинех пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ те, пушшех тусӑнса кайса, Смольнӑйӑн виҫ кӗтеслӗ фронтонне хупӑрласа пӗркеҫҫӗ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫурҫӗр енчен талккӑшпех шуса килекен хӑмӑр пӗлӗтсем уйӑх патнелле ҫывхараҫҫӗ, ӑна хупласа кайма тӑрӑшаҫҫӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Ҫав пӗлӗтсем ерипен шунинче чуна шиклентерекен чӗмсӗр хӑват пур пек туйӑнать.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Урамра ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртнӑ, тӳпере кӗркуннехи йывӑр пӗлӗтсем шунӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Хӗвел хыҫҫӑнах пӗлӗтсем вӑраххӑн шуса хӑпарма пуҫларӗҫ.
Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кунта, Ҫӗр ҫинчи пек, тухакан е анса ларакан Хӗвел ҫутипе илемленнӗ пӗлӗтсем ҫӳремеҫҫӗ, шыв ҫук пирки ӳсентӑранпа йывӑҫ-курӑк та ӳсмест.
Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫавӑн пек кӑранташпа пуҫӗ пӗлӗтсем хушшинче ҫухалакан юмахри улӑп кӑна ҫырма пултарӗччӗ.Писать таким карандашом мог бы только сказочный великан, у которого голова уходит под облака.
Ҫӗр чӑмӑрӗ мӗн пысӑкӑш? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пирӗн пуҫ ҫийӗпе ҫаплах пылчӑк пек ҫӑра хура пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ.А над нами точно ил течёт, так вязки и густы тёмные, сочные облака.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Тӗттӗмлӗх ҫав тери ҫӑра пирки баржӑсем те курӑнмаҫҫӗ, фонарьсем ҫутатса тӑракан тӗтӗм пек пӗлӗтсем тӗлӗнче мачта вӗҫӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ӑна виҫӗ ҫутӑ — иккӗшӗ шыв ҫинче, пӗри ҫӳлте, пирӗн ҫинче ҫакӑнса тӑрса ӑсатаҫҫӗ; ман ҫывӑхрах, пӗлӗтсем айӗнче, ылтӑн караҫсем пек тата тӑватӑ ҫутӑ шуса пыраҫҫӗ, вӗсенчен пӗри — пирӗн баржа мачти ҫинчи фонарь ҫутти.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.